Поиск
Шырав ĕçĕ:
Картишӗнче ҫӗнӗ хуралтсем хушӑннӑ, пахча хыҫӗнче, ҫуркунне шап-шурӑ тум тӑхӑнса, ҫамрӑк сад ҫӗкленнӗ, лутра улмуҫҫисем хушшинчи сарӑ вӗллесем патӗнче кунӗпех пыл хурчӗсем сӗрленӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эрешлӗ-эрешлӗ кӑвак чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче кӑвакарчӑнсем кӑваклатнӑ, чӳрече янаххисем ҫинче чикен курӑкӗ ҫунса тӑнӑ, сенкер тӳпе пек таса кантӑк витӗр тӗксӗм пилеш йывӑҫҫисем кармашса пӑхнӑ, пӳрт умӗнчи пӗчӗк садра йӑм-хӗрлӗ мальвӑсем хумханса ларнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лутра вӑрман хыҫӗнче сайра хырсем сӑрталла тапаҫланаҫҫӗ, унтан вара ӗмӗрхи тайга вӑрманӗпе, ура ярса пусмалла мар упа чӑтлӑхӗсемпе витӗннӗ инҫетри тусем тӗтре евӗр кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр вӑрман хыҫӗнче анах ҫӗнӗ вилӗ тӑприсем юлнӑ, хирте ҫӳп-ҫап, пыльчӑк юлнӑ, тата пӗр пӗчӗк пӳртре, хуралҫӑ патӗнче, ашшӗ-амӑшӗсем манса, е юри пӑрахса хӑварнӑ пӗчӗк ачасем тӑлӑха тӑрса юлнӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫынсем пӑлханнине кура унӑн чӗри те пит пӑлханса кайнӑ; ун ӑшӗнче, туланӑ тискер кайӑк вӑранса тӑнӑ, хӑйӗн тирне хӑтарма вӑхӑт ҫитнӗ; вӑл хӑй хыҫӗнче арӑмсем йӗнӗ сасӑсене хӑлхана те чикми пулнӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Пурте шыв ҫинелле пӑхнӑ; унпа пӗр пароход, унӑн хыҫӗнче икӗ тем пек пысӑк парша тӑнӑ; пурте паршасем ҫинчи ҫӳллӗ юпасем ҫине пӑхнӑ; вӑл юпасем тӑрринче темиҫе тӗрлӗ ялавсем илемлӗн ҫилпе вӗҫсе, хумханса тӑнӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫуркунне, шывсем чакнӑ хыҫҫӑн ҫарансенче, таса вырӑнсенче нумай ҫӗрте ҫӗнӗрен хунӑ хӑйӑр, пыльчӑк тӗмисем юлаҫҫӗ; ҫавӑн пекех ҫакӑнта та, аслӑ Ҫӗпӗр хирӗнче, ҫулла ҫӗнӗ ҫӗре куҫас шухӑшпа ҫӳренӗ ҫынсем хыҫҫӑн, пӗр вӑрман хыҫӗнче нумай ҫӗнӗ вилнӗ ҫын тӑприсем юлнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Майӑн 27-мӗшӗнче, ирхине, Анат Грушински хуторӗ хыҫӗнче, 294-мӗш Таганрог полкӗнчи 3-мӗш рота командирӗ хӗрлӗармеецеене ҫул айккинче строя йӗркелесе тӑратрӗ, тин ҫеҫ илнӗ приказа вуласа пачӗ: «Намӑссӑр сутӑнчӑксен йӑвисене ним шеллемесӗр тустармалла, Каинсене пӗтерсе тӑкмалла…»
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Григорий урам кукринелле пӑрӑнса ҫухалчӗ те, ун хыҫӗнче ут чӗрнисем ҫӗкленӗ тусан пӗлӗчӗ кӑна, майӗпен йӑсӑрланса, ҫул ҫине ларчӗ; Аксинья пӗр хушӑ крыльца ҫинче тӑчӗ, тарӑхса макӑрса ячӗ.
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав вӑхӑтра лешӗ, шурӑ сӑмсахлӑ сӑрт ҫинчи станковӑй пулеметӑн симӗс питлӗхӗ хыҫӗнче выртакан хӗрлӗ пулеметчик, Григорий шухӑшне тавҫӑрнӑ пекех, прицела маларах илсе, пулемет черетне аяларахран сӑтӑрттарса ячӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Станица хыҫӗнче вӑл Донран станица вӗҫне ҫити юпленсе тӑсӑлакан ансӑр кӳлӗ урлӑ лашине уттарса каҫарчӗ, унтан вӑрманпа юрттарса кайрӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кая юлса акнӑ кукурузӑн ухӑ йӗппи пек шӗвӗр ҫулҫӑллӑ калчи ӳсекен сӑрт тӗмески хыҫӗнче ҫӳхе шурӑ пӗлӗт курӑнчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнер пирӗн разъезд Шумилински хыҫӗнче икӗ юланут тапӑннӑ.Вчера утром за Шумилинской разъезд наш напал на двух верховых.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑракан казаксем кӗлет стени патӗнчен шартах аяккалла сиксе ӳкрӗҫ.За спиной Ивана Алексеевича шарахнулись в сторону казаки, обнажив серую рубленую стену амбара.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дарья конвоирсем ҫывӑхнерех хӗсӗнкелесе тухрӗ те хӑйӗнчен темиҫе утӑмра, конвоир лашин лачкам йӗпе купарчи хыҫӗнче, Иван Алексеевичӑн чугун тӗсӗ ҫапнӑ питне асӑрхарӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулеметсем патӗнчех, щитсен хыҫӗнче, ҫумӑрпа исленсе пӗтнӗ пулеметчик-казаксем пеме хатӗрленсе майланса ларнӑ.И около пулеметов, за щитками, в готовности присели намокшие казаки-пулеметчики…
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, хутор тулашӗнчи пусу хыҫӗнче, кая юлса ҫитнӗ тӑрнасем пӗлтӗрхи хӑмӑл ҫине ҫӗр каҫма анса ларнӑ.Где-то за хутором, за толокой, на прошлогодней стерне опустились ночевать припозднившиеся журавли.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Нумай пулать-и Дуняшка манкине те шӑлма пӗлмен хӗрачаччӗ; ҫӳретчӗ чупса, ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗчӗк ҫивӗтӗсем шӑши хӳри пек пӗтӗлтететчӗҫ, халӗ пӑх ав епле вӑл, паян тесен паян хӑть качча пар.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Донӑн тепӗр енче, ҫурхи шыв илнӗ вӑрман хыҫӗнче, Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астаховпа ытти казаксем хӑйӑр кӗрчӗсен тӗмескисем тӑрах кӑштӑртатса утрӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Матроссемпе каять-мӗн та, Шумшкински хыҫӗнче ярса тытнӑ ӑна пирӗннисем.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.