Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Ӗнтӗ ашшӗ хӗрарӑм килне пынӑ, Самсон вара унта, кӗрӳ каччӑ йӑлипе, [ҫичӗ кунлӑх] ӗҫкӗ тунӑ.

10. И пришел отец его к женщине, и сделал там Самсон [семидневный] пир, как обыкновенно делают женихи.

Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Каччӑ ҫак ӗҫе вӑраха яман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иаков хӗрне юратнӑ.

19. Юноша не умедлил исполнить это, потому что любил дочь Иакова.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ят тухсан салтака каять каччӑ.

Помоги переводом

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

- Тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫе чунтан парӑннӑ чӑн-чӑн ҫамрӑк каччӑ, - тетчӗ ун пирки районти халӑх судйи Григорий Евсеевич Евсеев.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Хӗрӳ тапхӑрта ирхине 5 сехет валли ӗҫе килни те, каҫхине 9-10 сехетченех тар тӑкни те нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть ҫамрӑка, апла тӑк хӑйӗн ӗҫне каччӑ чунтанах килӗштерет, ҫавӑнпах тивӗҫне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

Помоги переводом

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Институтра пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех «яш каччӑ» хӗрӗн пуҫне ҫавӑрать.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ахаль мар ӑна таврара «яш Ванькка», «яш каччӑ» тесе чӗннӗ.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Каччӑ пӗҫҫине, аллине хуҫнӑ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Каччӑ Маринӑн тӑванӗсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупнине палӑртса хӑвармалла.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ара, ҫамрӑк чухне мӗнле хӗр ырӑ кӑмӑллӑ та чипер каччӑ пирки ӗмӗтленмест?

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.

Помоги переводом

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Каччӑ ку машина йӗркеллех тесе шантарса каланӑ.

Помоги переводом

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

3-мӗш курсра вӗренекенсем тунса тӑман: ку машинӑна вӗсемпе пӗр техникумра ӑс пухакан каччӑ, 1-мӗш курс студенчӗ, илсе килнӗ-мӗн.

Помоги переводом

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Каччӑ ӑна тӳрре кӑларнӑ та ӗнтӗ.

Помоги переводом

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ушкӑнра - 57 каччӑ.

В группе - 57 парня.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫак каччӑ ахӑрнех темле шухӑша пула канӑҫа пӗлмест пуль, ыттисенчен никампа калаҫса пӑхмасӑр шухӑшне пытарса тӑнӑн туйӑнать.

Этот юноша, очевидно, таил в душе какие-то неотвязные думы и неизбывные горести, которыми не мог делиться с другими людьми.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Фратю господин; Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр.

Среди других пировали Николай Недкович, развитой и просвещенный юноша; Кандов, студент одного русского университета, приехавший сюда поправить здоровье, человек начитанный, крайне левых убеждений, увлекающийся социализмом; господин Фратю; учитель Франгов — горячая голова; Попов — восторженный патриот; поп Димчо, тоже патриот, но пьяница, и Колчо-слепец.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑнах та, хӗрӗпе авланма хатӗрленекен каччӑ текенни яланах ун куҫӗ умӗнче пулман вӗт; унпа пӗрле пӗр пӳлӗмре ларнинчен ытларах вӗсем урӑх пӳлӗмре е урӑх пӳлӗмсенче ларнӑ, ҫӳренӗ; анчах вӗсен калаҫӑвӗ унта та нимпе те уйрӑлса тӑман.

Правда, не вечно же вертелись у него перед глазами дочь с предполагаемым женихом; чаще, чем в одной комнате с ним, они сидели или ходили в другой комнате или других комнатах; но от этого не было никакой разницы в их разговорах.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗҫӗ вара, Полозов старик шутланӑ тӑрӑх, туй патнелле ҫывхарнӑ, — качча каймалли хӗр тени авланмалли каччӑ текеннипе ҫавӑн пек калаҫсан ӗҫ туй енне каять ҫав!

А между тем, по убеждению старика Полозова, дело шло к свадьбе, — при таком обращении предполагаемой невесты с предполагаемым женихом шло к свадьбе!

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней