Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунтан айлӑмра пахчасем сарӑлса выртни курӑнать, ҫак юшкӑнлӑ айлӑмӑн валашка пек варрипе, кукӑр-макӑр авкаланса, шыв йӑлтӑртатса юхать.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем ӑна чӗрӗлле тытасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑл лашине кайри урисем ҫине чӗввӗн тӑратрӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе авкаланса, аллинчи хӗҫне ҫапса ӳкеричченех вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна халӗ йӗнер ҫинче сиктеркелесе, пиҫӗ хулӑ пек авкаланса, учӗ мар утнӑн туйӑнать, вӑл хӑй ӑшӑ хура ҫул тӑрӑх таҫталла ҫуран утнӑ пек; утмашкӑн ӑна ҫав тери ҫӑмӑл та чуна ҫӗклентересле хаваслӑ пек…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрӑм тип вар, сӑрт тӑрӑх кукӑр-макӑрӑн авкаланса выртаканскер, сылтӑмалла, виҫӗ ҫӗрелле юпленсе кайнӑ.Длинный буерак, излучисто вившийся по бугру, повернул вправо, разветвился на три отножины.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хулпуҫҫийӗ ҫине пробкӑран тунӑ йӗнӗллӗ, никелленӗ фляга ҫакса янӑ; хӑй хыҫӗнче аллинчен усӑнса аннӑ чӗн саламат ҫӗлен пек авкаланса пырать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пулли, сарлака уҫӑлса тӑракан ҫӑварӗпе анасласа, сӑмсипеле кимӗ аяккине ҫитсе перӗнчӗ те авкаланса тӑракан хӗрлӗ ылтӑн ҫуначӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑхатӑн та ху та пӗлместӗн, те юхать унӑн анлӑ шывӗ, те юхмасть, кантӑкран шӑратса тунӑ пек вӑл, ешӗл тӗнче ҫийӗпе вара тӗкӗр пек йӑлкӑшакан кӑвак ҫул авкаланса выртнӑ пек туйӑнса каять, вӗҫӗ те, хӗрри те курӑнмасть вӑл ҫулӑн.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тикӗсех пымасть вӑл: унӑн ҫурри таран типӗ вӑрӑм курӑк ӑшне пулнӑ кустӑрмисем пӗрре пит ерипен ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре тата сасартӑк пӗрле шӑратса тунӑ дисксем пек пулаҫҫӗ те гусеницисем вара вӗсем ҫинче ҫӗленсем пек авкаланса пыраҫҫӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хапӑл туса кӗтетӗп, — савӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ те старик, ҫара урисене кровать ҫинчен хӑвӑрттӑн антарса, сиксе тӑчӗ, чӗриклетекен урай тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм турӗ, унтан хӑйӗн кукӑр урисем ҫине пӑхса илчӗ, вара сасартӑк ӑна хӑйӗн урисем кулӑшла пек туйӑнчӗҫ; вӑл кулса ячӗ те ҫара ура кӗлипе пӗрре тапрӗ, иккӗ тапрӗ, унтан авкаланса илчӗ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Салтак вара, офицер урисене йӗри-таврӑшпех хыттӑн ҫатӑрласа тытса та пичӗпе вӗсен ҫумне ҫыпӑҫса ларса, тӑвӑлса ҫитнӗ ӗсӗклӳпе чыхӑнса-пӳлӗнсе те хуҫлана-хуҫлана авкаланса, пӗтӗм кӗлеткипе сикме тапратрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тата ҫакна калама маннӑ: вӗсем кайиччен пер сехет е ҫур сехет малтан тинӗс хӗрринче ташларӗҫ, эпӗ вӗсене труба витӗр пӑхрӑм, мӗнле авкаланса сикнине куртӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Витӗр курӑнакан таса юхан шывсем пӗчӗк ҫаран тӑрӑх авкаланса, туратлӑ юман йывӑҫ чӑтлӑхӗсенче пытаннӑ.Кристально чистые ручейки, извиваясь на лужайках, скрывались в ветвистых дубравах.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта кӗске ҫул шыракансем такӑрлатнӑ утма ҫул авкаланса выртать.Здесь вилась тропинка, протоптанная теми, кто выбирал кратчайший путь.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Унӑн путек ҫӑмӗ пекех кӑтра, тӗтӗм тӗслӗрех шуранка ҫӳҫне ӗмӗрне те тура тивмен темелле, — казакла ҫӗлетнӗ кивӗ картуз кӑшкарӗ айӗнчен авкаланса тухса, ҫав ҫӳҫ кӑтрашкисем нимӗн йӗркесӗр ҫӳлелле ункӑланса тӑраҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӳсме ҫук хӑрушла ыратнипе хӗрарӑм авкаланса илчӗ те кӗске вӑхӑтлӑха тӑнне ҫухатрӗ.От чудовищной боли она бьется, на короткое время теряет сознание.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл икӗ уран тӑра-тӑра пӑхкалать, авкаланса ҫӳлелле сике-сике илет, унтан пӗшкӗнет те йӑлтӑркка кӗмӗл тусан ӑшне путса юр чавать, хӳри вара хӑйӗн, ҫемҫен те ҫӑмӑллӑн шӑвӑнса, хӗп-хӗрлӗ ҫулӑм чӗлхи пек тӑсӑлса, юр ҫине выртать.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн алли, пушӑ пек, йӗри-тавра питӗ хӑвӑрт авкаланса илет, анчах куракансем питӗ нумайӑн, кашнийӗнех ҫапас килет, упӑтене хӳринчен е мӑйӗнчи сӑнчӑрӗнчен туртас килет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫул тинӗс хӗрринелле тухать, вӑл хумсем йӗпетекен хӑйӑрлӑ ҫыран патнех авкаланса ҫывхарать, — йывӑҫ тӗмӗсен те тинӗс хумӗсене ҫывӑхран курас килет, ҫавӑнпа вӗсем кӑвак тинӗсӗн аслӑ ирӗкне пуҫ тайнӑ пек, ҫул урлӑ тайӑлса кармашаҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Анчах вӑл пилӗк утӑм та тӑваймӑрӗ, Гаврила кушак пек авкаланса ура ҫине сиксе тӑчӗ, унтан, аллипе сывлӑшра сарлакан хӑлаҫланса: — Р-раз!.. — терӗ те усаллӑн кӑшкӑрса, Челкаш ҫинелле ҫаврака чул вӑркӑнтарчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.