Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Ӑна нумайӑшӗ айӑплани ҫителӗклӗ ӗнтӗ; 7. халӗ ӗнтӗ сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать — ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр; 8. ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире ӑна юратӑр тетӗп.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир хуйхӑрса йӗрес вырӑнне тата мӑнкӑмӑлланса кайнӑ; ҫавнашкал ӗҫ тӑвакан ҫынна сирӗн хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр; 23. эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ку ӗмӗрте хуйхӑрса пурӑннинчен, вилсен асап курасса кӗтсе тӑнинчен ҫынсене мӗн усси пур?117. Что пользы людям - в настоящем веке жить в печали, а по смерти ожидать наказания?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Эхер те ҫав чунсем Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене уяман, упраман, Унӑн саккунне хисеплемен, Унран хӑракансене курайман ҫынсенӗн чунӗсем пулсассӑн, 80. вӗсем канлӗх вырӑнне кӗреймӗҫ, тӳрех асапланма пуҫлӗҫ, вӗҫсӗр хуйхӑрса, кулянса ҫичӗ тӗрлӗ асаппа асапланӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара, Уриил ангел хушнӑ пек, йӗрсе те хуйхӑрса, ҫичӗ кун типӗ тытрӑм.20. А я семь дней постился, стеная и плача, как повелел мне Ангел Уриил.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн патша, иудейсен йӑхташӗсем хӑйсенӗн мӑшкӑллӑ инкеке лекнӗ тӑванӗсемшӗн хуйхӑрса тӑтӑшах хуларан вӑрттӑн тухса ҫӳреҫҫӗ тенине илтсессӗн, питех те ҫилленсе кайнӑ та кусене те лешӗсене мӗн кӑтартнинех кӑтартма, лешӗсенчен кая мар асаплантарма хушнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Птоломей вара — Филометор шанса панӑ Кипра пӑрахса хӑварса Антиох Епифан патне куҫнӑшӑн хӑйне пур енчен те сутӑнчӑк тенине илтсе, ӗнтӗ хӑйне хисеплеттерейми пулнӑран хуйхӑрса — наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ, хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21. «ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак сӑмаха илтсессӗн, патша питӗ хытӑ хӑраса кайса пӑшӑрханса ӳкнӗ; хӑй шухӑшланӑ пек пулманшӑн хуйхӑрса, вырӑнӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та йӑлтах халтан кайса выртнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ӑна хирӗҫ вӑрҫа ҫӗкленсе тухнӑ та, вӑл вара пӑрахса тарнӑ, унтан вӑл, Вавилона ҫул тытса, питех те хуйхӑрса кайнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пур кӗрӳ каччӑ та макӑрнӑ, ҫураҫнӑ хӗр те хуйхӑрса йӗрсе ларнӑ.27. Всякий жених предавался плачу, и сидящая в брачном чертоге была в скорби.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвӑн ӑшшӑн юратнӑ ывӑлусемшӗн хуйхӑрса, ҫӳҫне илтерсе яр, кастар; шакла хырса яр, тӗк тӑкакан ӑмӑрткайӑк пек пул: вӗсене ӗнтӗ сан патӑнтан куҫарса кайӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗҫҫӳне ҫапа-ҫапа ахлат, хуйхӑрса, йынӑша-йынӑша вӗсен куҫӗ умӗнче ахлат.6. Ты же, сын человеческий, стенай, сокрушая бедра твои, и в горести стенай перед глазами их.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗршыв халӑхне кала: Иерусалим ҫыннисем ҫинчен, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: вӗсем хӑйсен ҫӑкӑрне хуйхӑрса ҫийӗҫ, хӑйсен шывне пӑшӑрханса ӗҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ҫӗрӗ ҫавӑнта пурӑнакан пӗтӗм халӑх тунӑ тӗрӗсмарлӑхшӑн пӗр тулӑхсӑр тӑрса юлӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 18. этем ывӑлӗ! ҫӑкӑрна хӑраса ҫи, шывна та чӗтресе те хуйхӑрса ӗҫ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ сире куҫҫульпе, хуйхӑрса кӑларса ятӑм, анчах Турӑ сире савӑнса та хӗпӗртесе ӗмӗрлӗхе мана тавӑрса парӗ.23. Я отпускал вас с печалью и горестью, но Бог возвратит мне вас с радостью и весельем навеки.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ вӗсене савӑнса ӳстернӗ, ӗнтӗ йӗре-йӗре, хуйхӑрса кӑларса ятӑм.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр; 14. Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.