Поиск
Шырав ĕçĕ:
Министрсен шухӑшне пӗлни пӗрре, пирӗн вара пур пӗрех тӑван литературӑшӑн тӑрӑшмалла.Одно дело знать мнение министров, нам же всё равно надо постараться ради родной литературы.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
Ҫакӑнтан пуҫланать те вара аслӑ классенчи ачасен ӗмӗчӗ татӑласси, кӑмӑлӗ сивӗнесси: института пур пӗрех кӗрейместӗп, производствӑна чун туртмасть.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Больницӑран тухсан та пуҫ пӗрех май ырататчӗ, ура ярса пусмассерен мимене кайса тиветчӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Анчах та ҫӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тӑван чӗлхе ҫукпа пӗрех.Но вот в новой группе средств коммуникации родного языка всё равно что нет.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ҫав ҫавра ҫиҫӗме пур пӗрех алла илетӗп!
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Кӑвакарчӑн ҫукпа пӗрех.
Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Халӗ вӗсен йӗрӗсем тахҫанах таптанса ҫухалнӑ ӗнтӗ, штурвалӗсен умӗнче ларнӑ ҫынсен ячӗсене астӑвакансем те ҫукпа пӗрех.
Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
— Пӗтнӗпе пӗрех, — савӑнтарчӗ мӑшӑрӗ вырӑнне кӳрши, Сергей.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Ун чухне эпӗ пӗчӗк пулнӑ, пӗрех ку саманта астӑватӑп.
Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Урай та ҫунӑ вӑл, мӗншӗн тесен карчӑк пӳлӗмӗнче пӗрех никам та тирпейлемест-мӗн.
Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ҫемьери 7 ачаран вӑл — чи асли, унӑн пӗрех каймалла-ҫке.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Манӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пӗрех.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ҫавӑнпа ҫырманпа пӗрех.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
— Мана пӗрех кӗркунне пӗтӗмлетӳ тумалли вӑхӑт пек туйӑнать.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленнӗ, нумай енлӗ (функциллӗ) спорт площадки ӗҫлеме пуҫларӗ, тепӗр сооруженине хута яма хатӗрлесе ҫитернӗпе пӗрех, тренерсем хӑйсен квалификацине ӳстернӗ тата ытти те.
Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07
Ку тӗслӗхпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ хушӑра предприниматель парӑмӗсенчен татӑлнӑ, анчах пӗрех штрафран хӑтӑлайман.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Асапӗ нумай пулнӑ, пӗрех лайӑх пурӑннӑ.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
— Ҫук, кун пекки пулманпа пӗрех.
Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Выльӑх пӗрех усратӑп, ҫынна укҫа тӳлесе утӑ ҫултаратӑп.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Хам ҫинчен шухӑшламасӑр уншӑн тӑрӑшнӑ эпӗ, пӗрех юраймарӑм.Я всё о нём заботилась, о себе не думала, а всё равно не сумела угодить.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №