Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел йӗри-тавра асамат тӗрриллӗ хӗвел карти йӑсӑрланать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Асамат кӗперӗн тӗсӗсемпе выляса тӑракан сывлӑшра лӑпкӑн кӑна, ерипен-ерипен эрешмен карти каркаланса шӑвать, пӗр ҫӳлелле хӑпарать вӑл, пӗр ҫӗр ҫумӗпе сарӑлать.В радужном сиянии плывет паутина, плывет тихо-тихо — то подымается вверх, то падает на землю.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав пӗлӗтрен йӗри-таврари хир-улӑхсем ҫине, рельсӑсем тӑрӑх хашӑлтатса чупакан пуйас ҫине, тӑм тивнипеле юмахри кайӑксен капӑр тӗкӗсемпе эрешленнӗ пек курӑнакан вӑрман ҫине, инҫетри хурӑнсен картина ҫинчи пек илӗртӳллӗ те капмар ӳкерчӗкӗсем ҫине тата кӗр умӗн тӑлӑх арӑм евӗр салху та кичем курӑнса тӑракан пӗтӗм ҫӗр ҫине, — асамат кӗперӗн пин-пин тӗрӗллӗ йӑлтӑркка шевлисемпе выляса, — чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан силлӗ ҫумӑр шӑпӑртатать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл хутран-ситрен аялалла пӑхса илет, шыв урнӑ пек сиксе, чулсем ҫине пӗрхӗнет, асамат кӗперӗ тӗсӗсемпе выляса илет, хуран пек лакӑмсенче шыв кӑпӑкланса вӗрет.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара уйӑх пӗлӗте урлӑ пӗкӗ пек авӑнчӑк ҫулпа хӑвӑрт шуса каҫрӗ те пӗлӗт асамат кӗперӗ пек ялкӑшса кайрӗ, ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ, Кубань шывӗ те хӑй ҫыранӗсенчен тухнӑн, вӑрман шиклӗн кӗрлесе ларнӑн, ҫеҫенхире темиҫе ҫӗрте пушар хыпса илнӗн туйӑнчӗ…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лерелле Ставрополь ҫеҫенхирӗ асамат кӗперӗ пек ҫуллахи тӗссемпе ҫиҫсе, тӗкӗр пек кӳлӗсемпе, пӗвесемпе сарӑлса выртать, Сергей тахҫанччен ытараймасӑр хӑй айӗнчи тикӗс ҫӗр ҫине пӑхса пычӗ, — пӑхрӗ, пӑхрӗ те аллине сулса: «Ух, ытла та сарлака-ҫке эсӗ!» — терӗ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шыв тапса тухрӗ, урапа юлхаввӑн ҫаврӑнкаласа, тимӗр йӗпписемпе чӑнкӑртатма пуҫларӗ, шыв тумламӗсем асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатса сирпӗнчӗҫ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нурания Василова палӑртнӑ тӑрӑх, кӑларнӑ сортра кӑткӑс комбинаци – унӑн тытӑмӗнче «Амир», «Асамат кӗперӗ» тата ыттисем.
Ҫӗрҫуллӑх тӗлне ҫӗнӗ сорт // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... lne-n-sort
Ӑна вӑл Житомир хулинче усламҫӑ еврейрен икӗ тенкӗ парса илнӗччӗ те, хӑйӗн куҫ шӑрҫине сыхласа усранӑ пекех сыхласа усранӑччӗ, походсенче кӑлара-кӑлара пӑхса, унӑн асамат пек кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлкӑшса тӑракан тӗрри ҫине пӑхса савӑнса пурӑнатчӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казак картузӗсен хӗрлӗ кӑшӑлӗсем, кӑвак та хура мундирсемпе сюртуксем, ҫаннисене шурӑ тутӑр ҫыхнӑскерсем, хӗрарӑмсен тутрисем ҫинче йӑлкӑшакан асамат вӑййи, тӗрлӗ-мӗрлӗ юбкӑсем, мӑкӑрланакан ҫутӑ тусан хӳрисем вӗлтӗртетсе юлаҫҫӗ кашни урапа-кӳме хыҫӗнчен.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малта, йӗркен тӑрса тухнӑ хӗрарӑмсен асамат кӗперӗ пек эрешлӗ тутӑрӗсем вӗлтлетеҫҫӗ, анчах та вӑл куҫӗсемпе пӗрне ҫеҫ, хӑюпа ҫӗленӗ шурӑ тутӑрлине шырать.Впереди рассыпанной радугой цвели бабьи завески, но он искал глазами одну, белую с прошитой каймой.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вутсыпписем ҫине шӑрӑх ҫӗршывсене туса кӑтартнӑ ӳкерчӗксем ҫинче курнӑ евӗрлӗ тӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗк кайӑксем пырса та ларнӑ ӗнтӗ, акӑ вӗсем чӗвӗлтетеҫҫӗ, асамат кӗперӗ пек ҫуначӗсене силлентеркелесе сиккелесе ҫӳреҫҫӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа лараҫҫӗ, вӗсен хуйхӑсӑр хаваслӑхӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть…
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗлӗтсем хушшинчен темле майпа хӗвел хӗлхемӗ сиксе тухрӗ, вара тӳпере асамат кӗперӗ карӑнчӗ: унӑн пӗр вӗҫӗ Кубань ҫине, тепри — инҫетре, сӑртра кӑштах курӑнса ларакан вӑрман ҫине перӗнсе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Теттесемпе, шӑрҫасемпе капӑрлатнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ электричество лампочкисенчен тунӑ асамат кӗперӗ евӗрлӗ гирлянда ҫакса янӑ ҫап-ҫутӑ ёлка!Елка в огнях, в игрушках и бусах, опоясанная радужными гирляндами электрических лампочек.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аялта пӗр хӗррипе, асамат кӗперӗ пек, тӗсӗ кайма пуҫланӑ сарӑ-хӗрлӗ-кӑвак пичет ҫаврашки лекнӗ ӳкерчӗк ҫинчен Володя ҫине тӳрех савӑнӑҫлӑ хӗсӗкрех куҫӗсемпе ҫамрӑк та кӗрнеклӗ матрос пӑхать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшпӗр тумламӗсем магазин витринисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, кантӑк тӑрах юхса анаҫҫӗ; кантӑк ҫинче вара куҫа йӑмӑхтаракан Крым хӗвелӗ ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса илемлӗ асамат кӗперӗ туса хурать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑйне валли Володя хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ пайӑркисем ӑшне путса, хӑйне те ҫав ҫутӑран е тата ҫутӑ ӑшӗнчи ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫекен асамат кӗперӗ тӗслӗ тусан пӗрчисенчен тунӑ пек, ҫав тери ҫӑмӑл та черченкӗскер, чупса кӗчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, Чудищӗн ытла та тискер пуҫне ҫинҫе аллисемпе ыталаса илчӗ, унӑн таса чунне тата ырӑ чӗрине юратма ӗлкӗрнӗскер, хрусталь пек янӑравлӑ, залӑн кашни кӗтессине ян каякан сасӑпа (ҫак сасса илтсен Володьӑн пырӗ кӑтӑкланма пуҫларӗ) кӑшкӑрса ячӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малтан ун куҫӗнче ялтӑркка хӗлхемсем, унтан асамат кӗперӗсем, юлашкинчен тӗксӗм пӑнчӑсем выляса илчӗҫ; вӑл каллех васкаса чӑмрӗ, шыв айӗнче куҫне уҫрӗ, унта темле тӗксӗм симӗс тӗссем курчӗ — уйӑхлӑ каҫ пӗлӗт ҫавӑн тӗслӗ пулать.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн чунне асамат кӗперӗ шанчӑкпа кӗренлетрӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.