Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗшпе (тĕпĕ: тӗлӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апатлану тата хускану тӗлӗшпе тӑрук улшӑнусем туса ирттернипе хырӑм ай парӗ чирлет.

Помоги переводом

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ӑна машина панӑ ҫын, транспорт хатӗрӗн хуҫи, тӗлӗшпе те ҫирӗп яваплӑх пулӗ, — терӗ министр.

И в отношении отдавшего ему машину человека, владельца транспортного средства, будет строгая ответственность, — сказал министр.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Патӑрьел районӗнче акӑ килпетсӗр ҫемьесен тӗлӗшпе ял старостисем тимлӗрех пулма тӗллев лартнӑ.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл ҫавӑн пекех «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тӑван литературӑна халӑхра сарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем /«Хыпарта» ҫеҫ — «Кӗнеке ҫӳлӗкӗ», «Пурӑнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чӑваш тӗнчи» страницӑсем тухса тӑраҫҫӗ/ ҫинчен те чарӑнса тӑчӗ.

Она также отметила работу Издательского дома "Хыпар" по пропоганде родной литературы среди народа (только в "Хыпар" выходят такие страницы как "Книжная полка", "Живет в деревне писатель", "Культура", "Литература", "Чувашский мир").

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Нумаях пулмасть ЧР Аслӑ сучӗ ҫӗрпе усӑ курассипе ҫыхӑннӑ ҫак ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартрӗ.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сӑмахран, 1976 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче бюро ларӑвӗнче «КПСС Тӗпкомӗн «Творчествӑри ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫинчен» хушӑва пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тумалли мерӑсем пирки тӗплӗ калаҫу пынӑччӗ.

Например, 28 декабря 1976 года на заседании бюро был обстоятельный разговор о мерах по воплощению в жизнь распоряжения "Центрального комитета КПСС "О работе с творческой молодежью".

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑваш Ен географи тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, республикӑра политика лару-тӑрӑвӗшӗн тӑнӑҫлӑх кӑтартуллӑ, промышленноҫ хӑвачӗ пысӑк, тивӗҫлӗ инфратытӑм аталаннӑ, ӑста та пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗклӗ, патшалӑх бизнеса пулӑшать — ҫак тата ытти услови Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Михаил Васильевич регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне вӑй паракан уйрӑмлӑхсемпе паллаштарнӑ, Чӑваш Ен Правительстви экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫ производстви тӗлӗшпе Японипе пӗрешкел политика тытса пыни ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унта хутшӑнакансем валли лайӑх условисем туса парас тӗлӗшпе, ҫав шутра информаци хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес енӗпе те.

Чтобы создать хорошие условия для участников, в том числе и для обеспечения информационной безопасности.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Вырӑс чӗлхин» ятлӑ пулсан та, наци чӗлхисене упрас тата аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлемелле.

Хотя он и именуется "Русского языка", он должен работать и над сохранением и развитием национальных языков.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн республикӑра хальлӗхе чӑваш сӑмахлӑхне упрас тата аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен нимӗнле тытӑм та ҫук.

В нашей республике нет структур, которые бы занимались вопросами сохранения и развития чувашской словесности.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Спиридонов, Сверчков, Миттов художниксем тӗлӗшпе те ҫакнашкал специалист пулсан лайӑхчӗ.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

20 ҫул чуна парса ӗҫленӗ Рассых Ямалетдинович Чӑваш Енри физкультурӑпа спорта аталантарас, ӑста атлетсем хатӗрлес тӗлӗшпе ҫӗршывӗпех палӑрчӗ.

Помоги переводом

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан пултаруллӑ ҫемьесене, пӗр-пӗр професси тӗлӗшпе ырӑ йӑлана ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракансене, Тав ҫырӑвӗ пачӗ, асӑнмалӑх парнепе - алла ҫыхмалли сехетпе - хавхалантарчӗ.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ отрасле пулӑшас тӗлӗшпе Раҫҫей ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева хӑйӗн сӗнӗвӗсене панӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Калаҫу вӑхӑтӗнче Александр Иванович социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ тӗлӗшпе, Пӗрлехи информаци кунӗнче хускатнӑ ыйтусем тавра та чарӑнса тӑнӑ.

Помоги переводом

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак кунсенче Н.Гаврилов тата ялӑн ытти маттурӗсем тӑрӑшнипе истори управҫине ӑслӑлӑх енӗпе те, илемлӗх тӗлӗшпе те пуҫламӑш сӑн-сӑпат кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

— Эпӗ паян Шупашкар районӗнче чылай ҫул пушӑ выртнӑ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес тӗлӗшпе еплерех кӗрешнине хам куҫпа куртӑм.

Помоги переводом

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней