Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫех сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫех (тĕпĕ: кӗҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех хайхискер ун патне те ҫитрӗ, сывлӑх сунчӗ.

Вскоре сам к ней подошел, поздоровался.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Кӗҫех чӳрече янаххисем ҫинче чечек куршакӗсене сирсех, пӑрӑҫ-помидор вӑрлӑхӗ акнӑ савӑтсем вырнаҫӗҫ.

Скоро разместится на подоконниках посуда с посеянными семенами перцев помидоров, подвинув цветочные горшки.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Пурнӑҫ шӑпи Энтрей амӑшне кӗҫех Куснар юмӑҫӗ патне илсе ҫитерчӗ.

Судьба довела мать Андрея скоро и до знахаря из Куснар.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Кӗҫех вӑрмансӑр юлатпӑр.

Помоги переводом

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Кӗҫех пултаруллӑ фотографа район хаҫачӗн редакцине чӗнсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Эпӗ, кӗҫех ҫитмӗл ҫул тултараканскер, тӑван Хачӑкра Ункӑ юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ тимӗрҫӗ лаҫҫине астӑватӑп.

Я, недавно ставший семидесятилетним, помню кузницу, находившуюся в родных Хачиках недалеко от реки Унга.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Кӗҫех пирӗн ҫуртӑн картлашки айӗнче пуҫтарӑннӑ вилесене илсе тухма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Кӗҫех эпир те кукаму патне кайӑпӑр.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫурта лаплатса сӳннӗ пек кӗҫех пирӗн пурнӑҫӑн ҫутӑ кунӗ те пӗтет… — хӳхлерӗҫ ӗсӗклесе.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Самай ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗ Сергей Оксанӑпа хӗрсе кайсах калаҫать: — Шкул пӗтерни кӗҫех вун пилӗк ҫул пулать.

Сергей, успевший заметно захмелеть, с жаром говорил Оксане: — Скоро будет пятнадцать лет со дня окончания школы.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Алексей кӗҫех вилет, вилет, вилет», — пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ ҫак сӑмахсем.

«Алексей скоро умрет, умрет, умрет», — эти слова не выходили из ее головы.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Упӑшки те ҫывӑрайманнипе аптранипе туйса хӗрарӑм ҫӑварне уҫрӗ: — Кӗҫех Алексей вун иккӗ тултарать.

Чувствуя, что и мужу не спится, женщина открыла рот: - Вскоре Алексею двенадцать исполнится.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Кӗҫех хама хӑваласа ҫитет.

Скоро меня догонит.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Кӗҫех тӗттӗмленес хӑрушлӑх пур.

Вскоре начнет смеркать.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Ладӑн» чӑн хуҫи те кӗҫех Грознӑя вӗҫсе килнӗ.

Вскоре в Грозный прилетел настоящий хозяин "Лады".

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кӗҫех аса илнӗ: ҫак ҫын ун умӗнчех Шупашкарти тепӗр прокатра та автомобиль илме тӑнӑ.

Вскоре вспомнил: этот человек перед ним же хотел взять автомобиль в другом прокате в Чебоксарах.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кӗҫех «джигит» Шупашкарти прокат хуҫисен шӑнкӑравӗсене те хуравлама пӑрахнӑ.

Вскоре "джигит" перестал отвечать на звонки владельцев Чебоксарского проката.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Спутник урлӑ килекен сигналсем вара кӗҫех ҫӑмӑл машина инҫетри Чечняра ҫӳренине кӑтартнӑ.

Сигналы приходящие через спутник вскоре показали, что легковая машина ходит в далекой Чечне.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кунта кӗҫех пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ уҫӑлӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Кӗҫех вӗсен йышӗ ӳсессе кӗтет.

Ждет скорого их пополнения.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней