Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ырӑпа (тĕпĕ: ырӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сан пата ырӑпа килес ҫын мар.

— Мне с хорошим к тебе не ходить…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн ырӑпа килтӗн? — ыйтрӗ вӑл.

Спросила: — С чем хорошим пришла?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ырӑпа килмен вӗсем кунта», — шухӑшлатӑп ӑшра.

«Не с добром, думаю, они сюда приехали».

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл пурте ҫакӑн пек ырӑпа, ним вӑрҫӑ-харҫӑсӑр, савӑт-сапа ватмасӑр, харкашу-тӗркӗшӳсӗр иртсе кайнипе ытла та кӑмӑллӑ пулчӗ.

Она была донельзя довольна тем, что все обошлось так по-хорошему, без драки, без битья посуды, без огласки.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн пекех А.Наумовӑн «Пилеш» хитне юрласа панӑ Ирина Музыкантовӑна та ырӑпа кӑна аса илес килет.

Помоги переводом

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ырӑпа каймасан — ҫынсене чӗнсе килетӗп, — терӗ кӑвакарса кайнӑ Нюшка.

— Не уйдешь по-доброму — людей позову, — вся бледная, выговорила Нюшка.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах ырӑпа ыйтсан тата хамӑн ытлашши пулсан, хытмастӑп — хамах паратӑп.

— А если по-доброму да лишняя имеется, трястись над ней не буду, сам отдам.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, кусене ырӑпа та, усалпа та хамӑр енне ҫавӑраймастӑн.

— Да, этих ни лаской, ни таской к себе не вернешь, — согласился Аникей.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ырӑпа калатӑп!

По-хорошему говорю!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кам ан йышӑнтӑр-ха ырӑпа панине.

Кто ж от добра отказывается?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ырӑ ҫынна ырӑпа тавӑрмалла мар-и?

Отдарить-то надо доброго человека?

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ырӑпа калатӑп, яр, теҫҫӗ сана!..

Пусти, тебе добром говорят!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гришаткӑна мучи ырӑпа йышӑннӑ.

Дед принял Гришатку добром.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Упӑшки ӑна ырӑпа ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ.

Уговаривал он тоже добром.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Халӗ ӗҫлекен специалистсем ӗҫ ветеранӗсене ырӑпа аса илсе калаҫҫӗ, вӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Эпир ҫав тери ырӑ, кирек ӑҫта пурӑнсан та, пур ҫӗрте те пире хуҫисем ырӑпа асӑнса юлаҫҫӗ.

— Мы такие добрые, что, где ни жили, везде нам хозяева наши благодарны оставались.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хамӑрӑн ҫӗршывпа мӑнаҫланни, патриотизм, тӗрӗслӗх идеалӗсене, ырӑпа тӑнӑҫлӑха тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлени пире паян та пӗтӗҫтереҫҫӗ.

Гордость за свою страну, патриотизм, честное служение идеалам справедливости, добра и мира объединяют нас и сегодня.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Вӑл каллех вара усалсене ырӑпа юраса пӑхасшӑн пулчӗ:

И он снова сделал попытку умилостивить злодеев:

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӗсене Рахметов пек типпӗн те ҫиллессӗн мар, Дмитрий Сергеич ҫинчен ырӑпа асӑннӑн каласа парсан, ҫав сӑмахсем, тен, тӗрӗс те пулӗ.

Но если пересказать их дружеским тоном к Дмитрию Сергеичу вместо жесткого, будто враждебного ему тона, которым говорил Рахметов, — что ж, пожалуй, они справедливы.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ир чылая кайиччен вӑл уҫӑ кантӑк умӗнче ларчӗ, пӗр пирус хыҫҫӑн теприне туртрӗ, хӑйӗн халичченхи юратӑвӗсене аса илчӗ, анчах, тӗрӗслеме тӑрсан, ун пурнӑҫӗнче халӗ ырӑпа е хурланса, е, япӑх пулсан, ӳкӗнсе аса илмелли нимӗн те пулманнине курчӗ.

До позднего утра он сидел дома возле открытого окошка, курил одну папиросу за другой, перебирал в памяти свои былые любовные увлечения, и вот на поверку оказалось, что ничего-то и не было в его жизни такого, о чем можно было бы вспомнить теперь с благодарностью, или грустью, или даже, на худой конец, с угрызениями совести…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней