Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах Иерусалим пророкӗсенче тата хӑрушӑраххине куратӑп: вӗсем асӑхаҫҫӗ, улталаса пурӑнаҫҫӗ, никам та хӑйӗн ирсӗрлӗхне пӑрахмасть; Ман умӑмра вӗсем пурте — Содом пек, Унта пурӑнакансем — Гоморра пек.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑншӑн вӗсен ҫулӗ тӗттӗмри шуҫлак вырӑн пек пулӗ: вӗсене тӗксе ярӗҫ те — вӗсем унта ӳксе пӗтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Хам пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп, 25. сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп, 26. сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр; 27. ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Иудея патшийӗн керменне кай та унта ҫак сӑмаха кала: 2. Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Иудея патши, эсӗ хӑв та, санӑн тарҫусем те, ҫак хапха витӗр кӗрсе ҫӳрекен халӑху та Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр, те.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак вырӑна та, унта пурӑнакансене те Эпӗ ҫавӑн пек тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак хулана Тофет евӗрлӗ туса хӑварӑп.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. эсӗ чӳлмекҫӗ ҫуртне ан, Эпӗ сана унта Хамӑн сӑмахӑмсене каласа пӗлтерӗп.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман Ҫуртӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем пулса иртнӗ чухне Ман савнӑ халӑхӑмӑн унта мӗн тупмалли пур? сана, усал ӗҫ туса савӑнаканскерне, таса аш та пулӑшаймӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Галаадра бальзам ҫук-шим вара? сиплевҫӗ ҫук-шим унта?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ инҫетри ҫӗршывран халӑхӑмӑн хӗрӗ йӗрсе йӑлӑннине илтетӗп: «Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫук-им вара? унта Патша ҫук-им вара?» Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсемпе — ют ҫӗр йӗрӗхӗсемпе, ниме тӑманскерсемпе — Мана ҫиллентерчӗҫ?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Дан енчен тӑшман учӗсем тулхӑрни илтӗнет, ӑйӑрӗсем хыттӑн кӗҫеннӗрен пӗтӗм ҫӗр чӗтрет; килӗҫ те — ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулапа унта пурӑнакансене пӗтерсе тӑкӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йывӑҫ касӑр та Иерусалима хирӗҫ тӑпрас купалӑр: ҫак хула хасана тивӗҫлӗ, унта — тем тӗрлӗ пусмӑр.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Юланутҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсен шӑв-шавӗнчен мӗнпур хула сехӗрленсе тарса пӗтӗ: ҫынсем чӑтлӑх вӑрмансене тарса кайӗҫ, тусем хушшине пытанӗҫ; хуласем пурте пушанса юлӗҫ, унта пӗр ҫын та пулмӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗр ҫине пӑхатӑп та — унӑн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те ҫук, ҫӳлелле пӑхатӑп — унта ҫутӑ ҫук.23. Смотрю на землю, и вот, она разорена и пуста, - на небеса, и нет на них света.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ Хиттим утравӗсем ҫине кайса пӑхӑр-ха е Кидар хутлӑхне ҫын ярса тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫакӑн пекки мӗн те пулин пулнӑ-и унта?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ.21. И буду строить домы и жить в них, и насаждать виноградники и есть плоды их.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.