Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Тимофей ҫарӗн ҫулпуҫне те, ҫав тери йӗркесӗр те усал ҫынна, иудейсене сахал мар инкек кӳнӗскере, вӗлернӗ.32. Убили и вождя войск Тимофеевых, человека нечестивейшего, который причинил много бед Иудеям.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне ӗнтӗ чӑн-чӑн инкек курма тивнӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Килсе тухнӑ инкек халӑхшӑн тӳсме ҫук йывӑр пулнӑ.3. Тяжело и невыносимо было для народа наступившее бедствие.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иасон вара хӑй халӑхӗн ҫыннисем хушшинчех пӗр шелсӗр юн тӑкнӑ, пӗр йӑхри ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫни чи пысӑк инкек пулни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, йӑхташсенчен мар, тӑшмансенчен пурлӑх пуҫтарса илнӗ пек туйнӑ вӑл хӑйне.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк инкек ҫитсе ҫапнӑ, хӑйсемшӗн тӗслӗх вырӑнне хунӑ, пур тӗлӗшпе те ҫавсем пек пурӑнма тӑрӑшнӑ ҫынсем вӗсен тӑшманӗсем, вӗсене хӗн кӑтартаканӗсем пулса тӑнӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ саккунӗсене хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрсе пурӑнни хасасӑр иртмест, кайран вӑхӑт ҫакна хӑех кӑтартса парать.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Антиох ӑна хӑвалама пуҫланӑ, лешӗ тинӗс хӗрринчи Дора хулине тарнӑ; 12. вӑл ӗнтӗ хӑй ҫине инкек йӑтӑнса аннине, хӑйне ҫарӗ те пӑрахса кайнине курнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗ хушшинче Турӑ саккунне уяман ҫынсем палӑрса тухнӑ; вӗсем нумайӑшне: «атьӑр, каяр та хамӑр таврари халӑхсемпе килӗшӳ тӑвар: вӗсенчен уйӑрӑлнӑранпа эпир темӗн чухлӗ инкек курса пӗтрӗмӗр» тесе хӗтӗртнӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлте йӑва ҫавӑрас, ҫапла инкек алли ҫапса антарасран шанчӑклӑ тӑрас тесе хӑйӗн килӗ валли улталаса пурлӑх тӑвасшӑн ҫунакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пӗтӗмпе пӗтерсе тухӗ те, инкек тепре килмӗ вара: 10. вӗсем, пӗр-пӗринпе йӗплӗ кӳкен пек явӑнса чӑлханнӑскерсем, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскерсем, типӗ улӑм пек хыпса илсе, пӗтӗмпех ҫунса кайӗҫ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире инкек ҫитес ҫук!» тееҫҫӗ.
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑншӑн эпӗ куҫҫуль тӑкӑп, ӗсӗклесе йӗрӗп, ҫаратса хӑварнӑ, ҫарамас юлнӑ ҫын пек ҫӳрӗп, шакал пек ӳлӗп, страус пек макӑрӑп, 9. мӗншӗн тесен вӑл арканни чуна ыраттарать, ҫак инкек ӗнтӗ Иуда патне, ман халӑхӑмӑн хапхи патне, Иерусалим патнех ҫитрӗ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне ӑна каланӑ: кала-ха пире, ҫакӑ инкек пирӗн тӗле кама пула килсе ҫитрӗ? мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑн эсӗ, ӑҫтан килетӗн? санӑн ҫӗрӳ-шыву ӑҫта, мӗнле халӑх ҫынни пулатӑн эсӗ? тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхлӑ ҫыннисем, «ҫакӑ инкек пире ҫитмӗ, пирӗн патӑмӑра килмӗ!» теекенсем, пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа инкек ярассине вӑраха тӑсман, ӑна пирӗн ҫине янӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пур инкек те пирӗн пата ҫитрӗ, анчах та эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархасламарӑмӑр, хамӑрӑн ҫылӑхсенчен хӑпмарӑмӑр, Санӑн чӑнлӑхна йышӑнмарӑмӑр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ халӑхран халӑх патне инкек пырать, тӗнче хӗрринчен ҫавраҫил ҫӗкленет.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан кашни ҫынна вӗсем: «сире инкек тивмӗ» тееҫҫӗ.И всякому, поступающему по упорству своего сердца, говорят: «не придет на вас беда».
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Мана хӗсӗрлекенсем намӑсланччӑр, эпӗ вара намӑс курам мар; вӗсем чӗтресе тӑччӑр, эпӗ чӗтрем мар; вӗсем ҫине инкек кунӗ яр та вӗсене пӗтермеллипех пӗтер.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн, 6. ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн, 7. Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.