Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
Сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр, 4. эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.

3. У тебя же, когда творишь милостыню, пусть левая рука твоя не знает, что делает правая, 4. чтобы милостыня твоя была втайне; и Отец твой, видящий тайное, воздаст тебе явно.

Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Эпӗ курса тӑнӑ вӑхӑтра акӑ сылтӑм енчи пуҫ сулахай енчине ҫисе ячӗ.

35. И вот, голова с правой стороны пожрала ту, которая была с левой.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Е тата ҫавӑн евӗрлиех: хулана тӳрем вырӑна туса лартнӑ, пур тӗрлӗ ырӑлӑхран тулӑх хӑй; 7. анчах унта кӗме тӑвӑр, хули тата чӑнкӑ ҫӗрте вырӑнаҫнӑ, унӑн сылтӑм енче — вут-ҫулӑм, сулахай енче — тарӑн шыв.

6. Или иное подобие: город построен и расположен на равнине, и наполнен всеми благами; 7. но вход в него тесен и расположен на крутизне так, что по правую сторону огонь, а по левую глубокая вода.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Сулахай енче ҫапӑҫакансем вара сылтӑм енчисене ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, ҫаврӑнса, Иудӑпа унӑн ҫыннисене хыҫалтан хӑвалама тытӑннӑ.

16. Когда находившиеся на левом крыле увидели, что правое крыло разбито, то обратились вслед за Иудою и бывшими с ним, с тыла.

1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫавӑн чухне эпӗ ӑна хуравласа ҫапла каларӑм: ҫутаткӑҫӑн сылтӑм енчи тата сулахай енчи ҫав ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли мӗне пӗлтерет? терӗм.

11. Тогда отвечал я и сказал ему: что значат те две маслины с правой стороны светильника и с левой стороны его?

Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать; 3. унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.

И отвечал я: вижу, вот светильник весь из золота, и чашечка для елея наверху его, и семь лампад на нем, и по семи трубочек у лампад, которые наверху его; 3. и две маслины на нем, одна с правой стороны чашечки, другая с левой стороны ее.

Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Сулахай аллунтан уххуна ҫапса ӳкерӗп, сылтӑм аллунтан ҫӗмренӳсене кӑларса ывӑтӑп.

3. И выбью лук твой из левой руки твоей, и выброшу стрелы твои из правой руки твоей.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Санӑн аппу — Самари, вӑл хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сулахай енче пурӑнать; йӑмӑку вара — хӑйӗн хӗрӗсемпе пӗрле санран сылтӑм енче пурӑнакан Содома.

46. Большая же сестра твоя - Самария, с дочерями своими живущая влево от тебя; а меньшая сестра твоя, живущая от тебя вправо, есть Содома с дочерями ее.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эсӗ вара сулахай аяку ҫине вырт та хӑвӑн ҫине Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне хур: ҫапла миҫе кун аяку ҫинче выртӑн, ҫавӑн чухлӗ вӗсен йӗркесӗрлӗхне тӳсӗн.

4. Ты же ложись на левый бок твой и положи на него беззаконие дома Израилева: по числу дней, в которые будешь лежать на нем, ты будешь нести беззаконие их.

Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫакӑн евӗрлӗ — сылтӑм енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, этем пичӗ-куҫӗ пек тата арӑслан пичӗ-куҫӗ пек; сулахай енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, — пӑру пичӗ-куҫӗ пек тата ӑмӑрткайӑк пичӗ-куҫӗ пек.

10. Подобие лиц их - лице человека и лице льва с правой стороны у всех их четырех; а с левой стороны лице тельца у всех четырех и лице орла у всех четырех.

Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Сылтӑм енчисене касӗҫ — пурпӗр тӑранаймӗҫ; сулахай енчисене ҫийӗҫ — тутӑ пулаймӗҫ; кашнийӗ хӑй вӑрлӑхӗн ӳтне ҫиме пуҫлӗ; 21. Манассия — Ефрема, Ефремӗ Манассияна ҫийӗ, иккӗшӗ пӗрле Иудӑна ҫийӗҫ.

20. И будут резать по правую сторону, и останутся голодны; и будут есть по левую, и не будут сыты; каждый будет пожирать плоть мышцы своей: 21. Манассия - Ефрема, и Ефрем - Манассию, оба вместе - Иуду.

Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми мана ыталать.

3. Левая рука его у меня под головою, а правая обнимает меня.

Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми вара мана ыталать.

6. Левая рука его у меня под головою, а правая обнимает меня.

Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла: 28. [сылтӑм енчи ҫулсене Ҫӳлхуҫа асӑрхаса тӑрать, сулахай енчисем — пӑсӑлнӑ ҫулсем.

27. Не уклоняйся ни направо, ни налево; удали ногу твою от зла, 28. [потому что пути правые наблюдает Господь, а левые - испорчены.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] 17. унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.

16. Долгоденствие - в правой руке ее, а в левой у нее - богатство и слава; [из уст ее выходит правда; закон и милость она на языке носит;] 17. пути ее - пути приятные, и все стези ее - мирные.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах акӑ эпӗ малалла каятӑп — Вӑл ҫук, каялла ҫаврӑнатӑп — тупаймастӑп Ӑна; 9. сулахай енче мӗн те пулин тӑвать-ши Вӑл — эпӗ курмастӑп; сылтӑмра пытанса тӑрать-ши — асӑрхамастӑп.

8. Но вот, я иду вперед - и нет Его, назад - и не нахожу Его; 9. делает ли Он что на левой стороне, я не вижу; скрывается ли на правой, не усматриваю.

Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ниневирен тапранса тухса виҫӗ кунран вӗсем Вектелеф айлӑмӗн мал енне ҫитнӗ те ҫак тӗлтен Тури Килики ҫӗрӗн сулахай енче ларакан ту енне пӑрӑннӑ.

21. Пройдя путь трех дней от Ниневии до передней стороны равнины Вектелеф, они поворотили от Вектелефа, близ горы, лежащей по левую сторону верхней Киликии.

Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ездра — священник, кӗнекеҫӗ — йывӑҫран тунӑ ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ; 43. сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тӑнӑ; 44. сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тӑнӑ.

42. И стал Ездра, священник и чтец, на приготовленном деревянном возвышении; 43. и пред ним стояли с правой стороны Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия и Ваалсам, 44. а с левой -- Фалдей и Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария.

2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эпӗ патшана тата унӑн сылтӑм енче ларакан Апаминӑна — мухтавлӑ Вартак хӗрне, патша ҫум-арӑмне — курнӑ; 30. ҫавӑ вара патшанӑн пуҫкӑшӑльне хывса илетчӗ те хӑй пуҫне тӑхӑнтартатчӗ, сулахай аллипе патшана питрен ҫупса илетчӗ.

29. Я видел его и Апамину, дочь славного Вартака, царскую наложницу, сидящую по правую сторону царя; 30. она снимала венец с головы царя и возлагала на себя, а левою рукою ударяла царя по щеке.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ездра кӗнекеҫӗ ҫакна валли йывӑҫран ятарласа тунӑ ҫӳллӗ вырӑнта тӑчӗ, сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Шема, Анаия, Урия, Хелкия тата Маасея, сулахай енче Федаия, Мисаил, Малхия, Хашум, Хашбаддана, Захария тата Мешуллам тӑчӗҫ.

4. Книжник Ездра стоял на деревянном возвышении, которое для сего сделали, а подле него, по правую руку его, стояли Маттифия и Шема, и Анаия и Урия, и Хелкия и Маасея, а по левую руку его Федаия и Мисаил, и Малхия и Хашум, и Хашбаддана, и Захария и Мешуллам.

Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней