Поиск
Шырав ĕçĕ:
43. Ҫавсем хӑшӗ те пулин иртсе пыракан ара кӑмӑлласа унпа ҫывӑрса илсессӗн, кайран вӑл хӑйӗн хӗр-тантӑшне «эсӗ ҫавна тивӗҫеймерӗн, санӑн пиҫиххӳне туртса татакан пулмарӗ» тесе ӳпкелет.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Унӑн улпучӗсемпе ӑсчахӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫлӑхӗсене, ҫарҫисене ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗп, вӗсем ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ те вӑранаймӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ӑшша пиҫӗҫ те — ӗҫтерӗп, ӗҫтерсе ӳсӗртӗп, вӗсем савӑнӗҫ-хавасланӗҫ те — ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ; вӑранаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗтӗм ҫӗр канать, канӑҫланать, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илет; 8. кипариссем те эсӗ пӗтнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ, Ливан кедрӗсем те: «эсӗ ҫывӑрса кайрӑн та, халь пире никам та касмасть» тесе савӑнаҫҫӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ те аннем варӗнче ар вӑрлӑхӗнчен, ҫывӑрса киленнӗ хыҫҫӑн, тӗвӗленнӗ, юн кӗвелсессӗн вунӑ уйӑх хушши ӳтленнӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать: 29. «ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен, 32. кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ; 33. куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ, 34. вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; 15. пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: 16. усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: 17. вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫывӑрма выртсассӑн — шикленмӗн; ҫывӑрса кайсассӑн тӗлӗкӳ те кӑмӑллӑ пулӗ.24. Когда ляжешь спать, - не будешь бояться; и когда уснешь, - сон твой приятен будет.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куҫӑма уҫсам, вилмеллех ҫывӑрса ан каям; 5. тӑшманӑм: «эпӗ ӑна ҫӗнтӗм» тесе ан калайтӑр.Просвети очи мои, да не усну я сном смертным; 5. да не скажет враг мой: «я одолел его».
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ Хӑйӗн вӑйӗпе вӑйлисене те аркатать; ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те вӗсем — хӑйсем чӗрӗ юласси-юлмассине те пӗлмеҫҫӗ.22. Он и сильных увлекает своею силою; он встает и никто не уверен за жизнь свою.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан выртнӑ та уртӑш тӗмӗ айӗнче ҫывӑрса кайнӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Хапха хуралҫи, тулӑ тасатаканскер, тӗлӗрсе ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ та,] Рихавпа Баана, пӗртӑвансем, тулӑ илме килнӗ ҫынсем пек пулса, пӳрте кӗнӗ; вӗсем Иевосфее хырӑмран чикнӗ те тухса тарнӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. [Далида ӑна хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, Самсон ҫывӑрса кайсан, вӑл унӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине илнӗ те] вӗсене пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартнӑ, вара каланӑ ӑна: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иаиль, Хевер арӑмӗ, чатӑртан шӗвӗр шалча туртса кӑларнӑ, аллине мӑлатук тытнӑ, унтан ӗшеннипе ҫывӑрса кайнӑ Сисара патне систермесӗр пырса, ӑна тӑнлавӗнчен шалчапа чиксе ҫӗр ҫумне пӑталасах лартнӑ; Сисара вилнӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон вӑранса кайнӑ, 5. унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ; 6. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ; 7. выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.