Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй ӑшӗнче вӑл йӗркене кӗрсе ҫитеймен шухӑшсене аталантарать, пуҫра Гаранжа вӗрентӗвӗн вӗлерес пек кӑвасак наркӑмӑшӗ йӳҫсе хӑпарать, унӑн вачӗ Григорий ҫине те куҫрӗ.Он вынашивал в душе неоформленные решения, бродила в нем желчь гаранжевского ученья.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий унпа хирӗҫкелесе те пӑхрӗ, анчах та Гаранжа кашни хутрах ӑна ҫӑмӑл, вӗлерес пек ҫӑмӑл ыйтусемпе хӗстере-хӗстере лартать те, Григорин вара, ирӗксӗрех, унпа килӗшме тивет.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суда лекес тетӗр-и, хӑвӑра пертерсе вӗлерес килет-им?
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗлерес пек хӑваласа хӑшкӑлтарнӑ лаша йывӑррӑн хашкаса сывлани тата, ун хыҫӗнчен пӑхсан, нимӗн те тытса чармасла хурҫӑ савӑл пек йӑлкӑшса пыракан нӳрӗ пӗчӗк хӗрлӗ хӑмач татӑкӗ ҫеҫ асра тарса юлчӗ унӑн.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗлерес тетӗн-им кӗсрене?
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Паян-ыран пӗрех персе вӗлерес сутӑнчӑкшӑн Шошин чӑтсан, партизансем мӗн калӗҫ тата?
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аниканов ыйтнӑ, тархасланӑ тата тупа тунӑ: «Амантас пулсан — хамах шуса тухатӑп. Вӗлерес пулсан — пӑрахӑр та хӑварӑр. Нимӗҫ мана — вилӗскере — мӗн шуйттанӗ тума пултартӑр!»
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Анчах вӑл хӑй ытла та кӗрӗс-мӗрӗс пулни разведчиксене хӑратнӑ: ӑнсӑртран вӗлерес е амантас-тӑвас пулсан, мӗн тумалла-ха?Однако Аниканов был так огромен и тяжел, что разведчики боялись: а что если его убьют или ранят?
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Манӑн ӑна чӑтма ҫук хӗнес, вӗлерес килчӗ (хама хам чарма эпӗ ҫапах та шутламарӑм), анчах ун пек тума юраманнине эпӗ пӗлнӗ, ҫавӑнпа та сӗтел ҫинчен прес-папьене ярса илтӗм те тепӗр хут: «Тухса кай!» — терӗм, вара ӑна ун ҫывӑхне урайне петӗм.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӑна халех вӗлерес килекен ан пултӑр тесе, манӑн ун умӗнче ырӑ кӑмӑллӑ пулма тиврӗ.Я должен был, для того чтобы не отдаться желанию сейчас же убить его, ласкать его.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Халь-халь хӑрушӑ тавлашу пуҫланса каяс пек туйӑнать — ҫавӑн пек тавлашу вӑхӑтӗнче вара е хӑвна, е ӑна вӗлерес килет.Чувствуешь, что вот-вот начнется та страшная ссора, при которой хочется себя или ее убить.
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗлерес ҫук! — кӑшкӑрса ячӗ Озеров, ашкӑнакан ӳсӗр ҫын пек, хӑрушӑ сӑн-питне хаяррӑн чалӑштарса.Не убьет! — закричал Озеров, как буйный пьяный, в бешенстве кривя страшное лицо.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Мӗнпе вӗлерес ӑна пирӗн? — ӑнлантарать Володя.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӳлте пуҫ пулса тӑракан классем, корольсем, полицейскисем, — хӑраса ӳкнӗскерсем, — Володьӑна вӗлерес тесе ураран ӳкичченех шыраҫҫӗ, анчах вӗсен нимӗн те тухмасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Хӑвӑн пиччуна е шӑллуна вӗлерес пулсан, савӑннӑ пулӑттӑн-и эсӗ?
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сӗтел пуҫӗнче эпӗ, утрав патшипе хуҫи, ларатӑп, хама пӑхӑнса тӑракансен пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра: эпӗ вӗсене вӗлерес тесен — вӗлерме, каҫарас тесен — каҫарма, ирӗклӗх парас тесен — ирӗклӗх пама, ирӗклӗхе туртса илес тесен — туртса илме пултаратӑп, мана пӑхӑнса тӑракансем хушшинче пӗр пӑлхавҫӑ та ҫук.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак пӑлханса кайнӑ пысӑк ушкӑна нимӗнле дисциплина та чарма пултараймасть, вӗсене пӑлхар халӑхне ҫаратас та вӗлерес тенӗ туйӑм ҫеҫ хӗтӗртсе хавхалантарса тӑрать.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗнтӗ телейӗ тӗлне-и, инкеке-и, сутӑнчӑка вӗлерес тенӗ шухӑша урӑх вӑхӑта хӑвармалла пулчӗ те, Кандовӑн ӗмӗчӗ те нимӗне тӑман пек вӑтаҫӗртен татӑлчӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.