Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗлсех тӑратчӗ-ҫке савнӑ Бойчона хӑех ҫӑва ҫинелле тӗкнине, юратупа телей ҫӑл куҫӗ йӑлтах типсе ҫитнӗ пулсан эппин, тинех ӑна кун курасси те тарам.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Усал шӑпа ӑна чи малтан юратупа чӑлхатса хучӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑннӑ тейӗн, вӗсем пӗр пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗрле пулса курнӑҫнӑ та, тӗрлӗ сӑрӑпа та ҫутӑпа, юрӑпа та симпе, юратупа та савӑнӑҫпа хӗпӗртесе чарӑна пӗлми савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Радӑна чунтан савса юратас ӗмӗчӗ унӑн тепӗр юратупа та — тӑван ҫӗршывне юратас кӑмӑлӗпе те — хыпӑнса илчӗ.Любовь к Раде стала цвести и благоухать в его душе рядом с другой любовью — к родине.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Турӑ сӑн-пичӗ унӑн сӑн-пичӗ, унӑн чӗрӗ сӑн-пичӗ, вӑл сӑн-пит чиперлӗхрен аякра тӑрать, унтан чиперрине Вера Павловна кунсеренех темиҫе те курать; ку вӑл унӑн юратупа ҫиҫсе тӑракан, авалхи скульптурӑсемпе живопиҫӗн аслӑ ӗмӗрӗнчи аслӑ живописецсем халалласа хӑварнӑ пур идеалсенчен те чипертерех сӑн-пит, ҫапла, ку вӑл хӑех, анчах, юрату ялкӑшӑвӗпе ҫуталнӑскер, вӑл, илем енчен чухӑн Петербургра унтан чиперрисем ҫӗршер шутланаҫҫӗ пулин те, Луврти Афродитӑран та чипертерех, ку таранччен палӑрнӑ чипер хӗрарӑмсенчен пуринчен те чипертерех.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗвел тухрӗ, вӑл савӑнать те, савӑнтарать те, кӑкӑра ҫутӑ та ӑшӑ, тутлӑ шӑршӑ та ырлӑх, юрату та ачашлӑх тултарать, кӑкӑртан савӑнӑҫпа киленӳ, юратупа ырлӑх юрри юхать — «О ҫӗр!
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ акӑ мӗн калас тетӗп, Саша: вӑл питӗ лайӑх та вӑйлӑ ҫырса кӑтартать, ҫакӑн тӑрӑх ун чухне юрату ырлӑхне хальхи пек пӗлеймен, вӑл тапхӑрта юратупа питӗ киленсе пурӑннӑ теҫҫӗ пулин те, юратӑва ун чухне хальхи пекех туйман, теме пулать.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ вӗсене юратса, хисеплесе сӑнласа патӑм, мӗншӗн тесен кашни йӗркеллӗ ҫынах юратупа хисепе тивӗҫлӗ.Я изображал их с любовью и уважением, потому что каждый порядочный человек стоит любви и уважения.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак самантра ҫеҫ вӑл, пурнӑҫа тутанса курнӑ ҫын, хӑйӗнчен хӑй те пытарса, ҫак хӗре ӗнтӗ тахҫанах, темле таса та ӑнланмалла мар юратупа юратнине туйса илчӗ, халӗ вара ун умне пур юратупа тенӗ пекех пӗрле ҫӳрекен хурлӑхлӑ тантӑшсем — уйрӑлупа ҫухату ҫитсе тӑчӗҫ…
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Уҫӑлтарсамӑр мана панулмипе, ҫирӗплетсемӗр мана хӗрлӗ эрехпе, мӗншӗн тесен эпӗ юратупа халтан кайнӑ.— Освежите меня яблоками, подкрепите меня вином, ибо я изнемогаю от любви.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫичӗ кун реххетленнӗ вӗсем юратупа, ҫаплах киленсе тӑранайман.Семь дней она и царь наслаждались любовью и не могли насытиться ею.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Йӑлӑнатӑп сире, Иерусалим хӗрӗсем: ман савние куратӑр пулсан, пӗлтерӗр-ха, юратупа суранланнӑ-ҫке эпӗ».
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Коновалов ҫутҫанталӑка чунтан килекен юратупа, пӗр сӑмахсӑр юрататчӗ; яланах, хирте-и е шыв ҫинче-и, унӑн чӗрине лӑпкӑ кӑмӑл ҫупӑрласа илетчӗ, ҫакӑ вара ахаль те ача пек ҫынна тата та ытларах йӑвашлантарса яратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫав чӗре, хӗвел пек, ҫук, хӗвелтен те вӑйлӑраххӑн, ҫап-ҫуттӑн ялкӑшнӑ; этеме халаланӑ пысӑк юратупа ялкӑшнӑ ҫулӑм ҫутатнӑ вӑрман пӗр самантрах шӑпланнӑ; сӗм-тӗттӗм ҫурҫӗр, ҫав ҫутӑран хӑраса сапаланнӑ та, таҫта, вӑрман чӑтлӑхӗнче, чӗтрене-чӗтрене, шурлӑхӑн пӑнтӑхнӑ ҫӑварне кӗрсе ӳкнӗ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Лизавета Григорьевна юратупа аппаланмасть.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Кашни ҫыншӑн ҫемье юратупа ырӑлӑхӑн, хисеппе савӑнӑҫӑн тата хавхаланӑвӑн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ пултӑр.
Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Анчах юратупа е эрехпе, е влаҫ пылаклӑхӗпе ӳсӗрӗлнӗ, е вырӑнлӑ каланӑ ӑслӑ та илемлӗ сӑмахпа киленсе чӗререн хавхаланнӑ самантсем те пулкаланӑ патшан.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑвӑртрах пурнӑҫа парӑнтарма, пурнӑҫпа кӗрешмелӗх хӑюлӑх пухма пулӑшать, — халӗ, вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑк чух, пурнӑҫ вӗсене хӗрхеннӗ чух, хуйха юратупа ҫӗнтернӗ чух — халӗ шӑпах ҫавна тума вӑхӑт.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратупа авлану ҫине Штольц хӑйне евӗрлӗ, ытлашши хакласа пӑхать пулӗ, тен, анчах мӗнле пулсан та, ҫынсем пӑхнӑ пек мар.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратупа пурнӑҫ ыйтӑвне вӑл ун чухне ҫав тери хӑюллӑн та ҫӑмӑллӑн татса пачӗ, пурте ӑна ҫав тери уҫӑмлӑ пек туйӑнатчӗ — вара йӑлтах пӑтрашӑнса, салтӑнми тӗвӗ пулса ларчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956