Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Эх сăмах пирĕн базăра пур.
Эх (тĕпĕ: эх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».

Такую привязанность к прошлому Коробин считал чудачеством, не раз откровенно высказывал это Бахолдину, но тот, вздыхая, обычно отвечал: «Я же, батенька мой, этот флигелек сам строил, своими руками, понимаете? Сколько тут детских душ отогрелось, сколько людей отсюда в большую жизнь ушло!»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, епле кӑпӑшка, — вӑл хӗрарӑма ҫурӑмӗнчен аяларах ҫӑмӑллӑн ҫатлаттарса илчӗ.

— Ишь сдобная какая, — он легонько похлопал женщину пониже спины.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, тилӗ те-ҫке эсӗ, Аникей! — терӗ Дымшаков, йывӑррӑн, ассӑн сывласа.

— Ох и лиса ты, Аникей! — с тяжелым вздохом протянул Дымшаков.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, шӑрпӑклӑ та-ҫке эсӗ, Егор, — терӗ Корней, ассӑн сывласа.

— Ох и язва ты, Егор, — вздохнув, сказал Корней.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, пономарь те ҫав эсӗ! — терӗ Дымшаков кӑмӑлсӑррӑн пуҫне сулкаласа.

— Эх, пономарь ты, пономарь! — с досадой проговорил Дымшаков и покачал головой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, эс те ҫав!..

— Эх ты!..

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, Егор, ӑнӑҫсӑр этем!..

Эх, Егор, бедовая твоя голова!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, Егор!..

Эх, Егор…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, намӑс мар-и сана? —

— И не совестно тебе? —

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эх, эс те! — Разведка командирӗ вара, — Ставрополь ҫынни, патша ҫарӗнче унтер-сверхсрочник пулнӑскер, чаҫран киле ҫара ҫерҫи пек пырса кӗресси мӗн пек йывӑррине хӑй тӳссе курнӑскер, — сарлака кӑкӑрӗ ҫумӗнчен чылаях йывӑр вӑчӑраллӑ сехет вӗҫерчӗ, каларӗ:

— Эх, ты! — И командир разведки — ставрополец, в прошлом унтер-сверхсрочник, сам не раз ходивший домой из старой армии в отпуск, знавший на опыте, как горько являться из части голодранцем, — снял со своей широкой груди часы и невероятно массивную цепку, сказал:

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, Григорий!

Эх, Григорий!

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, Аксютка!

— Ох, Аксютка!

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шуйттан сӗтӗрсе килчӗ пуль ҫак Вешкине, эх!

— Понесла нелегкая сила в эти Вешки, эх!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, пулмасть кӗтсе илсе!

Ох, не дождешься!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак ҫӗлӗкне хыврӗ, хулӑннӑн хӑйӑлтатса каларӗ: «Эх, инкеккей! Пӗрре ҫеҫ хӑть эсӗ!»

А казак снял папаху, сипло пробасил: «Эх, тетуня! Ды хучь разок!»

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, чунӑм-йӑмӑкӑм! — терӗ Прохор, казачкӑн ҫаврака илемлӗ пичӗ ҫине ытараймасӑр пӑхнӑ май, унӑн ҫемҫен янӑракан хулӑн сассине тулли кӑмӑлпа итлесе.

Прохор, любуясь круглым красивым лицом казачки, с удовольствием вслушиваясь в мягкий тембр ее низкого контральтового голоса, крякнул: — Эх, мамушка!

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, сывви сывӑ та-ха, варри хӑвӑл.

— Эх, здорова-то здорова, да не семенна, как говорится.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, чикетӗн те, эсрел пуҫӗ! —

— Эх, резак, к чертовой матери! —

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, кун пек тумалла пулманччӗ те ман!

Эх, не так бы надо!

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эх, суятӑн та ҫав!

— Ох, и гнешь!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней