Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пророк ӑна каланӑ: ман патӑма, ман килӗме кӗрсем, апат ҫисе тух, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир патшанне мӗн те пулсан ҫисе янӑ-и е унран парнесем илнӗ-и? [е вӑл пире хырҫӑран хӑтарнӑ-и?] тенӗ.Разве мы что-нибудь съели у царя, или получили от него подарки? [Или от податей освободил он нас?]
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ; 12. ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан [Руфь] хӑй ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн юлнӑ ҫӑкӑр татӑкне [хӗвӗнчен кӑларса] хунямӑшне панӑ.И вынула [Руфь из пазухи своей] и дала ей то, что оставила, наевшись сама.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Самсон пыл карасне илнӗ те малалла кайнӑ, ҫул тӑрӑх ҫисе пынӑ; ашшӗпе амӑшӗ патне таврӑнсассӑн, вӗсене те панӑ, вара вӗсем те ҫинӗ; анчах та вӑл ҫак пыла арӑслан кӑшкарӗнчен илнине каламан.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ; 11. Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ; 12. вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. вӗсен парнисенӗн ҫӑвне ҫисе тӑнӑ, парнисем ҫине юхтарнӑ эрехе ӗҫсе тӑнӑ туррисем ӑҫта? тӑрса килччӗр ҫавсем, пулӑшчӑр сире, хӳтӗлесе, витсе тӑччӑр ҫавсем!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр; 20. Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ; 21. хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, 50. ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; 51. вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; 52. санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗн, унта ӗҫлесе тӑрӑн, анчах эрехне ӗҫсе кураймӑн, [вӗсен] ҫырлине те пуҫтараймӑн, мӗншӗн тесессӗн хурт ҫисе ярӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Хире вӑрлӑхна нумай илсе тухӑн та — сахал пуҫтарса кӗртӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк ҫисе ярӗ.38. Семян много вынесешь в поле, а соберешь мало, потому что поест их саранча.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫне, мӗнпур ӗҫӳн ырӑлӑхне ху пӗлмен халӑх ҫисе тӑрӗ; ху вара ӗмӗрӳ тӑршшӗпех хӗсӗрленине, асаплантарнине ҫеҫ тӳссе пурӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн вӑкӑрна хӑвӑн куҫу умӗнчех тытса пусӗҫ те, эсӗ ун ашне ҫисе те кураймӑн; ашакна ҫавӑтса кайӗҫ те каялла тавӑрса памӗҫ; сурӑхусене тӑшманусен аллине хӑваласа кайса парӗҫ, никам та хӳтӗлеес ҫук сана.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн ӳкӗтӗмсене, паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтӗмсене, итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, Ӑна пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӑхӑнса тӑрсассӑн, 14. сирӗн ҫӗрӗре малтанхи ҫумӑрне те, кайранхи ҫумӑрне те вӑхӑтлӑ парса тӑрӑп; эсӗ хӑвӑн тырпулна та пуҫтарса кӗртӗн, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те туса илӗн; 15. хирӳнте выльӑху-чӗрлӗхӳ валли курӑк та парӑп, ҫапла вара тӑраниччен ҫисе пурӑнӑн.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ халӑх арӑслан ами пек ура ҫине тӑрать, арӑслан аҫи пек ҫӗкленет; хӑйӗн тупӑшне ҫисе ямасӑр, вӗлернисен юнне ӗҫсе тӑранмасӑр выртас ҫук вӑл.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара моавсем Мадиан пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: вӑкӑр хир курӑкне ҫисе пӗтернӗ евӗр, ку халӑх пирӗн таврарине пӗтӗмпе пӗтерет, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.