Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрӗн (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…

Мягкий и теплый свет падал на крыши изб, жарко вспыхивал в окнах; в оголенных ветвях тополиной рощи чернели опустевшие гнезда грачей; было слышно, как бабы ласково, нараспев зазывали скотину — в вечернем воздухе ясно и далеко разносились их голоса; с утробной тоской мычали коровы, плаксиво блеяли овцы, пощипывало ноздри знакомым с детства запахом дыма, горьковатой навозной прели.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мигулински, Мешковски тата Казански станицӑсен казакӗсем ҫав вӑхӑтра Казански станица ҫӗрӗн чиккине питӗ нумаййӑн юланутсемпе капланса тулнӑ та наступлени пуҫласа янӑ хӗрлӗармеецсен чаҫӗсемпе урӑм-сурӑм хӑрушла ҫапӑҫнӑ.

Казаки Мигулинской, Мешковской и Казанской станиц в то время огромнейшими конными массами скоплялись на грани Казанского станичного юрта, вели отчаянные бои с перешедшими в наступление красноармейскими частями.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунти тӑмлӑ тӑпраллӑ хытӑ ҫӗрӗн пӗчӗкҫӗ лаптӑкӗсенче казаксен кил-ҫурчӗсем, утравсем ҫинчи пек сайран ларса тухнӑ, ҫапӑ сарнӑ урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсем иртсе ҫӳремелле мар путлӑхлӑ лачака тӑрӑх кукӑрӑлса тӑсӑлаҫҫӗ.

Редкие казачьи дворы, словно на островах, угнездились на крохотных участках твердой супесной земли, а замощенные хворостом улицы и проулки были проложены по невылазной болотистой топи.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юртан тасалнӑ ҫӗрӗн нӳрӗ шӑрши сиплӗхлӗ те чуна уҫса ямалла ырӑ.

Живителен и пахуч был влажный запах оттаявшей земли.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан тухасчӗ те ҫеҫенхире ҫемҫе суха касси тӑрӑх акапуҫ хыҫҫӑн утасчӗ, вӑкӑрсене шӑхӑрса хӑваласчӗ, кӑвак тӳпере карталанса вӗҫекен тӑрнасем кикаклатса кӑшкӑрнине итлесчӗ, ҫилпе вӗҫсе килнӗ эрешмен картин кӗмӗл ҫипписене пит ҫумӗнчен иле-иле пӑрахса, ака тимӗрри хускатнӑ кӗрхи ҫӗрӗн эрех пек ӳсӗртекен шӑршине ҫине-ҫине кӑкӑр тулли ҫӑтасчӗ.

А потом ходить по мягкой пахотной борозде плугатарем, посвистывать на быков, слушать журавлиный голубой трубный клич, ласково снимать со щек наносное серебро паутины и неотрывно пить винный запах осенней, поднятой плугом земли.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таптаса пӑтратнӑ юшкӑнлӑ ҫӗрӗн, шапа лӑймакин кӳкӗрт тутиллӗ шӑршипе ҫуса тасатнӑ, кӑштах ҫӗрӗшнӗ ҫӳҫе тымарӗсен пылак шӑрши ҫӗкленет…

Поднялся серный запах взвороченной илистой земли, тины, горький и сладостный дух омытых и сопревших корней верб…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑк курӑкӑн, суха тимӗрри ҫавӑрса пӑрахнӑ, анчах юр шывӗн тӑварсӑр тутине ҫухатма ӗлкӗреймен ҫӗрӗн тутлӑ шӑршипе сывласси килчӗ унӑн, — чунӗ хӑпартланса ҫӗкленчӗ.

Представляя себе, как будет вдыхать сладкий дух молодой травы и поднятого лемехами чернозема, еще не утратившего пресного аромата снеговой сырости, — теплело на душе.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паллах ӗнтӗ, ҫӗрӗн хӑйӗн апачӗ пур, анчах эпир ҫын курман вӑйлӑ тырӑ ӳстерме сӑмах патӑмӑр, ҫавӑнпа пулӑшас пулать.

Слов нет, в земле имеются питательные соки, но мы же порешили взять урожай невиданный, вот и надо тому делу подсоблять.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Буденновецсен пусси Усть-Невински ҫӗрӗн сулахай енче выртнине Сергей пӗлнӗ.

Поля буденновцев — Сергей это знал — лежали на левом крыле усть-невинского земельного клина.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем — вырӑс ҫӗрӗн рыцарӗсем.

Казаки, рыцари земли Русской!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий куҫне хупать, ал тупанӗсене тикӗс мар ҫӗрӗн кӑтрашка пичӗ ҫине саркаласа хурать; унтан вӑрахчен, куҫне кӑлт та сиктермесӗр, кӑвак ҫунатлӑ элккем лӗпӗш пек пӗр тӗлте вӗҫсе тӑракан Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ хуҫӑк хыр хыҫӗнчи тӗпсӗр тӳпере сивлеккӗн чӗтренни ҫине пӑхать.

Григорий закрывает глаза, кладет ладони на шероховатую кожу земли и долго, не мигая, глядит, как за поломанной сосной на окраине неба голубой нарядной бабочкой трепещет в недвижимом полете Полярная звезда.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑхӑр пин ҫын ытла выртса юлать ҫав кун Свинюха ялӗ ҫывӑхӗнчи хӑйӑрлӑ та нимӗн хавассӑр ҫӗрӗн салхуллӑ ытамне.

Девять с лишним тысяч жизней выплеснули в тот день на супесную невеселую землю неподалеку от деревни Свинюхи.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрушла таткаланса нӗрсӗрленнӗ тӑмпа ҫӗрӗн пӗр ҫухрӑм анлӑшӗнче тӑвӑллӑ ҫавра ҫил чухнехи пек хура юпасем ҫурӑла-ҫурӑла ҫӗкленеҫҫӗ.

На пространстве с версту в поперечнике на супесной изуродованной земле вихрем рвались черные столбы разрывов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче, ҫӗрӗн ӑмӑрлӑ тӳремлӗхне снарядсем шатра чирӗ пек шӑтӑк-путӑклантарса хӑварнӑ; унта этем юнӗшӗн тунсӑхласа, чугунпа хурҫӑ катӑкӗсем тутӑхса выртаҫҫӗ.

Там, где шли бои, хмурое лицо земли оспой взрыли снаряды: ржавели в ней, тоскуя по человеческой крови, осколки чугуна и стали.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта нумайранпа выртакан тырӑ шӑрши, арпа тусанӗ шӑрши тата пирченчӗк ҫӗрӗн пӑнтӑсрах пылак шӑрши кӗрет.

Пахло там слежавшимся хлебом, пылью мякины, мышиным пометом и сладким плесневелым душком земляной ржавчины.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта халь ҫеҫ сухаласа пӑрахнӑ ҫӗрӗн бархат пек йӑлтӑркки ҫинче, хӑйсем хыҫӗнчен плуга сӗтӗрсе, виҫӗ мӑшӑр вӑкӑр мӗшӗлтетсе шӑвӑнать.

В стороне, на свежей, отливавшей бархатом пахоте, ползли три пары быков, тащивших плуг.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑтса тухать шӗвӗр ҫулҫӑллӑ ешӗл тулӑ, ӳсет; пӗрер уйӑх ҫурӑран кайӑк пытанать ун ӑшне пуҫӗ-мӗнӗпелех, ларсассӑн курӑнмасть те; пӗр шӑтса тухнӑ калча туртать ҫӗрӗн сӗткенне, пучах кӑларать, пӗрчи, ырӑ шӑршӑпала тата тутлӑ сӗтпеле тулса, кӳпчесе каять.

Всходит остролистая зеленая пшеница, растет; через полтора месяца грач хоронится в ней с головой, и не видно; сосет из земли соки, выколосится; потом зацветет, золотая пыль кроет колос; набухнет зерно пахучим и сладким молоком.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫил ҫумӑр тумламӗсене тараватсӑррӑн вӗтетет, — ҫӗрӗн хура аллаппийӗ ҫине кӗлӗм татӑкне тӗпретсе тӑкать тейӗн.

Ветер скупо кропил дождевыми каплями, будто милостыню сыпал на черные ладони земли.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тухатнӑшӑн мар, турра хирӗҫле ӗҫ тунӑшӑн та мар ларать тухатмӑш тарӑн подвалта, — ӑна турӑ хӑй суд тутӑр; вырӑс ҫӗрӗн тӑшманӗсемпе вӑрттӑн кавар тунӑшӑн, Украина халӑхне католиксене сутса христиансен чиркӗвӗсене ҫунтарса яма шут тытнӑшӑн ларать вӑл Салху тухатмӑш; тӗттӗм каҫ пек хура шухӑшсем ун пуҫӗнче; пӗр кун ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ ун пурӑнмалли, ыран вара тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлмалла: ыран ӑна вилӗм кӗтет.

Не за колдовство и не за богопротивные дела сидит в глубоком подвале колдун: им судия бог; сидит он за тайное предательство, за сговоры с врагами православной Русской земли — продать католикам украинский народ и выжечь христианские церкви; угрюм колдун; дума черная, как ночь, у него в голове; всего только один день остается жить ему, а завтра пора распрощаться с миром: завтра ждет его казнь.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ку ҫул нумаях пулмасть пулса тӑнӑ, ӑна тӳрех хӑмӑл ҫинче якатнӑ, сухаласа пӑрахнӑ ҫӗрӗн хура йӗрӗпе юнашар выртать вӑл ҫул, ҫӗрне тракторсемпе сухаланӑ пулмалла.

Дорога образовалась недавно, ее укатали прямо по жнивью, и лежала она рядом с широкой лентой земли, распаханной тракторами.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней