Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

енче сăмах пирĕн базăра пур.
енче (тĕпĕ: енче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кивҫурт ҫырмин леш енче мӗншӗн ял пулса кайманнине ӑнлантарса паракансем те пур.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшпӗрисем каланӑ тӑрӑх, икҫӗр ҫул каярах Кивҫурт ҫырми леш енче пӗр кил пулнӑ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр енче — пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе пыракан ӗҫхресченӗсем: Ҫтаппан, Микулапа Анук, Ваҫлипе Кӗтерук, Прахӑрпа Натюш, Уҫкапа Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынини Ганият, мари хресченӗсем тата вӗсене вӗрентсе те ҫул кӑтартса пыракан Кузнецов профессионал-революционер.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр енче — Миххапа ытти пуян-куштансем, тӳре-шара, халӑха выльӑх вырӑнне шутлакан исправниксем, саламатпа сехрене хӑпартакан уретниксем, турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗсем, ялти «ятлӑ» ҫынсем.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Гостиницӑна хирӗҫ тенӗ пекех, Георги ҫветтуйӑн шӗвӗр тӑрӑллӑ башни кӑнтса тӑрать: сылтӑм енче, ҫӳлте-ҫӳлте, Доганӑн ылтӑн чӑмӑрӗ ялтӑртатать тата чиркӳсенчен чи илемлӗ, ҫӗнӗ ҫын пекех капӑрлатнӑ Redentore, Паллади чиркӗвӗ ларать; сулахайра — карапсен мачтисемпе рейисем, пӑрахутсен трубисем хуран курӑнаҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ҫуррине яхӑн чӗркенӗ парӑссем пысӑк ҫунатсем евӗр усӑнса тӑраҫҫӗ, вымпелсем аран-аран хускалкалаҫҫӗ.

Почти напротив их гостиницы возвышалась остроконечная башня св. Георгия; направо, высоко в воздухе, сверкал золотой шар Доганы — и, разубранная как невеста, стояла красивейшая из церквей, Redentore Палладия; налево чернели мачты и реи кораблей, трубы пароходов; кое-где висел, как больное крыло, наполовину подобранный парус, и вымпела едва шевелились.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сцена ҫине «Альфредо» тухрӗ; Виолетта хаваслӑн кӑшкӑрса яни кӑштах fanatismo текен тӑвӑл ҫӗклемерӗ, ҫакӑнпа танлаштарсан, пирӗн ҫурҫӗр енче улани ниме те тӑмасть…

Явился «Альфредо»; радостный крик Виолетты чуть не поднял той бури, имя которой fanatismo и перед которой ничто все наши северные завывания…

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл сасартӑк пӗр йӗр урлӑ ярса пусрӗ, ҫав йӗре уйӑрса илме ҫук, анчах ун леш енче илемлӗх.

Она вдруг переступила ту черту, которую определить невозможно, но за которой живет красота.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Икӗ енче те мрамор керменсем лараҫҫӗ; вӗсем, хӑйсен пӗтӗм илемлӗхне аран-аран ӑнланса илме парса, хуллен хыҫалалла шуса юлнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

С обеих сторон потянулись мраморные дворцы; они, казалось, тихо плыли мимо, едва давая взору обнять и понять все свои красоты.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӳлӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри темиҫе ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлаҫҫӗ; вӗсен леш енче вӑрман хуралса ларать.

Они тянулись один за другим на несколько верст; сплошные леса темнели за ними.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Яла кӗрес ҫӗртех, ҫулӑн сылтӑм енче, икӗ лапсӑркка хурӑн айӗнче, вак-тӗвек япаласем сутакан лавкка ларать.

При самом ее начале, направо от дороги, под двумя развесистыми березами, находилась мелочная лавочка.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Лере инҫетре, ҫырма леш енче, пӗлӗт хӗррине ҫитиех пурте йӑлкӑшса, ҫунса тӑрать; хушӑран лӑпкӑ ҫил вӑштӑр вӗрет те, ӑна сапаласа ярса, тата вӑйлӑрах йӑлкӑштарать; пайӑркаллӑ-пайӑркаллӑ пӑс ҫӗр ҫийӗн чӳхенет.

Вдали, за рекой, до небосклона всё сверкало, всё горело; изредка пробегал там ветерок и дробил и усиливал сверкание; лучистый пар колебался над землей.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Лере, шыв леш енче — плацдарм.

Там, за рекой, — плацдарм.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анлӑ та ҫутӑ хир тӑрӑх, уҫӑ сывлӑш сывласа, иксӗмӗрех пыратпӑр, темӗнле юханшыв леш енче хир качакисем сиккеленисене сӑнакалатпӑр.

Мы шагали вдвоем по широкому светлому полю, и дышали свежим мартовским воздухом, и смотрели, как на другом берегу какой-то реки резвились дикие козы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хула халь пирӗнтен сулахай енче, ӑна эпир йӑсӑрланса тӑракан тӗтӗм тарӑх, снарядсемпе минӑсем йӑлтлата-йӑлтлата ҫурӑлни тӑрӑх, чухлатпӑр.

Теперь город лежал слева от нас — мы узнавали его по клубам черного дыма, по вспышкам снарядов и мин.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Буньков комбатпа ытти взводсем пирӗнтен инҫе мар, сулахай енче пулма кирлӗ.

Другие взводы и комбат Буньков шли где-то рядом, слева.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Леш енче, пире хирӗҫре, пӗчӗк вӑрман пур, унтах завод мӑрйи курӑнать.

По другую сторону от нас лесок и труба завода.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нимӗн астумасан та, ку вырӑна эпӗ лайӑх астӑватӑп: сылтӑм енче тӗмеске пур, ун ҫинче типӗ курӑк шӑртланса ларать, нимӗҫ аттисем умӗнче пер пӗчӗк юр купи пур, унтах, типӗ курӑк патӗнче, хура лакам курӑнать.

Уж что-что, а это место я помнил: и бугорок справа, с торчащей сухой травой, и клочок снега перед его сапогами, и темное пятнышко — от старой воронки, рядом с этим клочком.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл сулахай енче, унран сулахаялла тата манран сылтӑмалла пехотинец-боецсем выртаҫҫӗ.

Он по левую руку, а левее от него и правее от меня — бойцы-пехотинцы.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малтан ялан сулахай енче, шӑпах ӗнер хамӑр ӗҫленӗ ҫӗрте, нимӗҫ ракетисем тӳпене ҫурса хӑпарчӗҫ.

Сначала слева от деревни, там, где мы еще вчера работали на передке, взмыло в небо несколько сигнальных немецких ракет.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ялӑн сылтӑм енче пушарсем ялтлатаҫҫӗ.

Справа за деревней полыхали пожары.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней