Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫыруне алси ӑшне чикрӗ, йӗлтӗр патакӗсемпе тӗренчӗ, темиҫе утӑм хыҫҫӑн, халачӗн вӑрӑм аркипе ҫыхланса ӳкрӗ, унтан сиксе тӑчӗ те вӑл, халачӗ аркине шӑлаварӗ кӗсйине пӗтӗрсе чикрӗ, вара, шурӑ чӑрӑшсен хушшипе авкаланса, вӗҫтере пачӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Кӳлепипе авкаланса пынӑ май чашкӑрать, хӳрипе пӑтратать, тавраналла вут-хӗм сирпӗтет.
Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.
Малтанах вӑл хӗрлӗ ҫӳҫесен ҫӑран ашкӑрса ӳсекен симӗс тӗмӗсене, Донӑн ампӑс-тӗмпӗссӗн авкаланса выртакан кӗмӗл ытамне, ҫил арманӗн майӗпен ҫаврӑнакан ҫунаттисене курчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асар-писеррӗн ҫатӑлтатакан ҫулҫӑсен шурӑ ҫавраҫилӗпе кӗптеннӗ каврӑҫӑн шупка симӗс вулли енчен енне авкаланса тайӑлчӗ.Раскачивался бледный ствол ясеня, окутанный белым кипящим вихрем мечущейся листвы.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӗтел ҫитти лапӑрчӑк, пӳрт варринчи ҫӗр урайӗнче 13-мӗш кавалери полкӗн взводнӑйӗ шуйттан ҫури пек авкаланса ташша тӗпретет.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Фомин, кӗрӗк пиншак тӳмисене вӗҫертсе ярса, хӑмӑр саспаллисемпе тӗрленсе пӗтнӗ ансӑр ҫӳхе хут телеграфист пӳрнисем айӗнче ҫӗлен пек авкаланса шунине краҫҫын лампи ҫутинче пӑхса тӑрать.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ретсем, кукӑр-макӑррӑн авкаланса, чалӑш-чӗлӗшшӗн чӳхенсе малалла шӑваҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн майлӑ кукӑр-макӑррӑн авкаланса иртет тип ҫырма хӗррипе, сӗвек тайлӑм тӑрӑх, качакасен чӗрнисемпе йӗрленсе якалнӑ пӗчӗкҫӗ сукмак; ҫапла пырать-пырать те вӑл, пӗр-пӗр кукӑра ҫитсен, сасартӑк тим ҫырма тӗпнелле чӑмса кӗрет, касса татнӑ пек ҫухалать, — вара ҫук малалла кайма, сукмак татӑлнине тараватсӑррӑн пӗлтернӗ майлӑ шӑрт пек хытхура кӑна унта, хӳме майлӑ курӑнса, кашласа ӳсет.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӳречерен Атӑлӑн юрлӑ ытамӗ курӑнса выртать; ун хыҫӗнче, сарлака пӗкече пек ҫаврӑнса, тӗссӗр кӑвак вӑрман тасалать, инҫетре уй-хирсен хумлӑн-хумлӑн авкаланса выртакан ҫемҫе сӗмӗсем палӑраҫҫӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кольт патӗнчен, ҫинҫен авкаланса, кӗпи тӑрӑх хура хӗрлӗ юн йӑрласа анать.Мимо кольта извилисто стекала по сорочке тонкая и веселая черно-рудая струйка.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан вӑл, Подтелков ҫине тӳррӗн тӗллесе кӑтартса, ун ҫине кӑна пӑхса, авкаланса илчӗ, ҫухӑрса ячӗ:— И, уже прямо указывая на Подтелкова, обращаясь непосредственно к нему, он изгибался, кричал:
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пулеметсем патӗнче, типпӗн ҫатӑртатса, кукӑр-макӑр лентӑсем авкаланса выртаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Геворкянц ҫӗлен пек авкаланса шуса пырса выртрӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Станицӑран обоз авкаланса тухрӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӑшалне персе яма ӗлкӗрнӗ Бешняк вилес умӗн авкаланса илсе, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, ҫӗр ҫине кукленсе ларчӗ: нимӗҫсен ҫӗҫӗллӗ штыкӗ унӑн хырӑмне шӑк хӑмпине ҫурса ҫурӑм шӑммине пырса тӑрӑннӑ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сотньӑсем, ҫӗлен пек авкаланса, сылтӑмалла пӑрӑнса каяҫҫӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Июньти ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче тупӑсенчен кисретсе ним юлми аркатса пӗтернӗ местечка ишӗлчӗкӗсенчен пӗр ҫухрӑмра, вӑрман ҫывӑхӗнче, окопсен кукӑр-макӑр речӗсем авкаланса тӑсӑлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗттӗмелле кукӑр-макӑррӑн авкаланса кӗрекен окопсен хура шӑтӑкне те вӗсем, пӗрлех чӑмрӗҫ, унтан иккӗшӗ икӗ еннелле уйрӑлса кайрӗҫ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Ши-ши-ши-ши-ши! Шикки-шикки-шикки-ши!» — татти-сыпписӗр шӗввиклетсе, хӑватлӑ шыв юххи пек хумлӑн-хумлӑн авкаланса илсе янӑрать шӑхӑрнӑ сасӑ; унтан, ӑна хупласа хурса, сахалтан та пӗр вӑтӑр сасӑ пулӗ, вӑйлӑн мӗкӗрсе яраҫҫӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.