Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗне картине кӗмелли алӑк умӗнче пӗр ҫӗре сиктернӗ тирӗсӗн шӑнса хытнӑ чӑмӑрккисем купаланса выртаҫҫӗ, вӗсене лапсӑркка ҫӑмлӑ качака таки таптаса ҫӳрет.У ворот базка лежали сбитые в кучу мерзлые слитки скотиньего помета, по ним топтался пушистый козел.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сайра-хутра ҫатан ҫумӗнче кивӗ бешметлӗ, лапсӑркка ҫӗлӗклӗ питӗ ватӑ старик хӗвелрен пытанса ларнине курма пулать: туйи ҫине хурлӑхлӑн таянса ларать мучи, унӑн тунсӑх куҫӗсем куҫҫулӗпе тулаҫҫӗ, — ӑна та хире туртать пулмалла, вӑл та лав хыҫҫӑн кайӗччӗ, анчах урисем итлеми пулнӑ… сад пахчинче купӑста пуҫӗ пек шурӑ ача пуҫӗ курӑнса каять те часах йывӑҫсем хушшинче пытанать; е йӑран ҫинелле пӗшкӗннӗ пӗччен карчӑк курӑнса каять — каллех йӗри-тавра пӗр чун та ҫук…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Виҫӗ тонна тиекен машинӑна ҫирӗм ултӑ колхоз ялавӗсемпе илемлетнӗ, ун тавра лапсӑркка ҫӗлӗксем, хӗрлӗ те кӑвак тӑрӑллӑ кубанкӑсем, шел тутӑрсем, хулпуҫҫисем ҫинче сарӑлса выртакан тӑлӑп ҫухисем хумханса тӑнӑ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл йӑл кулнӑ пек, аялалла усӑннӑ кӑвак мӑйӑхӗ сиккеленӗ пек, анчах куҫӗсем тӗксӗм, лапсӑркка куҫхаршисем ҫиллес пӗрӗннӗ.Седые, низко опущенные усы шевелились, а взгляд был мрачный — сурово висли клочковатые брови.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑшӗ йӑва пек лапсӑркка ҫӗлӗк, хӑшӗ пашник тӑхӑннӑ, хӑшӗ картуз ҫинчен тутӑр ҫыхса янӑ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Салтаксем йӗри-тавралла унӑн-кунӑн пӑхкаларӗҫ те пӗр хушӑ иккӗленерех пынӑ хыҫҫӑн, тукмаксем пек вӗҫе-вӗҫӗн сапаланса, лапсӑркка ӑвӑссем айӗнчи тип ҫырманалла сулланчӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сайра хутра кӑна, хӑйсем хӑш еннелле ҫул тытнине систернӗ пек кикаклатса, шурӑ пӗлӗтлӗ лапсӑркка тӳпе тӑрӑх кая юлса каякан хур кӑйӑксем карталанса иртеҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗкӗсене шӑртлантарса хунӑ хура кайӑксене аса илтерекен юлан утҫӑсем лапсӑркка ҫӗлӗкӗсене сӑмсисем ҫине антарса лартнӑ; вӗсем ҫулланса тӑракан хӑмӑр ӳтлӗ пичӗсене пашлӑкпа кӗптенӗ те йӗнерсем ҫинче шӑнса кӳтнӗ пек хутланса пыраҫҫӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Айккинче, йывӑҫсен лапсӑркка турачӗсем айӗнче, роти-ротипе танксем ларса тухнӑ…В сторонке, под широким покровом веток, выстроились поротно танки…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей ҫапла хула урамӗсене пӑхкаласа пынӑ чух тачанка ик енне те мӗлкӗсем ӳкерекен лапсӑркка каштанлӑ проспектпа пыратчӗ, каштан йывӑҫӗсен лаштра турачӗсем айӗнчен трамвайсем кӗрлесе иртетчӗҫ, инҫетрен пӑхсан, вӗсем ача валли выляма тунӑ тетте пек ҫеҫ курӑннӑ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ватӑ пан, чӗлӗмӗнчен лапсӑркка тӗтӗм ункӑсем вӗре-вӗре кӑларса, шӑмӑллӑ пӳрнисемпе кресла сӗвенчӗкне шаккаса тӑрать, вӗчӗрхенӳллӗн шавласа калаҫать:
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Саша мучи пӗве хӗрринчи лапсӑркка ватӑ тирек айне пӗчӗк ҫеҫ шӑтӑк алтрӗ, пӗчӗк тупӑка хулхушшине хӗстерсе кайрӗ те, ӑна темӗнле васкавлӑн шӑтӑка антарса, тӑпра витрӗ, унтан тӑмлӑ тӗмеске ҫинчен Аксинья хӑпарасса вӑрахчен чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑчӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ых, лапсӑркка!
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑртсем ҫинче ларакан вӑрманӗсем те, — вӑрмансем мар: вӑрманти лапсӑркка пуҫлӑ ват асаттен ҫӳҫӗсем вӗсем.Те леса, что стоят на холмах, не леса: то волосы, поросшие на косматой голове лесного деда.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Озеровпа Руденко ватӑ лапсӑркка чӑрӑш айӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чӳречесем, речӗпе ларса тухнӑскерсем, кӑнтӑралла пӑхаҫҫӗ, вӗсем умӗнче пас тытнӑ лапсӑркка йывӑҫсем чечексем пек лараҫҫӗ: вуллисенчен тытса силлесенех шупка-кӗрен ҫеҫкесем ҫӗр ҫине юр ҫунӑ пек тӑкӑнассӑн туйӑнать…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑхри лапсӑркка чӑрӑш ҫинче, туратсем урлӑ хурса янӑ пӗчӗк хӑма татӑкӗсем ҫинче, ҫӑра лӑсӑ ӑшӗнче наблюдатель ларать; ыттисем пурте тылалла, ҫулпуҫ сӑмахӗсем илтӗннӗ ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ пулсан, вӑл вара пачах урӑх ҫӗрелле, хӗвеланӑҫнелле, хӗвеланӑҫнелле ҫеҫ пӑхать…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Яков Олейник сержант отделенийӗ пӗр пысӑк хӳшше — икӗ лапсӑркка чӑрӑш айне вырнаҫнӑ.Отделение сержанта Якова Олейника размещалось в большом шалаше под двумя кудлатыми елями.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Палаткӑран инҫех мар, пӗр лапсӑркка чӑрӑш хӳттинче салтак-санитар вутӑ ҫурать.Недалеко от палатки, укрывшись под разлапистой елкой, солдат-санитар колол дрова.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.