Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыраш пӑтри ҫине ыраш пӑтри кӗрет кунӗпе.
Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.
Тӑкӑрлӑкра тусан, мӑян курӑкӗпе лаша тарӗн тӑкӑскӑ шӑрши кӗрет.Пахло на проулке пресным запахом пыли, лебедой и конским потом.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗри хутса ӑшӑтнӑ курницӑра шӑши лӑпӑр-лапӑрӗпе кантӑр вӑрри шӑрши кӗрет.В просторной, жарко натопленной горнице пахло мышами и конопляным семенем.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунта пурте вӑл каччӑ пуҫпа Степан килте мар чухне килкелесе ҫӳренӗ пекех; вӑхӑт, ҫак киле сиктерсе, таҫтан урӑх ҫӗртен ҫаврӑнса иртнӗ майлах нимӗнле улшӑну та ҫук; шӑрши те пулин ҫавӑн чухнехиех: чӗрӗ хӑмла аврин йӳҫсе хӑпаракан кӑрчама майлӑ уҫӑ шӑрши, тап-таса ҫунӑ урай, тата пӑртаках, кӑшт кӑна сисӗнмелле, шанса кайнӑ чапӑр курӑкӗн шӑрши кӗрет.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата шуйттан пӗлсе пӗтерет-и: тем шухӑш пырса кӗрет казаксен пуҫӗсене…
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хупписене хупман чӳречерен пӳлӗме ҫӗрлехи хӑмӑр кӑвак ҫутӑ тӗксӗммӗн сӑрхӑнса кӗрет.Через не прикрытое ставнями окно в комнату вторгался густой, лиловый свет ночи.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ют вырӑнсенче ҫӗртен те, курӑксенчен те урӑх шӑршӑ кӗрет.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑпах пая кӗрет те ак, унта, ав, кӑмӑшки те пӗрре шӑршламалӑх кӑна…»Как раз ишо влипнет в часть, а там этой самогонки на одну понюшку…»
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Киле пӗр-пӗр пыйтланса пӗтнӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк та ырханкка, анчах чылайранпа кӗтнӗ кил хуҫи килсе кӗрет те, пӳрт-ҫуртра савӑнӑҫлӑ, ним тӗлли-йӗркисӗр тӗркешӳ пуҫланса каять: кирӗк-тусанпа хуралса ларнӑ служивӑя ҫӑвӑнма шыв ӑшӑтаҫҫӗ; ачисем, пӗри те пӗри, ашшӗне пулӑшасшӑн, унӑн кашни хусканӑвнех сыхласа тӑраҫҫӗ; савӑнӑҫ-телее пула ним тӑва пӗлми аптранӑ арӑмӗ е сӗтел ҫине апат лартса парасшӑн хускалать е упӑшкин таса кӗпе-йӗмне кӑларса хатӗрлеме арча патне чупать.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пире шӑпах ун ҫинелле илсе кӗрет.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Мӗн каламалли пур, эпир пӗр пайне кӑна уйӑратпӑр, ытти вара шкул фондне кӗрет.
V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Тӗттӗм ҫӗр пӳртре табак туртнӑ шӑршӑ кӗрет.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Халтан кайиччен ӗмет хӑй, шывӗ ҫаплах тухмасть, мӗншӗн тесен Галина сывлӑш ҫӑтмассерен пыршӑ хутлана-хутлана кӗрет.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Тӗттӗмре ҫу шӑрши кӗрет.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Хушӑкран ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ хӗсӗнсе кӗрет те аялалла ҫутатать, ҫутӑ ҫинчи тусан йӑлтӑртатать.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Палатӑна Таня шурӑ халатпа кӗрет, тути ҫинче хӑйӗн яланах вӑтанчӑк кулӑ, Сергее вара унпа пӗрле кашнинчех стенасене мӑнаҫлӑн сарса-анлӑлатса та урайӗнчен пуҫласа маччана ҫити ӑшӑпа тата ҫутӑпа тултаракан нихӑҫан пулман ялтӑр хӗвел килсе кӗнӗн туйӑнатчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ку алӑкран кашни ирех Григорий Васильевич килсе кӗрет, кулкаласа ыйтать: «Мӗнле ҫывӑрӑнчӗ?»В эту дверь каждое утро входит Григорий Васильевич, улыбается и неизменно спрашивает: «Как спалось?»
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тусӗ патне кӗрет те, ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек, лӑпкӑн каласа хурать: «Сывлӑх сунатӑп, Егорыч! Сана кӗрсе курас терӗм!»
15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Чӗрене каллех хӑйне хӑй хӗрхенес, шеллес шухӑш хӗсӗнсе кӗрет те ҫӗнӗрен пуҫланать вара иккӗленӳ: тен, пурнӑҫ текен юрӑ чӑннипех те вӗҫленнӗ унӑн?
11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Самантлӑха ӑна тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн килсе кӗрет.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.