Поиск
Шырав ĕçĕ:
Базуняк ҫав хушӑра куҫ кӗски ҫине кӗмӗл укҫа хучӗ те кофейнӑйран тухса кайрӗ.Тем временем Базуняк, оставив на зеркале монету, вышел из кофейни.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кофейнӑй тытакансем пит япшар чӗлхеллӗ; Ганко та, хӑй патне пыракансене кашнине тенӗ пек пӗр евӗр сӑмахпа култарма пӑхаканскер, Маркона та тем-тем каланӑ хыҫҫӑн, кофе тултарса лартнӑ хушӑра, Петканчово урамӗнче ҫӗрле тухтӑр мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен, унтан кайран мӗн пулса тухни ҫинчен хыпар ҫитерме те ӗлкӗрчӗ.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кала-ха, ӑҫта пултӑн ҫав хушӑра?
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йӗрленӗ хушӑра ӑнсӑртран ӑна тепӗр полицейски персе тивертнӗ.И в этот момент в него попала пуля, пущенная другим полицейским.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко тухтӑра хапха патне ҫити ӑсатнӑ хушӑра Иванчо кӗҫӗн алӑк патнелле васкарӗ, ӑна арӑмӗ уҫса кӗртрӗ.И пока Марко провожал доктора до ворот, Иванчо спешил к калитке, которую ему открыла жена.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пире ҫакса вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ, пусмӑра хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Эмексиз-Пехливан йышшисем ҫав хушӑра чарусӑр иртӗхсе пире пӗтереҫҫӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Тухтӑр, ҫак хушӑра эс хаҫатсем пӑхкаламарӑн пуль?
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вилес умӗн Топал-Хасан юлашки хут тапкаланса илчӗ, унтан шӑпланчӗ, — ҫапӑҫнӑ хушӑра Кралич унӑн кинжалне туртса илнӗ иккен те тӑшманӗн пырне касса татма ӗлкӗрнӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил урса вӗрнӗ хушӑра ҫумӑр чӗреслетсе ячӗ, вӑл чалӑшшӑн ҫапса ҫӗре лӑскать; ялтӑр ҫиҫӗм хура пӗлӗте каскаласа ватать, сенкер вутлӑ ҫутипе вӑл йывӑҫсемпе ҫӳл ту тӑррисене эрешлет, сӗм тӗттӗмре шӑранакан асамлӑ ҫак самантлӑх курӑну темле акӑш-макӑш хӑрушӑ вӑйлӑ ҫутӑ вылянчӑкне аса илтерет.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хирти ӗҫре е ярмӑрккӑсенче ҫӳре-ҫӳре хӗвелпе-ҫилпе куштӑркаса хӗрелнӗ пичӗ ялан тӗнӗ пек — кулкаланӑ хушӑра та — сивлӗкӗн курӑнать.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кайран ҫынсем апла-капла ан сӑмахлаччӑр тесе, эпӗ ун ҫинчен фирмӑна ҫырса ятӑм, е, урӑхла каласан, ҫапла ҫыртӑм: завода туянасси ҫинчен калаҫнӑ хушӑра эпӗ ун управляющийӗпе паллашса кайрӑм, управляющийӗн вара пӗтӗм пурлӑхӗ тенӗ пек завод акцийӗсенче, терӗм, вара ҫак ӗҫе пӗтерме хам вырӑна урӑх ҫынна яма ыйтрӑм, халӗ акӑ Лотер мистер килет».
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак минутран пуҫласа пирӗн хушӑра текех ним те ҫук, — тенӗ те вӑл, хӑвӑрттӑн кӑна пӳлӗмрен тухса кайнӑ.С этой минуты все кончено между нами, — сказала она и быстро ушла из комнаты.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хушӑра уҫӑмсӑр япала ан юлтӑр тесе, мана пӗр-ик сӑмах кӑна калама парӑр-ха.— Позвольте сказать несколько слов, чтобы не оставалось между нами недоразумений.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Хӑвӑн хуҫуна пӑхӑнса пурӑн; тӑшман ҫине, ҫаратас тесе, вӑрҫӑпа кайман хушӑра ун юлхавлӑхне килентерсе пурӑн; санӑн ӑна юратас пулать, мӗншӗн тесен вӑл сана сутӑн илнӗ, эсӗ ӑна юратмасан вара — вӑл сана вӗлерет», — тет вӑл хӑй умӗнче вилӗ выртакан хӗрарӑма.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, хуть те мӗнле вӑрӑм сухал ӳстерсен те е ӑна мӗнле тӑрӑшса хырса пӑрахсан та, эсӗ пурпӗрех, пурпӗрех чӑн-чӑн кӑвак чӑлха пулнипех юлатӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана кӑвак чӑлхасене чӑтма пултарайманнипех икӗ хутчен хӑваласа кӑларса ятӑм та ӗнтӗ; вӗсем пирӗн хушӑра, арҫынсен хушшинче, хӗрарӑмсен хушшинчен вунӑ хут нумайрах.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ Рязане кайнӑ вӑхӑтра Александр Матвеичпа ун хушшинче пӗр сӑмах та пулманччӗ-ха; эпӗ юлашки ӗҫе тума шутласа хунӑ вӑхӑтра Александр Матвеичпа иксӗмӗр хушӑра та, Вера Павловнӑпа иксӗмӗр хушӑра та пӗр сӑмах та пулманччӗ-ха.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Каларӑм ӗнтӗ (кусем Дмитрий Сергеич сӑмахӗсем), вӑл хӑй тӗлӗкӗ ҫинчен каласа пама тытӑнсан, эпӗ унӑн малтанхи сӑмахӗсенченех пирӗн хушӑра ӗлӗкрех пулнинчен те урӑхларах улшӑну пулса иртессине ӑнланса илтӗм.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Йӑнӑша пысӑклансах пыма эпир пӗрле пурӑнма тытӑнсан вӑл мана питӗ пысӑка хуни те пулӑшрӗ: пирӗн хушӑра ун чухне пӗртанлӑх ҫукчӗ-ха: вӑл мана ытлашширех те хисеплетчӗ; ман пурнӑҫа, эп хама епле тыткаланине вӑл чи ҫӳле хурса йышӑнатчӗ, манри уйрӑмлӑхсене ҫынсен пурин те пулмалли япаласем вырӑнне хуратчӗ, вӑхӑтлӑха вара вӑл вӗсемсӗр пуҫне урӑх ним те курми пулса тӑчӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак енӗпе илсен вара пирӗн иксӗмӗр хушӑра пӗрпеклӗх ҫукки халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех паллӑ пек туйӑнать.Кажется, ясно, что в этой причине нет ничего предосудительного ни для кого из нас.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Темиҫе уйӑх хушши ун ҫинчен пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ, кун хыҫҫӑн вара ун ҫинчен кӑшт ытларах пӗлекен ҫынсем хӑйсем мӗн пӗлнине пытарми пулчӗҫ, — Рахметов пирӗн хушӑра пурӑннӑ чухне хӑй ыйтнипе тусӗсем ун ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламан пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.