Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ҫуран ҫарпа танксем вырнаҫнӑ чӑрӑш вӑрманӗ тӑршшӗпех, ҫурҫӗр енчен кӑнтӑралла типӗ вар кукӑрӑлса выртать; кӑнтӑр енчи вӑрман хӗррине ҫитсен вӑл икке уйрӑлать: сулахайри, шоссе патне тухаканскер, кӗске, сылтӑмри вара вӑрӑм, хӗвеланӑҫӗнчен 264,3 текен сӑрт тавра ҫаврӑнать.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чӳречесем, речӗпе ларса тухнӑскерсем, кӑнтӑралла пӑхаҫҫӗ, вӗсем умӗнче пас тытнӑ лапсӑркка йывӑҫсем чечексем пек лараҫҫӗ: вуллисенчен тытса силлесенех шупка-кӗрен ҫеҫкесем ҫӗр ҫине юр ҫунӑ пек тӑкӑнассӑн туйӑнать…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Чи вӑйлӑ пайӑркан кӑнтӑралла выртмалла, — пӗлсе ответлерӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.— Самый сильный пучочек должен лечь на юг, — ответила со знанием молодая женщина.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапла, Усть-Невински хӑйпе юнашар ларакан станицӑсенчен чӳречисемпе кӑнтӑралла пӑхса ларакан площадьри икӗ хутлӑ ҫӳллӗ те ҫутӑ ҫурт пулнипе уйрӑлса тӑрать, — кун пек архитектурӑллӑ ҫурт Белая Мечетьре те, Яман-Джалгара та, Рощенскинче те пулман.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халь кӑнтӑралла каятӑп ӗнтӗ, унта манӑн пӗчӗк ҫуртпа пӗчӗк сад пур.
XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Масар Ольховкӑран кӑнтӑралла виҫӗ ҫухрӑмра, пӗр пӗччен ларакан чиркӳ патӗнче пулнӑ.Кладбище находилось в трех километрах на юг от Ольховки, у одиноко стоявшей церкви.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Андрей кӗпер ҫинче кӑшт чарӑнса тӑчӗ, ҫурҫӗрелле пӑхса илчӗ, — уй тӳпинчен лерелле каякан канавӑн вӗҫӗ те курӑнмасть; кӑнтӑралла пӑхса илчӗ, — канав вӑрман хӗрринелле пырса тӑрӑнать иккен.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Санбат вырнаҫнӑ вӑрмантан тухнӑ-тухманах вӑл, тӗлӗннипе, чарӑнса тӑчӗ; уй урлӑ — ҫурҫӗртен кӑнтӑралла — таҫта ҫитиех тем пысӑкӑш тӑм тӑпра валӗ тӑсӑлса выртать иккен, — ун пек валсемпе ӗлӗк авалхи крепоҫсене хӳтӗленӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Терек шывӗнчен кӑнтӑралла — Аслӑ Чечня, Кочкалык хысакӗ, Хура тусем, унтан тата темӗнле ту хысакӗ, юлашкинчен вара юрпа витӗннӗ, куҫа ҫеҫ курӑнакан, анчах та никам нихҫан пулса курман тусем.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сирӗн юлташӑрсем кунта килсен, — терӗм эпӗ малалла, — эпир темиҫе ҫын пӗрле пысӑк карап тунӑ пулӑттӑмӑр, вӑл караппа эпир кӑнтӑралла — Бразилие е, ҫурҫӗрелле кайса, Испани ҫӗрне ҫитнӗ пулӑттӑмӑр.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӗвеланӑҫӗнчен кӑнтӑралла ҫӳллӗ тӳрем сӑрт тӑсӑлса выртать, вӑл эпӗ пурӑнакан утравран питӗ инҫетре, унта ҫитме, ман шутпа, хӗрӗх мильӑран та ытла пулӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӗвел кӑнтӑралла сулӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпир Салехран ҫӗр аллӑ миля кӑнтӑралла, Марокко султанӗн тата Африкӑри ытти патшасен ҫӗрӗсенчен нумай инҫе, ишсе кайрӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшыв хӗрринчен, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи тинӗс таврашӗнчен, хӑйӑра пирчетме тесе, тӑм турттарнӑ, — вӑйлӑ машинӑсем питӗ нумай вӗсен, — каналсем чавнӑ, хирсене шӑвармалли тунӑ, тӗрлӗрен ӳсентӑрансем ӳсме пуҫларӗҫ, сывлӑшра нӳрӗ те нумайланчӗ; ҫынсем, утӑм хыҫҫӑн утӑм малалла туса, кӑнтӑралла куҫса пычӗҫ, темиҫешер ҫухрӑм утрӗҫ, хӑш чухне пӗр ҫухрӑма ҫулталӑк хушши те утрӗҫ, мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта?
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшывран пуҫласа кӑнтӑралла ҫав ҫурутравӑн ҫурри пӗтӗмпех ем-ешӗл курӑкпа, чечекпе витӗннӗ, ҫурҫӗрти пекех, ҫав ҫӗр талккӑшӗ ҫине пӗтӗмпех пысӑк ҫуртсем лартса тултарнӑ; вӗсем, пӗр-пӗринчен виҫ-тӑват ҫухрӑмра лараканскерсем, ҫав тери пысӑк шахмат хӑми ҫине лартса тухнӑ шахматсем пек туйӑнаҫҫӗ».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ытла инҫетрех мар халӗ, куратӑн-и, ҫак лайӑхлатнӑ ҫӗр талккӑшӗн кӑнтӑр енчи талккӑшӗн кӑнтӑр енчи чиккинчен пуҫласа сан вӑхӑтунта пӗтӗмпех хӑйӑрлӑ пулнӑ ҫак ҫурутравӑн ту-сӑртлӑ пайӗ-халӗ те ним акса тума юрӑхсӑр хӑйӑрлӑ ҫеҫенхир-ха; ҫак пушхирӗн чиккине эсир, вырӑс ҫыннисем, ҫулсеренех кӑнтӑралла куҫарса пыратӑр.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑштах вылянкаласа илнӗ хыҫҫӑн магнит йӗппи пӗр вӗҫӗпе ҫӑрҫӗрелле, тепринпе кӑнтӑралла майлӑ вырнаҫса выртнӑ.После нескольких колебаний стрелка устанавливалась по линии север — юг.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Магнит йӗппи пӗр вӗҫӗпе ҫӑрҫӗрелле, тепринпе кӑнтӑралла кӑтартнине ҫынсем мӗн авалтанпах пӗлеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗр вунӑ километр кӑнтӑралла шахтӑсенче ӗҫлеҫҫӗ, экспедици чарӑннӑ вырӑна эпир тупман пулсан, кӑштах вӑхӑт иртсен шахтерсем хӑйсем кунта килсе ҫитнӗ пулӗччӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951