Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарӑ пир пек тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫулпа ҫынсен тӗттӗм кӗлеткисем сулланкаласа пыраҫҫӗ, — вӗсем фабрика патнелле шуса анаҫҫӗ; фабрикӑн кӗтеслӗ вырнаҫнӑ виҫӗ корпусӗ, сӑрса янӑ виҫӗ хӗрлӗ пӳрне пек, ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Арӑмӗн пичӗ йывӑҫ пек хытса ларнӑн курӑнать, анчах питҫӑмартисем тӑрӑх хуллен, вӑраххӑн куҫҫульсем юхса анаҫҫӗ.Лицо жены было тупо, точно одеревенело, но по щекам медленно, лениво текли слёзы.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫула юр хӳсе кайнӑ пулсан, вӗсем машинӑсем ҫинчен анаҫҫӗ те хӑйсем ҫул тасатаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсен планӗ ҫакнашкал: совет самолечӗпе, совет ҫыннисем пулса, нимӗҫсем вӑрмана анаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗр ҫинчи чаҫӗсем те ҫапӑҫу тапратаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унта анаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сасартӑк кӗтмен ҫӗртенех ачасем иккӗшӗ те ҫав вара тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Икӗ йӗрке умлӑн-хыҫлӑн пыракан автомашинӑсем тӑвайккинче тӗл пулчӗҫ: туллисем — анаталла, пакгаузсем патнелле анаҫҫӗ, пушшисем — япаласем тиеме чугун ҫул патне кӗрлесе хӑпараҫҫӗ; унта япаласене вагонтан тӳрех машина ҫине тиеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ту хыҫӗнчен тухаҫҫӗ те хула патнелле анаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ав сылтӑмра, ту ҫинчен карталанса анаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫынсем хӑвӑрт саланма тытӑнчӗҫ, ҫывӑхри ҫуртсен алӑкӗсенчен кӗре-кӗре, подвалсене анаҫҫӗ.Толпа быстро стала редеть, люди прятались в подъездах и подвалах ближайших домов.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑшӗ-пӗрисем виҫ-тӑват утас пек малалла тухсанах ҫӗре тӑрӑнса анаҫҫӗ.Часть из них на самом деле не добегала до цели и падала в хлеба.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫапла шухӑшласа илсенех, хӑйӗн пичӗ шурса каять, куҫхаршисем куҫӗ ҫине усӑнса анаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн ҫаврака шурӑ пичӗ ҫинче те Леночкӑнни пекех лӑпкӑ тивӗҫлӗх пурри палӑрать, ылтӑн евӗрлӗ сарӑ ҫӳҫне ҫивӗтленӗ икӗ вӑрӑм ҫивӗчӗ те ҫурӑм тӑрӑх тӑсӑлса анаҫҫӗ; ҫавнашкалах хӑйне те вӑл типтерлӗ тыткалать.
Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Крыльца картлашкисем ешӗл курӑк патнех анаҫҫӗ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗрлӗармейцӑсем нумайӑшӗ, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек, ҫӗре пере-пере анаҫҫӗ.И видит Федор, как многие пленные падали, как подкошенные, на землю.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Стена ҫинче тӗлӗ-тӗлӗпе сарӑ вараланчӑклӑ йӗрсем тӑсӑлса анаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ура ҫинче паттӑрӑн тӑрасшӑн, анчах чӗркуҫҫийӗсем ҫапса хуҫнӑ пек лучӑрканса анаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хӳшӗрен инҫе те мар вӗсем лашисем ҫинчен сиксе анаҫҫӗ, вӗсене йывӑҫсем ҫумне кӑкараҫҫӗ те малалла ҫуран каяҫҫӗ.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем пӗрре, курӑк ҫумнех е вӑрман тӑрринех пырса сӗртӗннӗ пек аялалла вӗҫсе анаҫҫӗ, тепре тата хӑйсене темле вӑй ыткӑнтарса янӑ пек, сасартӑк ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса каяҫҫӗ; пӗлӗт ҫинче вӗсен кӗлеткисем уҫҫӑнах курӑнса тӑраҫҫӗ.
ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл тумламсем каллех савӑтне юхса анаҫҫӗ.
Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.