Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Халӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Халӗ (тĕпĕ: халӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӗ шӑпах-ха, таврара лӑпкӑ, скверта ачасем выляҫҫӗ; ватӑ хуралҫӑ та, аллине тимӗр хулӑ тытса, вӑхӑт-вӑхӑт чарӑнать те хуллипе ӳкен-тӑран хутсене тире-тире пуҫтарса сукмак тӑрӑх утать.

Но пока ещё тихо, спокойно было вокруг, в сквере играли дети, и старый сторож с металлическим прутиком в руке шёл по дорожке, останавливаясь время от времени, чтобы наколоть на прутик бумажку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫав сӑмахсем пушах янӑраҫҫӗ.

а теперь, во время войны, как-то пусто прозвучали эти слова.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑрла ҫитсен киле таврӑнтӑм та хапха умӗнчех Розалия Наумовнӑна тӗл пултӑм, хӑраса ӳкнӗ вӑл тата: Невскинче халӗ ҫеҫ шпиона тытнине куртӑм, тет.

В полдень я вернулась домой и у подъезда встретила взволнованную Розалию Наумовну, которая объявила, что только что видела, как на Невском задержали шпиона.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем мӗнле кайнине аса илсен, халӗ те ман ӑшӑм вӑркать, ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа та параймастӑп.

До сих пор я волнуюсь, вспоминая, как уезжали дети, — между прочим, ещё потому, что не в силах рассказать об этом со всей полнотой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ тӗлӗнмелле те туйӑнать, уйрӑлас вӑхӑт ҫывхарса килнипе хурланни, унтан вара ҫав инкек хулари мӗльюнлӑ пӗтӗм халӑх ҫине килсе ӳкни — ҫаксем пурте пӗр-ик кун хушши кӑна пычӗҫ.

Теперь кажется странным, что эти волнения и сборы, это горе предстоящей разлуки с детьми, каждый час подступавшие всё ближе и наконец охватившие весь огромный, четырёхмиллионный город, что всё это продолжалось всего несколько дней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн эпӗ халӗ те хӗвелпе ҫуталнӑ тӗтреллӗ кӳллӗн канӑҫлӑ илемне курса тӑнӑ пек астӑватӑп?

Почему мне кажется, что я до сих пор чувствую сонную, туманную прелесть озера, наискосок освещённого солнцем?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл яланах кинона ҫӳреме юрататчӗ-ха, халӗ ӑна эпӗ кайса килӗр терӗм те, вӑл хӑраса ӳкрӗ.

Всегда она очень любила ходить в кино, а теперь даже испугалась, когда я её пригласила.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан сасартӑк сӑмахӗ варринчех сиксе тӑчӗ те килне кайма васкарӗ, — «хуҫалӑх ӗҫӗ» имӗш, халӗ ҫеҫ-ха килӗнче питӗ кичем, нимӗн тумалли ҫук тесе ӳпкелешетчӗ.

Вдруг она вскакивала среди разговора и спешила домой — «по хозяйству», хотя только что жаловалась, что дома скучно и нечего делать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вылямалли картсем курсан, вӑл кирек хӑҫан та тӑрӑхларах калаҫатчӗ, халӗ тата сасартӑк юмӑҫ пӑхма вӗренсе кайнӑ, картне те хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳрекен пулнӑ.

Всегда она с иронией относилась к картам, а тут вдруг увлеклась гаданьем, да так, что стала носить с собою колоду.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑлтӑр календарӗ тӗлӗшпе унӑн пӗлӳлӗхӗ халӗ те нумаях мар, анчах апрелӗн 30-мӗш кунне вӑл ирттермест, астусах тӑрать.

В звездном календаре он все еще разбирается плохо, но день 30 апреля никогда не пропустит.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫулҫӑллӑ ӳсентӑрансенче пулакан хлорофилл паллисем Марсӑн атмосферинче ҫукки халӗ мана хуйӑха ямасть.

Отсутствие в спектре атмосферы Марса полосы поглощения хлорофилла, присущей лиственной растительности, теперь уже не угнетает меня.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн вӗсем ҫинчен илтес, астӑвас килет, вӗсем халӗ те ӗлӗкхи евӗрлех ҫутатса тӑнине пӗлес килет.

Ей важно было слышать о них, вспомнить их и знать, что звезды по-прежнему светят.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑтам шкулшӑн курс пӗтерсе тухрӑм, халӗ университетра вӗренетӗп.

Я окончила курсы за среднюю школу, а сейчас учусь в университете.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ тахҫанах сывалнӑ, анчах ҫапах та, ытлашши ывӑнсан, ӗнсе чикки халӗ те ыратать.

Я давно оправилась, хотя иногда, когда я очень устаю, еще проступают боли в затылке.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«1941-мӗш ҫулхи декабрӗн 6-мӗшӗнче пирӗн Хӗвеланӑҫ фронтӑн ҫарӗсем, иртнӗ ҫапӑҫусенче тӑшман вӑйӗсене пӗтерсе ҫитерсе, халӗ унӑн флангӗсенчи ударлӑ ушкӑнӗсене хирӗҫ контрнаступление куҫрӗҫ.

«6 декабря 1941 года войска нашего Западного фронта, измотав противника в предшествующих боях, перешли в контрнаступление против его ударных фланговых группировок.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав ответлет: «Чи малтан тавтапуҫ сире, сӑмаха тӳрре кӑлартӑр. Халӗ ҫакна калӑр: хӑвӑр участокра нимӗҫе малалла ярас мар тесен, сире миҫе тӑнк кирлӗ?

Отвечает Москва: «Первым делом спасибо вам, что слово держите. А теперь доложите, сколько вам танков надо, чтобы на этом участке немцев сдержать?»

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ те эп сана пӗр пысӑк япала ҫинчен калам…

Вот я тебе сейчас скажу, Игорь, одну серьезную вещь…

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Салтаксем, авалхи колоннӑсемпе терраса тавра улӑм тултарса, халӗ хурал пӳрчӗпе пирӗн лаҫ патне сӗтӗрме пикенчӗҫ.

Солдаты, обложив соломой старинные колонны, террасу, тащили охапки к сторожке и к нашей маленькой пристройке.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ав нимӗҫсем тата Коревановӑна тивертсе ярасшӑн.

А сейчас немцы собираются зажечь Кореваново.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ, Игорек, кусене — кӑмакана.

А сейчас, Игорек, придется все это в печку.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней