Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑюсӑррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑюсӑррӑн (тĕпĕ: хӑюсӑррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аксинья пӗр хушӑ шӑпӑрт та шарламарӗ, унтан темле хӑяккӑн, хӗнесе тӑкнӑ пек хӑюсӑррӑн Евгений ҫумнерех пырса тӑчӗ те каларӗ ӑна:

Аксинья помолчала, потом как-то боком, несмело, как побитая, подвинулась к Евгению, сказала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫҫӑн, ручкине ҫавнашкалах хӑюсӑррӑн шутаркаласа вӑйран тӑрӑшнипе тарласа та шӑмарӑлса кайса, Родин алӑ пусрӗ.

Следом за ним расписался Родин, так же неуверенно водя ручкой, потея и хмурясь от напряжения.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Янов хӑюсӑррӑн ун патне пырать.

Янов подошел немного смущенный.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кӑна документсемпе майлас пулать, — хӑюсӑррӑн асӑрхаттарать правительство членӗ Карев.

— Надо это оформить, — нерешительно заметил член правительства Карев.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишатка чӑмӑрне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑрах ун патне хӑяккӑн утса пычӗ те сӗтел умӗнче хӑюсӑррӑн чарӑнса тӑчӗ.

Не вынимая изо рта кулака, Мишатка подошел бочком, несмело остановился возле стола.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ хулӑн ҫӳҫ пайӑркине именчӗклӗн тӳрлетсе, хӗрарӑм хӑюсӑррӑн пӗлтерчӗ:

Она улыбнулась, — растерянным движением поправляя широкую прядь волос, выбившуюся из-под платка, несмело сказала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов ӑна именсе те хӑюсӑррӑн ҫӗре шӑлса пӑрахрӗ.

Корнилов стряхнул его чуть смущенным, нерешительным движением.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хамӑр эпир пурте, верховнӑй майлӑ-ха, казаксем турткаланаҫҫӗ ав… — хӑюсӑррӑн каласа хучӗ Долгов.

— Мы-то гужом за верховного, а вот казаки мнутся… — нерешительно сказал Долгов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.

Григорий нерешительно притянул ее к себе, хотел поцеловать, но она с силой уперлась руками ему в грудь, гибко перегнулась назад и со страхом метнула глазами на окна.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвелпе хӑмӑрланнӑ пӳрнисемпе саппун хуртине хыпашлакаласа, алӑкран хӑюсӑррӑн Наталья кӗрсе тӑчӗ.

В дверях несмело стала невеста, смуглыми пальцами суетливо перебирая оборку фартука.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑк хӑлӑпне алӑран вӗҫертмесӗр, йӗри-тавра хӑюсӑррӑн пӑхкаласа, вӑл алӑк урлӑ ярса пусрӗ.

робко оглядываясь и не выпуская деревянной ручки, переступила через порог.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тата тепӗр ушкӑн килсе ҫитрӗ, вӗсем хыҫҫӑн тап-таса кӗрӗк тӑхӑннӑ, траншейӑсенче пулса курман санитаркӑсем хӑюсӑррӑн ҫывхарчӗҫ.

Подошла еще группа солдат, а за ними несмело — санитарки в беленьких, чистеньких полушубках, еще не побывавших в траншеях и блиндажах.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Кӗнекесем библиотекӑран — ӑна куратӑп эпӗ, анчах ун патне вӗсем мӗнле майпа лекнӗ-ха?» шиклӗн шутларӗ Лида, анчах Хворостянкина ҫавах та хӗрачалла хӑюсӑррӑн кулнипе кӗтсе илчӗ.

«Книги из библиотеки — это я вижу, но как они к нему попали?» — думала Лида и все же встретила Хворостянкина своей девичье-скромной улыбкой.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗркунне эпӗ тӳрленетӗп, анчах халӗ — инкек… — Артамашова ямаллаччӗ, — хӑюсӑррӑн систерсе хучӗ Марфуша, халӗ ӗнтӗ упӑшки ҫине хурланса пӑхса.

К осени я поправлюсь, а теперь — беда… — Пусть бы ехал Артамашов, — робко намекнула Марфуша.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пуҫламӑшӗ тӗрӗс, — хӑюсӑррӑн хирӗҫлерӗ Ванюша, — анчах «хаклӑ» тени, ман шутпа, пирӗншӗн ытлах усӑллӑ мар янӑрать пек…

— Начало правильное, а вот «дорогой», — возразил Ванюша, — по-моему, звучит не совсем в нашу пользу…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Старик «хырҫӑ» ытла та пысӑк пирки хӑюсӑррӑн хирӗҫленине пӳлсе, Мамочкин кӑнттамӑн шӳт туса ҫапла ответленӗ:

На робкие возражения старика по поводу размеров требуемой дани Мамочкин с некоторой грустью отвечал:

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Эпӗ савӑнсах разведкӑна кайӑттӑм, — тенӗ вӑл хӑюсӑррӑн, Травкин куҫӗсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.

Я с удовольствием пойду в разведку, — встретив взгляд Травкина, сказал он робко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Катя вара лейтенант ҫине, унӑн ҫамрӑк та ӑслӑ сӑн-пичӗ ҫине хӑюсӑррӑн пӑхса, Травкин комдива пӑракан уҫӑмлӑ та татӑклӑ ответсене, вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланман пулин те, тимлӗн итлесе ларнӑ.

А Катя робко смотрела на лейтенанта, на его молодое серьезное лицо, слушала его ясные, четкие ответы комдиву, хотя и не вникала в их смысл.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Татьяна ун патне пычӗ, кӑштах тӑрсан, хӑюсӑррӑн Григорий питҫӑмартине тутисемпе сӗртӗнсе илчӗ.

Татьяна подошла к нему, постояла, затем чуть-чуть прикоснулась губами к его щеке.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл Соня патне хӑюсӑррӑн ҫывхарчӗ те вӑтанчӑклӑн кулса каларӗ:

Он нерешительно приблизился к ней и, робко улыбаясь, сказал:

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней