Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яланах пӗр пек савӑнӑҫсӑр сӑн-пичӗ унӑн сайра хутра ҫеҫ улшӑнать; кулкаласа илмелле пулсан, вӑл чалӑшшӑн, сулахай питҫӑмартийӗпе ҫеҫ кулкаласа илет.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сулахай куҫ умӗнчен сылтӑмми патне шуса пычӗ те куҫран ҫухалчӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Артист ятне пӗлмен пирки эпӗ мана сулахай енчен хӗстерекен мӑнтӑркка ҫынран ыйтрӑм.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Сасартӑк комиссар малалла пӗр утӑм турӗ те сулахай аллипе — сылтӑмӗнче унӑн хунар пулнӑ — Володьӑна хулпуҫҫисенчен ҫавӑрса тытрӗ.И вдруг комиссар шагнул вперед, схватил левой рукой — в правой у него был фонарь — Володю за плечи.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малтан пӗри — сулахай енче, унтан тепри — сылтӑмра.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах затворсемпе шакӑлтаттарнӑ чух обрезӑн йывӑр та лакпа витнӗ яп-яка аврине хулпуҫҫи ҫумне тытса, питҫӑмартисемпе сӗрме купӑса сӗртӗннӗ пек сӗртӗнсе, сулахай куҫне хупса, сылтӑммипе тӗлленӗ чух виҫӗ пионер савӑннипе танлаштарсан, ҫав ҫитменлӗхсем ниме те тӑман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Партизансен отрячӗн сулахай енчен те, сылтӑм енчен те Гриценкон курӑнман пулемечӗ хӑйӗн пульлисемпе тӑшмана пӳлсе тӑнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ҫавӑнтах Лыскӑн малти сулахай ури аманнине курчӗҫ.Но тут же они заметили, что передняя левая нога Лыски ранена.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ӗхлете-ӗхлете, сулахай аллипе тытнӑ Володя урине вӗҫертес мар тесе, ачасем хыҫҫӑн шӑвать, ҫавӑнтах хӑйӗн сылтӑм уринчен тытса шӑвакан колонна вӗҫӗнче Толя Ковалев ҫакланса пынине туять.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Разведчиксем пыракан ансӑр тоннелӗн сулахай енчен те, сылтӑм енчен те пӗр евӗрлӗ коридорсем тухаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Машина каллех силленчӗ, сулахай енчи алӑк шартлатса хупӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя комиссар умӗнче намӑс курас мар терӗ, командӑсем пама хӑнӑхнӑ сасӑ хушнине итлесе, хӑйне алла илчӗ, сулахай аяккипе алӑк еннелле ҫаврӑнчӗ те, паркет тӑрӑх салтакла утса, коридора тухрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
…Халӗ Володя отрядӑн сулахай флангӗнче, шурӑ мачта еннелле пӑхса, лӑпкӑн тӑрать.А сейчас он скромно стоял на левом фланге отряда лицом к высокой белой мачте.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах та, Володя Дубининӑн рекордлӑ моделӗн сулахай борчӗ ҫине конструктор аллипе: «Черномрец» тесе ҫырнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Модель тытнӑ сылтӑм аллине пуҫ ҫине ҫӗклерӗ, сулахай аллин пӳрнисемпе ӑста тунӑ, якатнӑ авӑрлӑ кӗҫех пӗҫерӗнсе каяс пек винта пӑчӑртарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ӗлӗкхи пек савӑнӑҫлӑ пулман, «ЮАСа» ҫӳреме пӑрахнӑ, футбол командинче сулахай хӗрринчи вырӑнта та выляман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан малалла тайӑлчӗ те, ҫав вӑхӑтрах сулахай аллине вӗҫертсе, сылтӑммипе моделе пӗтӗм вӑйӗпе сывлӑша кӑларса ячӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫула май шӑвӑҫ савӑтран сулахай аллипе ҫилӗм ӑсса илме ӗлкӗрчӗ те тӑшмана питӗнчен сӗрсе илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Янахне сӗтел ҫине пусса, малтан пӗр куҫне, унтан теприне хӗссе, хӑйӗн аппарачӗ ҫине сулахай енчен те, сылтӑм енчен те пӑхать; ҫавӑнпа ун пуҫӗ сӗтел ҫинче ванька-встанька пек сулланать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ирхинехи пиншакӗпех пулнӑ, анчах кӗпесӗрех пулмалла, мӗншӗн тесен сулахай аллипе ҫӗкленӗ лацкансене тытнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.