Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Тата, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек, вунӑ ылтӑн ҫутаткӑҫ тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тата вунӑ ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, вӗсене пиллӗкӗшне сылтӑм енне, пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, ҫав савӑтсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме хатӗрлекен парнесене ҫунӑ; тинӗсре вара священниксем ҫӑвӑннӑ, вӑл вӗсем валли пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара юпасене Ҫурт умне пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартнӑ, сылтӑмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Мерари ывӑлӗсем — Еманпа Асаф тӑванӗсем — юрланӑ чухне Еманран сулахай енче тӑнӑ: Ефан вӑл — Киший ывӑлӗ, Киший — Авдий ывӑлӗ, Авдий — Маллух ывӑлӗ, 45. Маллух — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Амасия ывӑлӗ, Амасия — Хелкия ывӑлӗ, 46. Хелкия — Амций ывӑлӗ, Амций — Ваний ывӑлӗ, Ваний — Шемер ывӑлӗ, 47. Шемер — Махлий ывӑлӗ, Махлий — Муший ывӑлӗ, Муший — Мерари ывӑлӗ, Мерари — Левий ывӑлӗ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ; 6. Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ; 7. вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ; 8. суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑрт ҫӳрекенсем, кашнийӗ алла кӑрал тытса, Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, ҫавӑн пекех парне кӳмелли вырӑн умне те, Ҫурт умне те, патша тавра та тӑрса тухнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ; 20. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли ылтӑн сӗтел; 49. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсем — вӗсем Ҫуртӑн кайри уйрӑмӗ умӗнче пиллӗкӗшӗ сылтӑм енче, пиллӗкӗшӗ сулахай енче пулнӑ; ылтӑнран тата чечексем, ҫу савӑчӗсем, хыпкӑчсем, 50. тирӗксем, ҫӗҫӗсем, алтӑрсем, ӑскӑчсем, тӗтӗркӗчсем тунӑ, шалти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑк тӑпсисене те, Ҫурт алӑкӗсен тӑпсисене те ылтӑнран тунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вара сапансене вырӑнаҫтарса тухнӑ: пиллӗкӗшне Ҫуртӑн сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ; тинӗсе Ҫуртӑн сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне, лартнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Юпасене Ҫурт пӑлтӑрӗ патне лартнӑ; сылтӑм енне лартнӑ юпана Иахин тесе ят панӑ, сулахай енне лартнӑ юпана Воаз тесе ят панӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид патша Бахурим хулине ҫитсессӗн, акӑ унтан Саул йӑхӗнчи Гера ывӑлӗ Семей тухнӑ; вӑл усал сӑмахсемпе вӑрҫса пынӑ, 6. Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенӗ; пӗтӗм ҫын, пӗтӗм хӑюҫах вара [патшан] сылтӑм енче тата сулахай енче утса пынӑ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кун хуласенчен пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм ултӑ пин ҫынна ҫитнӗ; унсӑр пуҫне тата Гивӑра пурӑнакансенчен ҫичҫӗр ҫын суйласа илнӗ; 16. пӗтӗм халӑх хушшинчен суйласа илнӗ ҫав ҫичҫӗр ҫын лӳкше пулнӑ, вӗсем сулахай аллипе пуҫран тӗллесе чӗвве ярсан, чулӗ нихӑҫан та айккине ӳкмен.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Самсон вара ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ юпана, пӗрне — сылтӑм хулӗпе, тепӗрине сулахай хулӗпе хирсе, вырӑнтан хускатнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. [Сулахай] аллине шалча патне, сылтӑм аллине мӑлатук патне тӑснӑ; Сисарӑна вара пуҫӗнчен лектернӗ, ӑна тӑнлавӗнчен чиксе вӗлернӗ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ.22. И пошли сыны Израилевы среди моря по суше: воды же были им стеною по правую и по левую сторону.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.