Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку асаттен юр пек таса чунӗ хӑйӗн кимми ҫине, хӑйӗн ачисен ачисем ҫине пӑхса вӗҫсе кайрӗ пулӗ, тесе шухӑшлаҫҫӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чи пуян ҫын ачисем те вӑл пӑшалсем ҫинчен ялан шухӑшлаҫҫӗ.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Днестр шывӗн сарлака пырӗ ҫине пӑхса йӑлӑхнӑ ҫынсем пурте хӑвӑртрах тинӗсе тухасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.Измученные видами лимана Днестра, все ожидали выхода в море.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ыйт-ха, тӑванӑм, кӗпе-йӗм, унтан килнелле тухса вӗҫтер!» — тесе шухӑшлаҫҫӗ пуль-ха турӑсем.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ те амӑшӗсем.
Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫакӑн сӑлтавӗ минерал удобренийӗпе пестицидсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ хурт-хӑмӑр ӑстисем.По мнению специалистов разводящих пчел, причина этого кроется в минеральных удобрениях и пестицидах.
Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№
— Пурте ҫавнашкал шухӑшлаҫҫӗ.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Вӗсем анлӑн шухӑшлаҫҫӗ, малашлӑха курса, кадрсене студент чухнех производствӑна явӑҫтарса ӗҫлеҫҫӗ.Они мыслят масштабно, перспективно, привлекая на производство кадры уже со студенческой скамьи.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Анчах чылай ҫӗрте ку ӗҫе вырӑнсенчи ӗҫлев министерствисене панӑ-мӗн - ҫакнашкал йышӑну тӗрӗс тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Палӑртнине йӑлт пурнӑҫласан та ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе малалла хӑюллӑн талпӑнакан ертӳҫӗсем яваплӑха туллин туяҫҫӗ, коллективӑн ыранхи кунӗ ҫинчен канӑҫа пӗлмесӗр шухӑшлаҫҫӗ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ӑна кӗркунне уҫма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ Алексеевсем.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Темшӗн ял ҫыннисем система яни кӑна пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ.Почему-то деревенские думают, что им может помочь только капельница.
«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Паян ҫакӑн пирки тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ: ӑна ырлаҫҫӗ те, хурлаҫҫӗ те.
Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Паян ҫакӑн пирки тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ: ӑна ырлаҫҫӗ те, хурлаҫҫӗ те.Сегодня об этом размышляют по-разному: его и одобряют, и порицают.
Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Вӗренекенсенчен ытлашши нумай ыйтатпӑр, паллӑсене чакарса лартатпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Яппун бизнесменӗсем каланӑ евӗр, вӗсем час килсе ҫитеймеҫҫӗ – йышӑну тӑвиччен нумай шухӑшлаҫҫӗ, анчах та вӑрахлӑха килеҫҫӗ.Как говорят сами японские бизнесмены, они долго идут - обдумывают решения, но и приходят надолго.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Хальлӗхе пӗрремӗш хутра кӑна-ха, ыттисене те тӗпрен юсама шухӑшлаҫҫӗ.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Кӑҫал — 13,4, килес ҫул — 19,5, 2018 ҫулта 16,3 миллион тенкӗ пуҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№