Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла ӗнтӗ юн та юхма тытӑнчӗ, — пӑлхав хускалсах хускалчӗ темелле.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянова тупасран вӑл йӑлтах хӑраса ӳкрӗ: пит ҫӑмарти тӑрӑх куҫҫулӗ юхма чарӑнмарӗ унӑн, сыхланарах тӑмашкӑн та манса кайрӗ, ҫавна пула вӑл Огнянова мӗнле савса юратнине пурте сисрӗҫ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Малтан вӑл ӳсӗрнӗ чух кӑна юнлӑ сурнӑ пулсан, халӗ ун пырӗнчен юн пӑрӑхран юхнӑ пек юхма пуҫларӗ.Ежели раньше он только кашлял кровью, то теперь уже она пошла у него из глотки цевкой.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑрсан юнӗ тата хытӑрах юхма тытӑнчӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Смарагдлӑ ҫын патне ҫӗленсемпе скорпионсем ҫывхараймаҫҫӗ; смарагда ҫӗлен куҫӗ умӗнче тытса тӑрсан, вӗсенчен шыв юхма пуҫлать, мӗн суккӑрланса ларичченех юхать вара ҫаплалла.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпир ӑна вӑрҫӑ ҫинчен тата хамӑр пӗрле тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласан, тепӗр чухне унӑн куҫӗсенче куҫҫуль йӑлтӑртатса илет, анчах вӑл ӑна ирӗккӗн юхма памасть, пӑрӑнать, чӗрине хурҫӑ пек хытарать те: «Мӗн пулни — пулнӑ та иртсе кайнӑ!» тесе хурать.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑрахчен пытӑмӑр ҫапла, анчах та ҫыр хӗрринчи тӗксӗм тусем курӑнма пуҫласан — калама ҫук хӑвӑрт юхма тытӑнтӑмӑр.Это длилось долго, но когда стали видны темные горы берега — всё пошло с невыразимой быстротой.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗри ҫӑлсем вӑйлӑрах юхма, ту тӑпри-чулӗсем ытларах тӑкӑнма тытӑнчӗҫ, пирӗннисенчен иккӗшӗ, Лугано ҫыннисем, ухмаха ерчӗҫ.И всё сильнее текли горячие ключи, осыпалась порода, а двое наших, из Лугано, сошли с ума.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унтан вара эпир санпа Юхма пасарне те ҫитсе килме пултаратпӑр, — хавхаланса каласа хурать вӑл арӑмне.А потом мы с тобой можем поехать на базар Юхмы, — с восторгом сказал он жене.
Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh
— Вӑл хӑй тем ӗнер сиплӗ курӑксем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ: юн юхма чараканнисемпе ӳт илтерекеннисем ҫинчен.— Он нам вчера про целебные травы пояснял: какая кровь останавливает, какая рану заживляет.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Агафья Матвеевна ӳссе кайрӗ, Анисья, ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сарнӑ пекех, вӑй илчӗ, — пурнӑҫ вара вӗреме, шыв пек юхма пуҫларӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн куҫҫулӗсем вӑйлӑн юхма пуҫларӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хавхалануллӑ туйӑма кирлӗ пек вӗҫлентересси, пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн юханшыва ӑҫталла юхма кӑтартасси — пӗтӗм этемлӗхӗн теллевӗ, ӳсӗмӗн тӳпи пулса тӑрать, ун тӑррине тӗрлӗрен Жорж Зандсем хӑпараҫҫӗ, анчах айккинелле аташса каяҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Арша юхма пӑрахнӑ, вӑл халь ним хускалмасӑр тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Календарь кӑтартнӑ пекех, март уйӑхӗнче ҫуркунне ҫитет, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнать, ҫӗр ӑшӑнса пӑспа мӑкӑрланма пуҫлать; хресчен кӗрӗк пиншакне хывса, кӗпе вӗҫҫӗн урама тухать, вара аллисене куҫӗ тӗлне тытать те чылайччен хӗвел ҫине савӑнса пӑхать, киленсе кайсах хулпуҫҫине сиктеркелет; унтан кулленхи ӗҫе хатӗрленсе, ӳпӗнтерсе хунӑ урапине пӗр туртинчен е тепӗр туртинчен тытса туртать, е сухапуҫне пӑхса тухса, урипе тапса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Уншӑн та вара телейлӗ, пуриншӗн те илемлӗ пулакан самант ҫитнӗ, унӑн вӑй-халӗ ҫирӗпленнӗ, шанчӑкӗ ҫунатланнӑ, вӑл ырӑ, паттӑр ӗҫе ӗмӗтленнӗ, чӗри хӑватлӑ тапнӑ, юнӗ вӗресе тӑнӑ, хавхалануллӑ сӑмахсем тупӑннӑ, пылак куҫҫульсем юхма тытӑннӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хам ӗҫре те виҫҫӗмӗш кун ҫырмастӑп: ларсанах сулахай куҫран куҫҫуль юхма тытӑнать, шӑнса пӑсӑлтӑм пулмалла, пӗшкӗнсенех пуҫ ыратма пуҫлать…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шыв шарласах юхма пуҫланӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепӗр ирхине матроссем карапсем ҫинче ватерлинирен (1) аяларах пысӑк шӑтӑксем турӗҫ те трюмсене шарласах шыв юхма пуҫларӗ.А на рассвете матросы прорубили на кораблях ниже ватерлинии большие отверстия.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.