Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир те калӑр хӑвӑр ятӑрпа, эсир те ӑна ашшӗ ячӗпе: аннӳне итлес пулать, аннӳ сана усала вӗрентес ҫук, тейӗр.

Скажите и вы от себя, что и вы, как отец, ей приказываете слушаться матери, что мать не станет учить ее дурному.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ячейка секретарӗ ячӗпе хамӑрӑн Коммунистсен аслӑ партине илнӗ хаклӑ юлташсене ман пата килме ыйтатӑп.

— Прошу — как секретарь ячейки — подойти ко мне дорогих товарищей, принятых в нашу великую Коммунистическую партию.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Колхоз правленийӗ ячӗпе сире ӗҫе таврӑнма ыйтатӑп.

— Прошу вас от имени правления колхоза вернуться на работу.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн, ӑна мана хаклӑ Фрунзе юлташ ячӗпе тата тытки ҫине ята ҫырнӑ кӗмӗл-пластинкӑ ҫыпӑҫтарса ахалех панӑ-им?

Даром, что ли, вручали мне его от имени дорогого товарища Фрунзе, да ишо с именной серебряной пластинкой на рукоятке?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Сирӗн завод рабочийӗ пулнӑ, кунта ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов, халӗ Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ, тата вӑл ертсе пыракан колхозниксем кӗнекесӗр тарӑхса пурӑнаҫҫӗ.

«Бывший рабочий вашего завода, двадцатипятитысячник Давыдов, ныне председатель колхоза имени Сталина, и руководимые им колхозники остро нуждаются в книгах.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хӑвӑрт тумланчӗ, ҫара ури ҫинех аттине тӑхӑнчӗ, васкавлӑн пичӗ ҫине юман пичке шӑрши кӗрекен шыв сапкаларӗ, вара кӑштах пуҫ тайса: — Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Ҫемен Давыдов, — терӗ.

Он быстро оделся, натянул на босые ноги сапоги, наскоро ополоснул лицо водой, терпко пахнущей дубовым бочонком, и немножко церемонно раскланялся: — Председатель колхоза имени Сталина Семен Давыдов.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кала, Христос ячӗпе ыйтатӑп, кала, пӗлес килет: манӑн кама вилӗм сунса кӗл тумалла!»

Скажи, ради Христа, чтобы я знала, за чью погибель мне молиться!»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑна кӗр-ха эс, намӑслан, Христос ячӗпе калатӑп!

Опамятуйся ты, постыдись, ради Христа!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Масарӑн икӗ енӗпе те ҫӗр сийлене-сийлене ларнӑ, вӗсем пуян ҫынсем ача ҫуралнӑ ячӗпе пӗҫерекен пампушкӑсене аса илтереҫҫӗ.

Могилки стояли так тесно, что едва не громоздились одна на другую, как круглые пампушки, которые пекут в богатых семьях ко дню рождения.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.

Также личное сообщение было получено от Вероники Пинеслу, от имени которой попросили 12 тысяч рублей.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Вӑл Пекинран Амоя тухса каять, университетра филологи факультечӗн профессорӗ пулса ӗҫлет, кӗҫех революцилле Кантона куҫать, Сунь Ят-сен ячӗпе хисепленекен университетра литература факультетне ертсе пырать.

Помоги переводом

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ку калавра автор хӑйӗн геройӗ ячӗпе феодалла морале хытӑ питлет; ҫав морале саракансем, тивӗҫпе ҫынна юратасси ҫинчен сӳпӗлтетсе, хӑйсем ҫынҫиенле чӗрчунсем пулнине пытарса пурӑннӑ.

Помоги переводом

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Гремячий Лог хуторӗнчи Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз ҫав вӑхӑт тӗлне ҫураки планне пӗтӗмӗшпех тултарчӗ.

В Гремячем Логу колхоз имени Сталина к этому времени целиком выполнил посевной план.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лайӑх сухаланӑшӑн колхоз правленийӗ ячӗпе бригадӑна большевикла тав!

За пахоту бригаде от правления колхоза большевистское спасибо!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сталин ячӗпе хисепленекен колхозра — сасартӑк ҫавӑн пек йӗркесӗрлӗх пурри палӑрчӗ иккен!

В колхозе имени Сталина — и такое явление безобразия!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп — шапа мар!

Истинный Христос, не лягушка!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тырра парса ямастпӑр! — терӗ пурин ячӗпе те Донецков.

— Не даем хлеб! — от имени всех заявил Донецков.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кам сана кунта ларакан мӗнпур ҫынсен ячӗпе калаҫма полномочи панӑ-ха? — тарӑхнипе сассине чӗтрентерсе ыйтрӗ Половцев.

Кто тебе давал полномочия говорить от имени всех тут присутствующих? — с гневной дрожью в голосе спросил Половцев.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Станицӑра пӗр палланӑ ҫынран Христос ячӗпе тархасласа ыйтсах туянтӑм ҫак хаҫата, хакне те патӑм ӗнтӗ уншӑн…

У одного знакомца в станице за-ради Христа выпросил — купил я эту газету, заплатил за нее.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӗркевне алӑран вӗҫертмесӗр, вӑл куҫҫуль тумламӗсене тата хӑйшӗн ҫак нихҫан пулман тӗлӗнмелле савӑнӑҫ ячӗпе хӗп-хӗрлӗ сӑн ҫапичченех ҫуса тасатнӑ питне-куҫне ҫаннипе шӑлкаласа илчӗ, тытӑнчӑклӑн хӑйӑлтатса тухакан сассипе ҫапла каларӗ:

Не выпуская из рук свертка, он вытер рукавом слезинку и докрасна вымытое по случаю необычайного для него события лицо, сказал охрипшим голосом:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней