Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана асаплантарма килсе тухрӑн эсӗ! — Дуня, ҫилленсе, утюга конфорка ҫине лартрӗ.Приехал на мою голову! — Дуня с сердцем поставила утюг на конфорку.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тем пуласран вӑл хӑйӗн коллекцийӗсене ларкӑҫ айне стена ҫумнерех пытарса лартрӗ.И предусмотрительно засунул коллекции под скамейку, поближе к стенке.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кухарка самовара шыв юхакан тӗле пырса лартрӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амед турткаланса тӑмарӗ, вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те ҫӗлӗкне ӗнси ҫине пусса лартрӗ, унтан, аллисене ҫунатлантарса, пӳрнисене вылянтарса, вагон тӑрӑх вӗҫме пуҫларӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах шӑп апат тӗлнелле пӗр мыскара сиксе тухрӗ, вӑл пирӗн йӗркеленсе ҫитнӗ ҫул-йӗр тӗнчинчи мӗнпур пеккине пуҫхӗрлӗн ҫавӑрса лартрӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан, ҫырнӑ хутне кӗпҫе пек чӗркесе, кӗленче ӑшне чикрӗ те пӑкӑласа лартрӗ, пӑкки тавра печенирен юлнӑ витӗр курӑнакан целлофан хутне чӗркерӗ, ӑна ҫинҫе кантӑрапа тирпейлӗн яваласа ҫыхрӗ, вара шыв хӗррине чупса анчӗ те пӗрех вӑркӑнтарчӗ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл мана лартрӗ, хӑй те салхулӑн ларчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Саньӑна чей ӗҫтертӗм — вӑл ҫӑра чей юратать — вӑл епле ӗҫсе-ҫинине хам пӗрмай пӑхса тӑтӑм, вӑл та мана хӑйпе пӗрле лартрӗ, эпир пӗрле чей ӗҫрӗмӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темӗнле пултаруллӑхпа вӑр-вар ҫаврӑнса вӑл пӳлӗмри пур пек сӗтел-пукансене самантрах майлаштарса лартрӗ: ытлашши сӗтеле илсе тухрӗ, операци тумаллине пӳлӗм варрине, ҫакӑнса тӑракан лампа тӗлне куҫарчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ман пата пырса арчине юр ҫине лартрӗ.Он подошёл ко мне очень довольный и поставил сундук на снег.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Батюшка пистолетсене илсе иккӗшӗнне те курокӗсене туртса лартрӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тухтӑр куҫлӑхне ерипен ҫамки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан приборсене тӗрӗслесе пӑхрӗ, малтанхи кабинӑра, халӗ ӗнтӗ пушшинче, чӗнӗсене ҫыхса лартрӗ.Потом проверил, исправно ли работают приборы, и закрепил ремни в первой, теперь пустой кабине.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑех карчӑка халат тӑхӑнтарчӗ, йӑллисене ҫыхса лартрӗ.И она сама торопливо надела на старушку, халат и завязала его.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лихо ҫамкине шӑлса илчӗ те мана «Начар» паллӑ лартрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл сумкине ҫӗре лартрӗ те тӳрленсе тӑчӗ, тарӑханҫи пулса, ман ҫине пӑхса илчӗ.Она поставила кошель на землю, выпрямилась и посмотрела на меня с негодованием.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ахӑрнех вӑл тавҫӑрса илчӗ пулас, ман пуҫ айӗнчен хайхи наушниксене хуллен илсе, хӑйӗн хӑлхисем ҫине лартрӗ.Вероятно, сообразив что-то, он высвобождает у меня из-под головы трубки, прикладывает к ушам.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Артиллерист мана ҫӗклеме пулӑшрӗ, сак ҫине вырнаҫтарса лартрӗ, ҫӳпленнӗ чӗркуҫҫисене асӑрхаса шӑлса илчӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑрӑм ача формӑллӑ кивӗ картузне ӗнси ҫине лартрӗ, сиксе тӑчӗ, палуба ҫинче выртакан швабрӑна ярса тытрӗ, тӳрленсе илчӗ, унтан, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, люка чӑмса ҫухалчӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑшаланса ӳкнӗ анне часрах табурет илсе лартрӗ, ӑна шӑлам пекки туса, хӑнана вырнаҫма сӗнчӗ.Мать захлопотала, схватила табурет, сдула с него пыль, поставила гостю.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950