Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Мӗнешкел мӗскӗннӗн курӑнатӑп пулас эпӗ!» — шутларӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах вӑтанчӑк ҫынсем час-часах тӑвакан леш яланхи меслетпе лӑплантарчӗ хӑйне хӑй:
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑмахсене асаплӑн шыра-шыра, вӑрахчен чарӑна-чарӑна тӑрса, питне тӗксӗмлетсе те асаплӑн та мӗскӗннӗн йӑл кулса, вӑл темиҫе сӑмахпа хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тем-тем каласа вӑрҫса та мӗскӗннӗн йынӑшса, каҫхи кану вӑхӑчӗ ҫитессе туйнӑ ӑйӑрсене лӑплантарса, старик, пӗҫҫисене чарса, урапа ҫине тӑчӗ, тилхепене карӑнтарса туртрӗ те шуххӑн кӑшкӑрса ячӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла мӗскӗннӗн те тӳркессӗн ӳкерсе кӑтартнӑ автор «Эмел» калаври сӑнарсене — чайнай хуҫи Хуа Лао-шуаньпе ун арӑмне.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Лешӗ ҫинҫе сассипе мӗскӗннӗн нӑйклатать иккен, вӑл пур ҫавна ҫаплипех карланкине пӗтӗрсе чикет.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл нимӗнле ӳкӗте те кӗмест, хӑйӗн хӑлтӑркка урапине шав малалла сӗтӗрет, урапа ӳречи ҫине куҫса выртнӑ сӳри мӗскӗннӗн чӑнкӑртатса пырать…Он неумолимо влекла повозенку, и жалобно вызванивала привалившаяся к грядушке борона…
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шап-шурӑ сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ, амӑшӗ ҫуласа тасатма ӗлкӗрнӗ кӑтрашка пару, мӗскӗннӗн чӗтре-чӗтре, шӑнса кайнӑ тутипе амӑшӗн ҫиллине шырать.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Андрее унӑн кроликӑнни пек йӗп-йӗпе те хӗп-хӗрлӗ куҫӗсем йӗрӗнчӗклӗн те мӗскӗннӗн курӑнса кайрӗҫ.Андрею стали противны и жалки ее мокрые, красные, как у кролика, глаза.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, кулкаласах пӗр-пӗр турата ҫӑмӑллӑн тытса сирнӗ пек, алӑка хупӑрласа тӑракан Тимофее айкинелле пӑрса тӑратрӗ, унтан сулӑмлӑн утса пынипе мӗскӗннӗн чӑнкӑр-чанкӑр янӑраса кайнӑ савӑт-сапа шкапӗ тӗлӗнчен иртсе, арча патне ҫитсе тӑчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Самолет ӗнтӗ халӗ аманнӑ вӗҫен кайӑк пек мӗскӗннӗн курӑнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл вара, пуҫне ҫӗрелле аяла-аяла усса, ача пекех мӗскӗннӗн те сасӑсӑр йӗрсе ячӗ.А она беззвучно заплакала, с какой-то тихой детской беспомощностью, низко склонив голову.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ темле илемсӗр те мӗскӗннӗн курӑнать…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Никама та мӗскӗннӗн курасшӑн пулман ҫав кун Соломон.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫулӑн икӗ енӗпе юр пуснипе курпунне кӑларнӑ хура армутипе талпиҫенсем мӗскӗннӗн ларса юлаҫҫӗ.Жалко горбятся засыпанные макушки чернобыла и татарника по обеим сторонам дороги.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунта вӗсем пур япала ҫине те, аптранипе, хурлӑхлӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаласа пӑхатчӗҫ, пӗр-пӗрине хирӗҫ мӗскӗннӗн кулкаласа, хуллен калаҫатчӗҫ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Обломов питӗ мӗскӗннӗн, чӗрене ыраттармалла вӑтанчӑклӑн кулса илчӗ; ҫӗтӗк-ҫурӑк ыйткалакан, хӑйне ҫарамас ҫӳренӗшӗн ӳпкелесен, ҫапла кулать.Он в ответ улыбнулся как-то жалко, болезненно-стыдливо, как нищий, которого упрекнули его наготой.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир пачах урӑхла! — мӗскӗннӗн каларӗ Захар, улпут мӗн каласшӑн пулнине ӑнланаймасӑр.— Вы совсем другой! — жалобно сказал Захар, все не понимавший, что хочет сказать барин.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тин ҫеҫ туса пӗтерсе шыва антарнӑ хӑватлӑ броненосец, сулахай аякӗ ҫине кайса ӳкнӗскер, Кронштадтри гаваньре мӗскӗннӗн курӑнса выртнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑхӑт иртнине кура хӑрах енӗ унӑн тайӑлса пусӑрӑннӑ, ҫакӑ пӗчӗк ҫурта уксах пекле те мӗскӗннӗн кӑтартать.Но одна сторона ее от времени осела, и это придавало избушке хромой и печальный вид.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.