Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр рет вӑкӑр мӑйрака сӳсменӗсем ҫине выртрӗҫ, сӑнчӑр туртӑнчӗ, анчах ҫуна тупанӗсем, шӑнса ҫыпҫӑнса ларнӑ пек, вырӑнтан та сикмерӗҫ.

Вереница быков налегла на ярма, цепь натянулась, но полозья точно примерзли.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей Ирина ҫинчен шухӑшларӗ те алли хӑех пичӗ патне туртӑнчӗ, пичӗ ҫинче мӑйӑхпа сухал шӑртланса тӑнине хыпаласа илчӗ.

Он подумал об Ирине, и рука сама потянулась к лицу, ощутив на щеках и на подбородке густую и колючую щетину.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр темиҫе минутран, вакунсене кисрентерсе, пӑравус картах малалла туртӑнчӗ; буферсем чӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ; пуйӑс туртӑннипе сулӑнса кайнӑ утсем таканлӑ чӗрнисемпе кӗпӗртетсе илчӗҫ.

Спустя несколько минут паровоз рванул вагоны, лязгнули буфера, зацокотали копыта лошадей, потерявших от толчка равновесие.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старик каялла карт туртӑнчӗ те хырӑмӗпе кинӗн нӑкӑ-нӑкӑ хырӑмне тӗртӗнчӗ.

Cтарик рванулся и вплотную ощутил тугой живот снохи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей чемодан патне туртӑнчӗ, анчах Ирина ун аллине тытса чарчӗ.

Сергей потянулся к чемодану, но Ирина удержала его руку.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте йӗркеллех-и?» — сулахай алли стартер патнелле туртӑнчӗ.

Все ли у тебя в порядке? — левая рука потянулась к стартеру.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫумӑрпа йӗпеннӗ хитре сӑнӗ туртӑнчӗ.

И красивое лицо ее, в каплях дождя, сделалось строгим.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурин тӑнлавӗ те, магнитпа туртса илнӗ евӗр, полковник еннелле туртӑнчӗ.

И властно загреб к себе общее внимание.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня ял ҫумнелле туртӑнчӗ.

Сотня подтянулась к деревушке.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулахая кӳлнӗ сарлака купарчаллӑ тур лаши, мӗн пулин мӗн килӗ тенӗ пек, пуҫне ухса илчӗ те картах малалла туртӑнчӗ.

Гнедой широкозадый конь, левый в запряжке, мотнул головой — была не была! — и рывком натянул постромки.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, унтан вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ, кун пек тунӑшӑн пӑшӑрханса, кӑшкӑрса ярас пек йынӑшса илчӗ:

Вырываясь, дыша в зипуне кислиной овечьей шерсти, давясь горечью раскаяния, Аксинья почти крикнула низким стонущим голосом:

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья картах туртӑнчӗ, сиксе тӑчӗ.

Она резко рванулась, привстала.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шыв ҫине ункӑн-ункӑн пулса ӳкнӗ ҫиппи хӗлӗх пек туртӑнчӗ, унтан вӑл, вӑлти шыв тӗпне пырса перӗнсенех, каллех пушанчӗ.

Леса, упавшая в воду кругами, вытянулась струной и снова ослабла, едва грузило коснулось дна.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑп ҫав вӑхӑтра тыткӑна лекни, тӗттӗмпе усӑ курса, сасартӑк мӗн пур вӑйпа туртӑнчӗ те, голова аллинчен вӗҫерӗнсе кайрӗ.

В это самое время пленник, пользуясь темнотою сеней, вдруг вырвался с необыкновенною силою из рук его.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Фома Григорьевичӑн алли вара, книш кӑтартас вырӑнне, книш патнелле туртӑнчӗ, вара, яланхи пекех, апата ӑста пӗҫернӗшӗн ман карчӑка мухтакалама тытӑнчӗҫ.

Рука Фомы Григорьевича, вместо того чтоб показать шиш, протянулась к книшу, и, как всегда водится, начали прихваливать мастерицу хозяйку.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӗсем, чӑнах та, минучӗпех пӗр шарламасӑр, куҫ сиктермесӗр пӗр-пӗрне куҫран пӑхса тӑчӗҫ, анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитсен, Лена сасартӑк малалла туртӑнчӗ те пуҫӗпе Юргин кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ…

Они действительно целую минуту, не отрываясь, молча смотрели друг другу в глаза, но когда пришла пора расстаться, Лена вдруг порывисто, подавшись вперед, прижалась головой к груди Юргина…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем Кривцов ҫийӗнчи йӑсӑрланса ҫунакан тумтире хӑвӑрттӑн хыврӗҫ, вӑл вара пӗрмаях, батальон командирӗ умӗнче ури ҫине тӑрасшӑн пулса туртӑнчӗ, тен, хӑйӗн пичӗ мӗн тери пиҫсе кайнине туймасӑр, ҫине тӑрсах ыйтрӗ:

Бойцы торопливо стаскивали с Кривцова тлеющую одежду и валенки, а он все время порывался встать перед командиром батальона и, может быть, даже не понимая, как обожгло ему лицо, настойчиво просил:

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тата кӑштах шухӑшланӑ пулсан, Евсей кирлӗ ответа тупнӑ пулӗччӗ тен, анчах ҫак вӑхӑтра Буланый тырӑ патнелле туртӑнчӗ те юланутҫӑна хӑйӗн пуҫӗ урлӑ кӑштах ывӑтса ямарӗ.

Возможно, Евсей, подумав еще немного, и нашел бы нужный ответ, но в это время Буланый потянулся к колосьям, оступился и так споткнулся, что чуть было не сбросил через голову седока.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сергей мӗн тӑхӑнӗ? — шутларӗ вӑл, вара унӑн алли Сергей питех те юратакан, уйрӑм вӑхӑтсенче кӑна тӑхӑнакан ҫар костюмӗ, шурӑ катан пиртен ҫӗленӗскер, патнелле туртӑнчӗ.

— Сергей что оденет? — думала она, и ее руки потянулись за военным костюмом, сшитый из белого сукна, который так нравился Сергею, что он одевал его только в особые времена.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акӑ паян та, яланхи пекех аттисемпе йывӑррӑн тапӑртаттарса, Хворостянкин, пӳлӗме кӗрсе, сӗтел хушшине ларчӗ, вара алли хӑех кнопкӑсем патнелле туртӑнчӗ, пӳрни «Ив. Ив.» тесе ҫырнӑ кнопкӑна шыраса тупрӗ ӗнтӗ, анчах ун ҫине пусмарӗ.

Вот и сегодня Хворостянкин, как всегда, тяжело стуча сапогами, прошел в кабинет, сел за стол, и рука его сама потянулась к клавишам, палец уже отыскал кнопку «Ив. Ив.», но не нажал.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней