Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗлет урайӗнче пӗр пӗчӗкҫӗ шӑтӑк пулнӑ.
Кӗлӗт айӗнче пурӑнакан шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр шӑши кӗлет айӗнче пурӑннӑ.
Кӗлӗт айӗнче пурӑнакан шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗрре вӗсем, кӗлет патӗнче вылянӑ чух, хӑйсен пуҫ тӗлӗнче ҫӳлте ҫинҫе сасӑпа темӗскер макӑрнине илтех кайнӑ.Один раз они играли подле амбара и услыхали, над головой что-то мяучит тонкими голосами.
Кушак ҫури // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кикенек! — пӗрре «кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса сӑмсуна чикен», тесе вӑрҫса, тапре «тупӑннӑ, ир-ирех чӑрмантарса ҫӳреҫҫӗ, сехрисене хӑпартса тӗрӗс турӑн», тесе мухтаса, Хвеччис пӑру пек йыттине кӗлет кӗтессине кайса мӑйкӑчларӗ те хӑнасем патне таврӑнчӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫуртне ӑна, халь пурӑнаканнине, кӗлет вырӑнне, пахча енне лартмалла пулать, ҫулла выртса тӑма.Дом его, ныне существующий, надо будет поставить на месте сарая, к огороду, летом полежать.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юнашарах — пысӑк чердаклӑ кӗлет.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Саша хӑйсен амӑшне вӑрлӑх хунӑ обществӑлла кӗлет патӗнче те, вулав ҫуртӗнче ирттерекен лекцисенче те, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсенче те курчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Шыра-шыра тӗттӗм те пулчӗ, кӗлет ӑҫта иккенне ҫаплах тупаймарӗ.Но вот уже наступила темнота, а он никак не может отыскать этот злополучный лабаз.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунӗпе хула курса ывӑнса ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫав кӗлет ӑҫта иккенне чухласа тупӑп та каллех ҫавӑнтах ҫывӑрӑп тесе шухӑш тытнӑччӗ Тимрук.И сегодня, находившись по мостовым, Тимрук решил заночевать там же.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей хӑй пӗлӗшӗсем патӗнче клатсем тутарчӗ, килӗнче шанчӑклӑ кӗлет лартиччен аякри ялсенчи тыррине ҫапса аппаланасшӑн пулмарӗ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫичҫӗр ҫитмӗл пӑт тырра вырнаҫтарма ик кӗлет кирлӗ, пӳлмисем те хутлӑ-хутлӑ пулмалла!..Подсчитал Шерккей и то, что для хлеба понадобятся два амбара и сусеков много-много!..
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавӑн пек, Шерккей те, вуникӗ платник тара тытса, вуник алӑклӑ кӗлет лартса ярӗин?Может, и Шерккею нанять двенадцать плотников и заказать двенадцатидверный амбар?
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Лешсем вара, кӗлет туса пӗтерсен, кашни хӑй алӑкӗ урати ҫине ларса, хуҫа пире вилӗмрен ҫӑлчӗ иккен-ха тесе, савӑнса макӑрнӑ, тет.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйне ҫаратма пынӑ вуникӗ хураха тытнӑ тет те, сире пурсӑра та вилӗмрен хӑтарӑп тесе, вӗсене хӑй валли вуник алӑклӑ юман кӗлет тутарттарнӑ, тет.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ав, кӗлет пулнӑ вырӑнта, ирхи ҫил кӗле вистесе тасатнӑ ҫӗрте, хӑрах аяккинче темӗн чухлӗ пӑта выртать, шупкалнӑ вӗсем.Вон они лежат целой кучей на месте сгоревшего амбара, они прогорели аж до белой золы.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пуринчен малтан тенӗ пек кунта ҫитнӗ Элентей кӗлет алӑкне тапса ҫӗмӗрчӗ.А прибежавший на пожар первым Элендей пинками выбивал дверь амбара, чтобы спасти хлеб.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗлет пуҫӗнчен ҫӗкленнӗ кӑвак кӑвакарчӑнсем, ҫуначӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянтарса, ҫӳле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те канӑҫсӑр ҫаврӑнаҫҫӗ.С крыши амбара, часто-часто перебирая крыльями, взмыли в небо голуби.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хальхинче Шерккей йывӑҫ чӗресне шӑлами сӗлӗ тултарчӗ, кӗлет урайне тӑкӑннӑ пӗрчӗрен шӑлса тухрӗ, чӗресне ҫӗклесе вити патнелле кӑна пыратчӗ — сасартӑк унӑн ҫӳҫпуҫӗ вирелле йӑшӑлтатса хӑпарчӗ: аяккинелле тайӑлнӑ пӑлтӑр алӑкӗнчен тӗтӗм парӑлтатса тухнине курах кайрӗ.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Атте, — терӗ вӑл хӑранӑ сасӑпа, — пирӗн кушака тем пулнӑ, вилет, чӗп-чӗрӗ юн, кӗлет умӗнче урисене тӑскаласа выртать.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ӑна кӗлет патнелле ывӑтрӗ, хӑй пӳрте кӗчӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.