Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ: 27. Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен мӑшӑрӗсем вара, чечек кӑшӑлӗ тӑхӑнас вырӑнне пӑявпа мӑйкӑчланнӑскерсем, патвар яшлӑх ҫулӗнчисем, ӗҫкӗ-ҫикӗре ларас, ҫамрӑклӑхпа киленес вырӑнне авланнӑ хыҫҫӑнхи кунӗсене йӗре-йӗре ирттернӗ — вӗсем ӗнтӗ хӑйсенӗн ури айӗнче тамӑк уҫӑлнине курса тӑнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда авланнӑ, лӑпланнӑ, киленсе пурӑннӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам хальтерех авланнӑ, ҫавӑ вӑрҫа ан кайтӑр, ун ҫине нимӗнле тивӗҫ те хумалла мар; пӗр ҫул хушши вӑл хӑйӗн килӗнче ирӗкре юлтӑр, качча илнӗ арӑмне савӑнтарса пурӑнтӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2015 ҫулта ял тӑрӑхӗсенче 3559 арҫын авланнӑ, вӗсенчен 32-шӗ - урҫа, 488-шӗ - уйрӑлнисем, иккӗмӗш хут ҫемье ҫавӑрнӑ.
Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
«Павел Афандерова питӗ лайӑх пӗлетӗп, сӑнне хаҫатра курсанах палласа илтӗм. Салтакран таврӑнсан авланнӑ, мӑшӑрӗ Вера ятлӑ пулнӑ. Пӗр тӑван Иванпа Егор вара вӑрҫӑчченех ҫӗре кӗнӗ. Павел Хыркасси ҫывӑхӗнчи ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн асфальт бетон заводӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ҫав вырӑнта «Дорожный» автобус чарӑнӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна «бронь» ят панӑ. Ялтан иккӗн кӑна пулнӑ броньпа. Тепри, Валериан Бусов, Чалтан (финн) вӑрҫине хутшӑннӑ салтак пулнӑ. Павел мучине ачасем «Баламут» тесе чӗннӗ. Хӑйсен ача пулманран пӗчӗккисене юратнӑ. Ачасене панулмисем илсе тухса ҫитернӗ. Вӑл 1965 ҫулсенче ҫӗре кӗнӗ», – терӗ Илья Фомин.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10