Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атте тирпейлӗ ҫӳреме юратать, вӑл пиншакӗ айӗнчен ялан тенӗ пек хура сатин кӗпе тӑхӑнать.Отец ходил чисто, в черной сатиновой косоворотке под пиджак.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл виртлешсе илчӗ; хӑрах ҫивӗтӗ калпакӗ айӗнчен ҫӗрӗ пек явӑнса тухнӑ.Она презрительно фыркнула; одна коса торчала из-под шапки дугой.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манкун каҫ ҫӗр айӗнчен юрлани илтӗнет, имӗш.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька каланӑ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчен ҫӳремелли авалхи ҫул садран тухса, шыв айӗнчен иртсе, тепӗр енчи ҫыран хӗррине пырса тухать, имӗш.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем вӗҫкӗнсем: хӑмӑшпа кармакланӑ стаканӗсене кӳкӗртлӗ йӳҫӗ шыв ҫӑлне чикеҫҫӗ те ытла ӑнланакан пек пӑхса тӑраҫҫӗ, штатскисем ҫутӑ кӑвак галстуксемпе ҫӳреҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ҫухи айӗнчен брыжжисене кӑларса яраҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак самантра пӗлӗт айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйӑклӑ витӗнкӗҫ айӗнчен пӗчӗк ача урисем курӑнаҫҫӗ.Маленькие детские ноги, торчащие из—под лоскутного одеяла, –
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темиҫе минутран вӑл пирӗн пата та ҫитсе тӑчӗ: хӑй хашкаса сывлать, питӗнчен тар юхать; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем, ҫӗлӗкӗ айӗнчен сапаланса тухса, тарланипе ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ; чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ… вӑл Печорина мӑйӗнчен ыталасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, кӑмӑллӑн кулкаларӗ пулин те, аллине сивлеккӗн тытрӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Усӑнарах аннӑ куҫ хӑрпӑкӗ айӗнчен вӑл темӗнле фосфор ҫутипе ялкӑшать, тейӗпӗр, апла калама юрать пулсан.Из-за полуопущенных ресниц они сияли каким-то фосфорическим блеском, если можно так выразиться.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Полк командирӗ — пӗчӗк, ҫивӗч ҫын — кӑвак комбинезонӗн йӗмпӗҫҫисем айӗнчен курӑнакан ҫап-ҫутӑ атӑсем тӑхӑннӑскер, ҫирӗп урисем ҫинче юнашарах сулкаланса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫулӑн икӗ айккипе якалнӑ хура чулсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юр айӗнчен унта-кунта йывӑҫ тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, пӗр ҫулҫӑ та вырӑнӗнчен хускалмасть, ҫакӑн пек вырӑнта, вилнӗ пек тӗлӗрсе ҫывӑран ҫут ҫанталӑкра, вырӑс шӑнкӑравне, ӗшеннӗ почтӑ тройки пыни питех те савӑнтарать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимӗҫсем ҫапла шутланӑ: хӑйсен яланхи йӑли тӑрӑх, мӗнпур вӑя пухас та, ирхи ыйхӑпа ҫывӑракан тӑшмана хул айӗнчен ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахас, тенӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ним йӗркисӗр купаланса выртакан пӗренесемпе хӑмасем айӗнчен сапёрсем носилка ҫӗклесе тухнӑ, ун ҫинче простыньӑпа витнӗ, юнланса пӗтнӗ ҫын кӗлетки выртнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сапёрсем пушар сӳнтернӗ, ишӗлнӗ ҫуртсем айӗнчен ҫын виллисене, аманнисене йӑтса тухнӑ.Саперы гасили пожар, разбирали развалины, вынося трупы и откапывая раненых.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврари пур япаласем те — ҫул хӗрринчех кӗпҫипе ҫӗр ӑшнелле тӑрӑнса выртакан ҫӗмрӗк тупӑ та, башни таранах армутипе мӑян ӑшне путса ларнӑ совет танкӗ те, авиабомба тӳррӗн лекнипе арканнӑ нимӗҫ танкӗ те, курӑк шӑтма пуҫланӑ снаряд воронки те, сапёрсем ҫӗнӗ кӗпер патӗнче ҫӗр айӗнчен кӑларса ҫул хӗррипе купаласа тухнӑ противатанковӑй минӑсем те, инҫетре, курӑк хушшинче курӑнакан нимӗҫ салтакӗсен масарӗ ҫинчи хурӑн хӗрессем те (ку ӗнтӗ кунта кӗрлесе иртнӗ хаяр ҫапӑҫусен паллисем пулнӑ, ун пек паллӑсене хӑнӑхнӑ фронтовик куҫӗ вӗсене асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ) — ҫаксем пурте ҫамрӑк йӗкӗте тӗлӗнтернӗ, пит те интереслӗ курӑнусем пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленсе ларнӑ тирӗ айӗнчен кашни мышца палӑрса тӑнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл крахмалпа хытарнӑ шап-шур халат тӑхӑннӑ, унӑн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗсем марлӗрен тунӑ тутӑр айӗнчен аялалла усӑнса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпе вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗн те илемлӗн курӑннӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелпе ҫав тери ҫунса кайрӑм, тир сийӗн-сийӗн сӗвӗнет, ун айӗнчен темле кӑвакрах тӗслӗ ӳт тухать.Загорела так, что кожа слезает клочьями, а под ней какая-то неровная, фиолетовая.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950