Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Унӑн ячӗ патша хӑлхине те кӗнӗ, Иуда ҫапӑҫӑвӗсем ҫинчен пур халӑх та калаҫнӑ.26. Дошло и до царя имя его, и все народы рассказывали о битвах Иуды.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара чи малтан тытӑнса, ытти халӑхсем тунӑ пек, Иудея ҫыннисем те, Иерусалимра юлнисем те тунӑ пек, патша хушнине ту, вара ху та, санӑн пур тӑвану та патша тусӗсен шутӗнче пулӑр, хӑвна та, ывӑлусене те ылтӑн, кӗмӗл тата нумай-нумай парне парса чыс тӑвӗҫ, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша сӑмахӗпе вара пур тӗрлӗ халӑх та килӗшнӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пур кӗрӳ каччӑ та макӑрнӑ, ҫураҫнӑ хӗр те хуйхӑрса йӗрсе ларнӑ.27. Всякий жених предавался плачу, и сидящая в брачном чертоге была в скорби.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйӗн кӗтӗвӗнче айӑпсӑр аҫа выльӑх пур ҫинчех, хӑй тупа тунӑ ҫинчех Ҫӳлхуҫана парне кӳме пӑсӑккине илсе пыракан ултавҫӑ ылханлӑ: Эпӗ — аслӑ Патша, халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм хӑрушӑ.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ, тейӗ.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, Иерусалима пур ӑрушӑн та йывӑр чул туса хурӑп; ӑна йӑтма тӑракансем халран кайӗҫ, ӑна хирӗҫ вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх пухӑнса килӗ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Хамӑн туяна, «ырӑлӑх» ятлӑскерне, илӗп те ӑна Хам пур халӑхсемпе хывнӑ халала пӗтермешкӗн хуҫса пӑрахӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать; 3. унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн аллу тӑшманусем ҫийӗн ҫӗкленӗ те, пур тӑшману та тӗп пулӗ.9. Поднимется рука твоя над врагами твоими, и все неприятели твои будут истреблены.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Апла итлӗр ҫакна, Иаков килӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем, тӗрӗс сутран йӗрӗнекенсем, пур тӳрӗ ӗҫе те кукӑртса яракансем, 10. Сиона юнран, Иерусалима тӗрӗсмарлӑхран тӑвакансем!
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ пур халӑхшӑн та Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет: эсӗ ху мӗн кӑтартнӑ — сана та ҫавнах кӑтартӗҫ; хӑвӑн ӗҫӳ хӑвӑн пуҫу ҫинех ӳкӗ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӗреклӗлетнӗ ҫуртӑн юррисем ҫав кун кӑшкӑрса йӗнипе ылмашӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; виле нумай пулӗ; вӗсене пур ҫӗрте те ним чӗнмесӗр пӑрахса хӑварӗҫ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана тархаслатӑп; пушхирти ешӗл кӗтӳлӗхсене вирт ҫунтарса ячӗ, уй-хирти пур йывӑҫа та ҫулӑм ӗнтсе хӑварчӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр, ҫак ҫӗршыври ватӑсемпе ытти пур халӑха Ҫӳлхуҫа Туррӑр Ҫуртне чӗнсе пухӑр, Ҫӳлхуҫана тархасласа кӗлтӑвӑр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иҫӗм йывӑҫӗсен аврисем типсе ларчӗҫ, смоква йывӑҫӗ шанса кайрӗ; нар йывӑҫӗ, пальма, улмуҫҫи, уй-хирти пур йывӑҫ та типсе хӑрчӗ; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсен савӑнӑҫӗ те путланчӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.