Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах вӑл ҫыран хӗррине тухрӗ, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, хыттӑн тулхӑрса илчӗ, силленсе-чӗтренсе хӑй ҫинчи шывпа сӗлкӗше тӗрлӗ еннелле сирпӗнтерчӗ те каллех малалла тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вара киле пӗр самантлӑха пыма та хуҫаран ыйтмалла-и?

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Урӑхла та пулма пултарнӑ, — калаҫу самантлӑха чарӑннине кура сӑмах хушрӗ Янчура.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Князь пӗр самантлӑха шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, унтан ҫамрӑк мӑрсаран сасартӑк ҫапла ыйтрӗ.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питӗ шел, пӗр самантлӑха та тӑна кӗреймерӗ Салтыков, калаҫаймарӑм эп патшан ҫывӑх ҫыннипе.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри мӑрса, хӑй кунта мӗншӗн килнине пӗр самантлӑха та манма пултарайманскер, аслӑ воевода ҫӗр ҫинчен сӑмах тапратасса кӗтрӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней систерсе хучӗ: эп пӗр самантлӑха ҫухалма пултаратӑп, эс ӗнтӗ мана мӑрсана ан сут терӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрать-ха тата пӗр самантлӑха кӑна кая юлтӑм.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсене пӗр самантлӑха киле яма ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ вӑхӑтсӑр килтӗн, Шигалей Шейх Аулиярович, тем тесен те пире систермесӗр килмелле марччӗ, — аслӑ князь хушнӑ ӗҫсене пӗр самантлӑха та манасшӑн пулмарӗ окольничий.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжскине тепре кайсан Черемисинов чӑтаймарӗ, самантлӑха та пулин Петр Семенович Серебряный патне кӗрсе тухрӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кучак мӗн хушса янине пӗр самантлӑха та манмарӗ пулин те Туканаш ӗнтӗ тек ашшӗне шӗкӗр хулана илсе каясси ҫинчен шухӑшламарӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл каҫару ыйтса пӗр самантлӑха шалти пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, унтан ылтӑнланӑ ывӑспа ӗҫме-ҫимелли илсе тухрӗ.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек вӑйлӑ та пултаруллӑ этем те кулянма пултарни ӑна хӑйне те самантлӑха вӑйсӑрлататчӗ, вӑл упӑшки ҫумне пырса ларатчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Акӑ, самантлӑха шӗпӗлти хумсем лӑпланчӗҫ те, ун ҫине каллех шывран икӗ утмӑл турат чечекӗ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тӗрӗслӗх туйӑмӗ унӑн самантлӑха ҫиеле тухнӑ юрату туйӑмне ҫӗнтерме пуҫларӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Чӳрече умӗнче итлесе тӑракан Ҫинукӑн чӗри самантлӑха лӑшах пулчӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каччӑн куҫӗсем самантлӑха уҫӑлса хупӑнчӗҫ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Персе ӳкернӗ кайӑксемпе йытта курсан, унӑн чунӗ ҫӗкленсе кайрӗ, самантлӑха вӑл хӑйне сунарти пек туйрӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней