Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кӗтесре вырӑн пекки тунӑ, ун ҫинче вара темле пӗчӗк ҫын утиялпа витӗнсе выртать…В углу приспособлены подмостки, и на них, прикрытая одеялом, какая-то маленькая фигура…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Пӳлӗм варринче, перссен кавирӗ ҫинче, пуҫ айне парча ҫитар хурса, алли-урине йӑрст тӑсса, Муций хӗрлӗ шел тутӑрпа витӗнсе выртать.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫакӑ ят ман ӑша ҫунтаратчӗ, эпӗ унран минтерпе витӗнсе пытанма тӑрӑшаттӑм, эпӗ ҫиллӗме чараймастӑм…Это название жгло меня, я старался уйти от него в подушку, я негодовал —
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кровать ҫинче выртса, пуҫ айне минтер хурса, ӑшӑ витӗнсе, ҫын пек, ҫывӑрманни нумай пулать ӗнтӗ.Давно по-человечески не спала — на кровати, под одеялом, под головой подушки…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗрре те сас тӑвас мар тесе айлӑма, ӳкнӗ хыр патне шуса ҫитрӗ те туратсемпе витӗнсе выртрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Якур сак ҫинче кӗрӗкпе витӗнсе выртать.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.
Шыва чӑмнӑ пек юр ӑшне чӑмнӑ та, юрпа витӗнсе выртнӑ.Нырнул в снег, как в воду, и холодная сухая вода скрыла его под собой.
Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Фоминпа ун юлташӗсем кашни хӑй пӗлнӗ пек вӑхӑта сутса пурӑнчӗҫ: тӗплӗ-тирпейлӗ Стерлядников, уксах урине меллӗрех хурса, ир пуҫласа каҫчен кӗпи-тумтирӗпе аттине сапласа ларчӗ, тӑрӑшсах хӗҫпӑшалне тасатрӗ; нӳрӗ ҫӗр ҫинче ҫӗр каҫни хӑйшӗн усса пыман пирки Капарин, пуҫ ҫинчен кӗрӗк пиншак витӗнсе, кунӗ-кунӗпе хӗвел ҫинче типпӗн кӗхлеткелесе выртрӗ; Фоминпа Чумаков хутран касса тунӑ картпа йӑлӑха пӗлмесӗр вылярӗҫ; Григорий утрав тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, чылайшар вӑхӑт шыв хӗрринче ларчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тарӑхнипе ятлаҫса илсе, Григорий ун патӗнчен пӑрӑнса утрӗ, лашине йывӑҫ тӗмӗ ҫумне кӑкарчӗ, унтан пит ҫинчен шинель аркипе витӗнсе тӗм ҫывӑхне выртрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Илсе кайса пар, чӗппӗм, турра маннӑскерне утиял, вырттӑр витӗнсе.— Возьми, чадунюшка, одеялу и отнеси ему, анчихристу, нехай накроется.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Утиялпа витӗнсе ҫывӑракан «Оська» хамӑр председательтен самай вӑрӑмрах иккенне тин асӑрхарӑм эпӗ.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Такамӑн плащ-палаткипе витӗнсе ачасем те выртрӗҫ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Унта кровать ҫинче байковӑй утиял витӗнсе, заказ паракан ҫывӑрнӑ, вӑл ӗнерхи палламан ҫын пулнӑ иккен.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
— Мӗн тӑвӑн-ха вӗсемпе? — терӗ Григорий, шинелӗпе витӗнсе, ҫынсем калаҫнине ним тарӑхмасӑр кулкаласа итлесе выртнӑ май.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Федюша аллине ийӗ илсе ҫак ватӑ йытӑ хыҫҫӑн чупрӗ те, хӑй те ҫӑмпа витӗнсе, хаваслӑн вӗрсе ун патне пынӑ пек туйӑнчӗ.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ман шутпа, ҫакӑ вӑл — коммунист ячӗпе куҫ кӗрет витӗнсе пурӑнни.Я думаю, это — явное прикрытие своей жизни от имени коммуниста.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шыв, валашкан симӗс мӑкпа витӗнсе пӑнтӑхнӑ тӗпӗ тӑрӑх сарӑлса, хӗвелпе хӗрнӗ чӗр пӗрене шӑрши ҫапакан кӗтессе юхса кайрӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий таврӑннӑ кун вӑл, каҫхине, ӑна курницӑри кравать ҫине вырӑн сарса пачӗ те хӑй, кӗрӗк витӗнсе, арча ҫине выртрӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан Григорий ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан пӑтӑрмахсемпе хӑйхи планне пурнӑҫлама кансӗрлекен кӗтмен чӑрмавсем пирки йӑлтах виҫсе-шухӑшласа пӑхрӗ те, икӗ стакан сӑмакун ӗҫсе, хывӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӗ, пуҫ ҫинчен шинель аркипе витӗнсе, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Савӑнчӗ уншӑн Григорий, ӑшӗ лӗкленекен пуличчен туртса тӑранчӗ те, пуҫне ҫунатти айне чиксе ларакан кайӑк пек, шинель аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, мӑкӑль-шакӑллӗ кизек ҫинче пӗрремӗш хут тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.