Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аташса (тĕпĕ: аташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ халь аташса кайрӑмӑр.

Вот и заблудились.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӗрачасем йывӑҫсем хушшипе аташса ҫӳреҫҫӗ.

Девочки бредут между деревьями.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эпӗ аташса кайрӑм! — тет хӗрача хытӑ макӑрса.

— Я заблудилась! — отвечает девочка, громко плача.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эпир карттӑсӑрах та аташса каймӑпӑр…

— Мы и без карты не заблудимся…

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫултан аташса кайса вӑл ҫурҫӗрелле, «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗпе» Диз юханшывӗнчен нумай аякка килсе тухнӑ.

Он шел на северо-восток, удаляясь от реки Диз, и попал в долину реки Коппермайн.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл хӑй аташса кайман иккенне шансах тӑрать.

Это он знал.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Анчах ку, вӑл аташса кайнине пӗлтермест-ха.

Но он не сбился с пути.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Аташса ҫӳренӗ ывӑлӗсене йышӑнса — Ҫӗр ытамне сарать, сарать…

Земля раскрывала объятия, принимая блудных сынов.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аташса, ҫӗтсе ҫуна йӗрӗнчен пӑрӑнас-тӑк, чӑн та, ӑҫталла утмаллине те тӗшмӗртсе пӗтереймӗн тӳрех.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫултан аташса каяттӑн, пур сукмаксене те ҫухататӑн, юлашкинчен, вӗсене шыраса ывӑнса ҫитсен, шӑлсене ҫыртатӑн та чӑтлӑхпала тӳрех, ҫӗрте выртакан хӑрӑк йывӑҫсем тӑрӑх, шурти чӳхенсе тӑракан тӗмескесем тӑрӑх уттаратӑн — юлашкинчен вара, яланах ҫул ҫине пырса тухатӑн.

Собьешься с дороги, потеряешь все тропы, наконец, устав искать их, стиснешь зубы и пойдешь прямо чащей, по гнилому валежнику, по зыбким кочкам болота — в конце концов всегда выйдешь на дорогу!

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кӗрхи салхуллӑ кунсенче, хӗвеле курма мар, ӑна туймасӑр ун ҫинчен манса кайнӑ чухне, — кӗрхи кунсенче темиҫе хут та вӑрманта аташса ҫӳреме тӳр килетчӗ.

Хмурыми осенними днями, когда не только не видишь, но и не чувствуешь солнца, забываешь о нем, — осенними днями не однажды случалось плутать в лесу.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Акӑ пӗрре вӑл, ним тума аптӑранӑран, турра пуҫҫапма тухса карӗ те пӗр-ик ҫул хушши аташса ҫӳрерӗ, кайран вара сасартӑк ҫӗнӗ ҫын манерлӗ пулса ларса килсе ҫитрӗ: ҫӳҫӗ — хулпуҫҫи таран, пуҫӗнче — пачӑшкӑ калпакӗ, пӗвӗ ҫинче шуйттан тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗссӗрленнӗ ряса; пурин ҫине те уланкӑлла пӑхать те кутӑнлансах сӗнсе ҫурет: ӳкӗнӗр, ылханлӑскерсем! тет.

Вот пошел он единожды, от нечего делать, на богомолье и плутал года с два срока, а после вдруг объявился в новом виде: волосья — до плеч, на голове — скуфеечка, на корпусе рыженькая ряска чёртовой кожи; глядит на всех окунем и предлагает упрямо: покайтесь, треклятые!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хитре куҫӗсем, тӗксӗмленнӗ сарӑ стенасем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ хушӑра, ман пит ҫинче тата пуҫ вӗҫӗнчи табуретка ҫинче ларакан хӗрӗн пӗчӗк аллисем ҫинче чарӑна-чарӑна тӑратчӗҫ.

Красивые глаза, мутно плутая по желтым стенам, останавливались на моем лице и на маленьких руках девушки, сидевшей на табурете у изголовья.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӗвелӗ пӗлӗтсем хушшинче аташса кайнӑ, хутран-ситрен ҫеҫ вӑл хулӑм пӗлӗтсем витӗр, хӗллехи пек, пысӑк кӗмӗл тумха евӗрлӗ курӑнкаласа илет.

Солнце заплуталось в облаках, лишь изредка просвечивая сквозь их гущу большим серебряным, по-зимнему, пятном.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Раштавранпа аслӑ типӗ ҫитичченех Давидов вӑрӑммӑн ӳсӗре-ӳсӗре пулат ҫинче выртрӗ, шӑршлӑ юн чӑмаккисене вӑл мӑшкӑлтӑк шыв лахханне лектереймесӗр ҫӗрелле сура-сура пӑрахатчӗ, юнӗ урайне лачлаттаратчӗ; ҫӗрлесенче вӑл аташса кӑшкӑрнипе ҫынсене вӑрататчӗ.

С Рождества вплоть до великого поста Давидов лежал на полатях, затяжно кашляя, плевал вниз шматками пахучей крови, не попадая в ушат с помоями, кровь шлепалась на пол; по ночам он будил людей бредовыми криками.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мастерсем харлаттараҫҫӗ, тӗлӗкре йӑнӑшса илеҫҫӗ, тахӑшӗ сӑмахӗсемпе антӑха-антӑха кайса, тӗлӗкре аташса выртать, пулат ҫинчен Давидов хӑй пурӑнӑҫӗн юлашкисене сура-сура кӑларса пӑрахать.

Мастера храпят, мычат во сне, кто-то бредит, захлебываясь словами, на полатях выкашливает остатки своей жизни Давидов.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Этем ӑсӗ хӑй шухӑшласа кӑларнӑ чӑтлӑхсенче аташса ҫӳрет, шуйттана пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл этем чунне, турӑ халалласа панӑскере асап кӑтартса, усал кашкӑр пек аташса ҫӳрет!

— Блуждает разум человеч в дебрях вымыслов своих, подобно лютому волку блуждает он, диаволу подчиненный, истязуя душеньку человечью, божий дар!

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ ун ҫине пӑхса хурлӑхлӑ музыкӑна итлесе, аташса лараттӑм: ӑҫта та пулин ҫӗр айне пытарса хунӑ укҫа тупам та пӗтӗмпех ӑна парам, — вӑл пуян пултӑрччӗ!

Смотрел я на неё, слушал грустную музыку и бредил: найду где-то клад и весь отдам ей, — пусть она будет богата!

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсем пурте темле аташса кайнӑскерсем, тӑвансӑр-мӗнсӗрскерсем, пӗтӗм ҫӗр те вӗсемшӗн ют пек туйӑнать.

Все они какие-то заплутавшиеся, безродные, вся земля чужая для них.

VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Атӑл ҫинче пулин те, ҫапах та тӳрӗ ҫул ҫинче те аташса кайма пулать-ҫке.

Оно хоть и Волга, а и на прямом пути сбиться можно.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней