Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Медицина комиссийӗ мана суд ӗҫӗ пекех туйӑнатчӗ, ҫитменнине тата ҫав судра манӑн кирек хӑҫан та айӑпли вырӑнӗнче пулмалла пулса тухатчӗ, мӗн ҫуралнӑранпах сарлака хулпуҫҫиллӗ те тӑваткӑл янахлӑ марччӗ эпӗ, ал шӑнӑрӗ те тӑватӑ пӑт ҫӗклейместчӗ.

Медицинская комиссия всегда была для меня чем-то вроде суда, причём на этом суде мне каждый раз приходилось признавать себя виновным в том, что природа не создала меня высоким, широкоплечим человеком с квадратной челюстью и мускулами, способными выжать четыре пуда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек пулса пыни вӑрҫӑра та ӑнса пычӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл подполковникчӗ, 1942-мӗш ҫулхине ҫуркунне вӑл генерал-майор та пулнӑ иккен.

Эти удачи продолжались и во время войны, потому что, начав её подполковником, он весной 1942 года был уже генерал-майором.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та вӗсен мӗн кирли пурте вӑхӑтра та шеп пулса пыратчӗ.

И действительно, всё у него получалось удивительно вовремя и складно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку кӗнекере хам театра кайни ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ, анчах пурнӑҫра ҫапла вӑл, сехет кустӑрмисем пӗр-пӗрне шӗтӗрнекӗсенчен тивсе майлашӑнса пынӑ пек, пулса пырать.

Конечно, не стоило бы и упоминать в этой книге, что я ходил в театр. Но, точно колёсики в часах, так цепляется в жизни одно за другое.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вӑхӑтра ют ҫӗршывсен хаҫачӗсем «Мускав патӗнче тӗлӗнмелле япала» пулса иртнӗ тесе ҫыратчӗҫ.

Почти ничего — в то время как уже совершилось «чудо под Москвой», как писали иностранные газеты,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку иккӗмӗш операци тума чарса тӑчӗ, эпӗ уксах пулса юласран врачсем чӑнласах шикленме пуҫларӗҫ.

Это задержало вторичную операцию, и врачи начали серьёзно опасаться, что я останусь хромым.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен Худфонд лагерӗ тепӗр хут пулса иртнӗ эвакуаципе таҫта, Новосибирск патнелле куҫнине пӗлмесӗр, эпӗ Ярославль облаҫӗнчи кукамай патне те ҫырса ятӑм.

Я писал бабушке в Ярославскую область, не зная, что детский лагерь Худфонда был вторично эвакуирован куда-то под Новосибирск.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫул уҫӑлсан, хайхи дрезинӑпах — ӗнтӗ мӗн тесен те Станислав хӗрӗсем ҫав дрезина патне ҫитеймен — ҫав дрезинӑрах мана ҫак виҫӗ мӑшӑр кӑвак куҫлӑ кил-йыш, манпа вӑтана-вӑтана сывпуллашса, Заозерье станцине ӑсатсан, каллех эпӗ санитарнӑй поезда ларсан, (хальхинче ӗнтӗ ку поезд лайӑх йышшиехчӗ, — ваннӑ та пурччӗ кунта, радио та, кӗнеке-хаҫат вуламалли вагон та пурччӗ), ҫӑвӑнса та тасалса, сурансене ҫӗнӗрен ҫыхтарса, суранлӑ урана медицина науки хушнӑ пек мачча ҫинелле тӑратса пынӑ чух, пӗтӗм Вӑтам Россия урлӑ иртсе, таҫта Киров хулин леш енне, каҫсенче ҫутӑ сӳнтермен лӑпкӑ тӗнчене ҫитсен, Ромашовпа ман хушӑра мӗн пулса иртнине тин аса илтӗм.

Но когда движение было восстановлено, когда семейство на дрезине — без сомнения, той самой, до которой не добрались девушки из Станислава, — доставило меня в Заозёрье и, сияя тремя парами голубых глаз, застенчиво простилось со мной, когда я вновь оказался в ВСП, и на этот раз в настоящем: с ванной, радио и вагоном-читальней, — когда, вымытый, перебинтованный, сытый, с ногой, задранной к потолку по всем правилам медицинской науки, я проспал всю Среднюю Россию и уже где-то за Кировом, в другом, тыловом мире показались незатемнённые, что было очень странно, окна, — вот когда я вспомнил и повторил в уме всё, что произошло между мною и Ромашовым.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне ман хальхи регулировщик ача пулса тӑратчӗ, ырӑ та ҫутӑ куҫлӑ ачаччӗ, вӑл та пӗчӗк кантӑклӑ лутра пӳлӗмре хӑй вырӑнӗнчен ниҫта сикмесӗр мана пӑхса тӑратчӗ те хам пӗрре пулнӑ ҫӗрелле («Красные соколы» хаҫат кӑтартнӑ ҫӗрелле) ниепле майпа та ямастчӗ.

Иногда он превращался в мальчика с такими же удивительно светлыми глазами, и мальчик тоже твёрдо стоял на своём месте и держал меня здесь, в этой комнате с маленькими окнами и низким потолком, и ни за что не пускал туда, где (если верить газете «Красные соколы») я однажды уже успел побывать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем патӗнче ӗҫсем малалла мӗнле пулса иртнине пӑс витӗр курнӑ пек кӑна кӑштах аса илетӗп.

Я плохо помню то, что было потом, и дни, проведённые у мальчиков, представляются мне в каких-то клубах пара.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксене пурне те лайӑх шухӑшласа илсен, хама ҫӑмӑлтарах пулса тӑчӗ теместӗп эпӗ.

Не могу сказать, что мне стало легче, когда эта трезвая мысль явилась передо мною.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫав тери пысӑк пулсан, ирхине мӗн пулса иртнипе танлаштарсан питӗ салху пек туйӑннӑ пулӗччӗ.

вероятно, потому, что, несмотря на всю сложность положения, он был довольно скучный, в особенности по сравнению с тем, что произошло наутро.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, ҫавӑн пек пулса тӑнӑ чух вӑл, паллах, салтаксемпе пӗрле разъезд патне каймарӗ.

Так или иначе, но в таком состоянии он, разумеется, не мог идти с бойцами к разъезду.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек пулчӗ ку, анчах хам каланинчен пин хут майӗперех пулса иртрӗ.

Так это было, только в тысячу раз медленнее, чем я рассказал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя Ромашова пулӑштарасшӑн пулса: кӗтсе тӑр, тесе те кӑшкӑрчӗ пулас, анчах вӑл ҫаврӑнса ҫеҫ пӑхрӗ, унтан каллех упӑте пек, тӑватӑ уран упаленсе кайрӗ.

Кажется, Катя крикнула Ромашову, чтобы он подождал, помог, но он только оглянулся и снова, не прижимаясь к земле, пополз на четвереньках, как обезьяна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир шухӑшламанни пулса тухрӗ те.

Но именно это и произошло.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е хамӑн аманнӑ урана пӑхсан, хам хӗвтесӗр те ҫапӑҫу хӑвачӗсӗр пулса тӑни ҫинчен шухӑшлатӑп, пире хупӑрлакан акӑш-макӑш пысӑк мӗлке тӑван ҫӗршыва хупӑрласах килет, халь акӑ вӑл пирӗн хыҫран хамӑрӑн аташнӑ поезда йӗрлесе пырать.

То думал я о том, что стал жалок, беспомощен со своей перебитой ногой перед лицом гигантской тени, которая надвинулась на нашу страну и вот теперь идёт за нами, догоняет наш заблудившийся поезд.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл истори, куҫ умӗнче мӗн пулса иртнипе танлаштарсан, ача вӑййи пек туйӑнать мана.

В сравнении с тем, что происходит на наших глазах, она представляется просто вздором.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав штатски ҫынсем епле ҫар ҫыннисем пулса тӑнине асӑрхамашкӑн пит кулӑшлаччӗ вара.

с какими смешными ошибками становились военными эти штатские люди.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑрҫӑра хампа мӗн пулса иртни тӗлӗнмелле майпа-тӑр Татариноа капитан историйӗпе те «Св. Марийӑпа» ҫыхӑнса тӑрать.

если бы то, что произошло со мной на войне, не переплелось самым удивительным образом с историей капитана Татаринова и «Св. Марии».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней