Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Пӗри кӗлтунӑ чухне тепӗри ылханса тӑрсассӑн, Патша хӑшӗн сассине илтейӗ?24. Когда один молится, а другой проклинает, чей голос услышит Владыка?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кивҫен иличчен вӑл параканӗн аллине чуптӑвать, ыйтнӑ чухне сассине ҫемҫетсе калаҫать; 6. тавӑрса парас тапхӑр ҫитсессӗн вара вӑхӑта тӑсса пырать, йӗрмӗшсе калаҫать, парӑмне памалли кун ҫитнӗшӗн ӳпкелешет.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗсем — тӗп сассине урӑхлатмасӑр, сасӑ сӗмӗсене ҫеҫ улӑштарса тӑракан псалтирь евӗр — улӑшӑннӑ; ҫакна пулни-иртнине тӗплӗн сӑнасассӑн курма пулать: 18. ҫӗр ҫинчи чӗрчунсем шыври чӗрчунсем пулса тӑнӑ, шывра ишекеннисем ҫӗр ҫине тухнӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем, вӗсен сассине илтсе, сӑнне-питне курмасӑрах, вӗсене телейлӗ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем асап тӳсмен.И те, слыша голос их, а образа не видя, называли их блаженными, потому что они не страдали.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать, хулари уҫӑ вырӑнсенче сассине хӑпартать, 21. шавлӑ халӑх хушшинче вӗрентет, хула хапхи умӗнче сӑмах калать: 22. «эй тӗттӗм ҫынсем, хӑҫанччен тӗттӗмлӗхе юратӑр? сӗмсӗрсем хӑҫанччен сӗмсӗрлӗхпе киленӗҫ? ухмахсем хӑҫанччен пӗлӗве кураймасӑр пурӑнӗҫ?
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем хӑйсем ӗмӗтленнӗ ҫӗрне тиркенӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне ӗненмен; 25. чатӑрӗсенче ӳпкелешсе калаҫнӑ, Ҫӳлхуҫанӑн сассине итлемен.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗпсӗр шыв ӑна тумтирпе витнӗ пек витнӗ; тусем ҫинче шывсем тӑраҫҫӗ; 7. Эсӗ хӑтӑрса илнипе вӗсем чупаҫҫӗ, аслатийӳ сассине илтсе хӑвӑрт каяҫҫӗ; 8. тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, айлӑмсене — Эсӗ вӗсем валли палӑртнӑ тӗле — анаҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, шывсем ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хӑйсен сассине ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хумӗсене ҫӗклеҫҫӗ.3. Возвышают реки, Господи, возвышают реки голос свой, возвышают реки волны свои.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ: 7. «Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ. 8. Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана. 9. Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аптӑраса ҫитнӗ вӑхӑтра шухӑшларӑм: «мана Хӑвӑн куҫу умӗнчен сиртӗн иккен» терӗм; анчах Сана тархасларӑм та — Эсӗ манӑн кӗллӗм сассине илтрӗн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн сассине илтмен пӗр чӗлхе те, пӗр халӑх та ҫук.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Итлӗр, итлӗр Унӑн сассине: Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан аслати кӗрлевне.2. Слушайте, слушайте голос Его и гром, исходящий из уст Его.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурне те пӑхӑнтарса тӑракан Турӑ! шанчӑк ҫухатнисен сассине илтсемччӗ, пире усал сунакансен аллинчен ҫӑлсамччӗ, мана хӑрасси-шикленессинчен хӑтарсамччӗ.]
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ тӑванӑмсем, йӑвашскерсем, кӑшкӑрса ячӗҫ те — лешӗсем хӑраса ӳкрӗҫ, тӑванӑмсем, халсӑрскерсем, кӑшкӑрса ячӗҫ те — лешӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, сассине хӑпартрӗҫ те — лешӗсем тарма пуҫларӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун сассине илтсенех хула ҫыннисем хула хапхи патне васкаварлӑн ҫитнӗ те хула пуҫлӑхӗсене чӗнтернӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа вӗсен сассине илтнӗ, вӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ; пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалимри халӑх Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурчӗ умӗнче чылай кун хушши типӗ тытнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Унчченхи Ҫурта курнӑ ватӑ священниксем, левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсем халӗ ҫӗнни патне йӗрсе те хыттӑн хӳхлесе пынӑ, 61. нумайӑшӗ вара трупа кӑшкӑртнӑ, савӑнса-хӗпӗртесе хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ, 62. пухӑннӑ йыш кӑшкӑртакан трупасен сасси аякка-аякка саланнӑ пулин те, халӑх хӳхленипе ҫынсем трупасен сассине илтеймен.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.