Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрача сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрача (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Резида хӗрача пирки ӗмӗтленнӗ.

Резида мечтала о девочке.

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрача вӑл килнине пӗлсен чупса пырса ыталанӑ та: «Анне», — тенӗ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

5 ҫулти хӗрача ӑна сывлӑх сунсан сӑвӑ калама тытӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрача ҫак ҫемьере ҫуралнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсем – кашни командӑра 2 арҫын ачапа 2 хӗрача – 50 метрлӑ дистанцие хавхалансах парӑнтарма тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юрать-ха ҫакна шкултан таврӑннӑ 13 ҫулти хӗрача асӑрханӑ.

Помоги переводом

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хӗрача фермӑра та, килте те ӗне сунӑ.

Девочка и на ферме, и дома доила корову.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑран хӗрача Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулне ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӗрача ун пекех лайӑх вӗрентекен пулма шухӑшланӑ.

Девочка задумала стать таким же хорошим учителем.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Амӑшӗ 6 ҫулти хӗрне Ҫӗнӗ Шупашкарти секцие алӑран ҫавӑтса кайнӑранпа хӗрача спорт гимнастикинчен пӗр кун та уйрӑлман темелле, спортӑн интереслӗ тӗсӗ тӳрех килӗшнӗ ӑна.

Помоги переводом

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Планпа» ҫуралнӑ хӗрача валли кукаҫи ятне те хӑйнеевӗрлине тупнӑ.

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫаран ҫинче чухнех ун патне пӗр хӗрача пынӑччӗ те, хӑлхинчен кӑна пӑшӑлтатса, тем каланӑччӗ.

На лугу к нему подошла какая-то девочка, что-то шепнула.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрача Рада патне пычӗ те ҫыруне тыттарчӗ.

Девочка подошла к Раде и отдала ей письмо.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр хӗрача ҫыру илсе килчӗ.

Вошла девочка с письмом в руках.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ашшӗнчен те, хӑйсем патне ҫӳрекен хӑнасенчен те илтнӗ вӑл хӑй Огнянова тавӑрса каланӑ сӑмаха, эппин, мӗншӗн халь пурте пӑшӑлтатаҫҫӗ, хӗрача ҫавна ниҫтан та тавҫӑраймарӗ.

Она каждый день слышала такие слова от отца и гостей и не понимала, почему теперь все волнуются.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Христоса пӑталарӗ-и вара ҫак хӗрача?

Христа, что ли, распяла эта девочка?

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӑлхарсене тӗрӗксен чуралӑхӗнчен хӑтараканӗ… — тесе кала кӑна пуҫланӑччӗ хӗрача, Мичо чорбаджи ӑна пӳлме те ӗлкӗрчӗ:

— От турецкого рабства болгар освободил… — начала было девочка, обмолвившись, но чорбаджи Мичо перебил ее:

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑрӑ хӗрача Огнянов умне тухса тӑчӗ те йӑвашшӑн пӑхса илчӗ.

Живая белокурая девочка уже стояла перед Огняновым и кротко смотрела ему в глаза.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрача тинех куҫне йӑлкӑштарса пӑхса илчӗ.

Глаза у девочки засияли.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней