Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫакӑн пек хыпарсене илтсен, хӗрарӑмсене тӳрех ҫапла калатӑп: «Ӗҫсем начар пулнӑ пулсан, халӑхран пытарса тӑман пулӗччӗҫ, каланӑ пулӗччӗҫ».
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Мишкӑна малтанхи пек тӑрӑшса ӗҫлеме чӑрмантаракан пӗртен-пӗр сӑлтав та вӑл тӑван хуторӗнче вӑхӑт ҫитмесӗр пурӑнма тӗпленнине кунран-кун ытларах ӗненсе-ӑнланса пыни пулчӗ: «Иртерех хуҫалӑх ӗҫне кӳлӗнтӗм, васкарӑм…» — эрленсе шухӑшларӗ вӑл, фронтран пӗлтерекен хыпарсене округ хаҫатӗнче вуланӑ е демобилизациленӗ хӗрлӗармеец-казаксем каласа кӑтартнисене каҫсерен итленӗ май.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Мӗншӗн пӗлтерместӗр-ха эсир кун пек хыпарсене, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ Синев.— Что ж вы держите в секрете такие известия? — недовольно забубнил Синев.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйӗн учителӗ хӑш-пӗр чухне кӑшт ятлакаласа илнӗ пулин те, Константин ун патне ҫыру ярсах тӑнӑ, Тимирязевкӑра экзаменсем тытмалли, сессире экзаменсене мӗнле тытни ҫинчен ҫырнӑ, хӑйӗн студент пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтернӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Районти хыпарсене яланах ыттисенчен маларах пӗлекен ерҫӳллӗ тантӑшӗн сӑмахӗсене Ксюша аран итлесе пӗтернӗ, ирӗксӗрех йӑл кулса сывпуллашнӑ та, унтан лашана ура кӗлипе хырӑмӗнчен тапса, куҫран ҫапакан нӳрлӗ ҫиле хирӗҫ вӗҫтернӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Кадетсен» Ҫӗпӗрпе Кубань тӑрӑхӗнчи ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен калакан хыпарсене те казаксем ӗненсе пӗтермерӗҫ.Не верили казаки и сведениям об успехах «кадетов» в Сибири и на Кубани.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кондратьев ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ, крайисполком йышӑннипе районта тӑватӑ колхозра ӑратлӑ лаша ферми уҫмалли ҫинчен, района ҫӗнӗ сорт кукуруза илсе килни ҫинчен каларӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗнӗ хыпарсене кирек хӑҫан та тӗрӗсрех пӗлсе тӑракан штаб ординарецӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Вӑхӑтлӑх правительство Америкӑна тухса тарнӑ пулать, Керенскине матроссем ярса тытнӑ та ҫӳҫне шакла кастарса янӑ, унтан тата, чупкӑн хӗре вараланӑ пек тикӗтпе вараласа, икӗ кун Петроград урамӗсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳренӗ, имӗш.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Килти ҫӗнӗ хыпарсене Григорий антӑхсах тенӗ пек итлет.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑн пек хыпарсене илтсен, Оксана нимӗнле мар пулса кайнӑ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Юманӑн йышлӑ туратлӑ тӑрри патӗнче унӑн шаннӑ сарӑ ҫулҫӑллӑ кукӑр-макӑр кӗске турачӗсене хуҫнӑ хушӑра, Андрей Олейника полкри хыпарсене — лайӑххисене те, хурлӑхлисене те — каласа кӑтартрӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Иринӑн савӑнӑҫлӑ туйӑмӗ Соня ҫине куҫрӗ, вара унӑн килне те каяс килмерӗ; вӑл Иринӑран Мускав ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, хӑй Усть-Невинскири ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ, вара, сӑмах май: — Иринушка, Виктор ман пата килсе кайрӗ… — терӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Фронт штабӗнче ку хыпарсене — нимӗҫсем Ковель районӗнчи узелпа интересленнине ытлашши хут кӑтартакан япаласем вырӑнне хурса шута илнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Дивизире тата корпусра Травкин пӗлтернӗ хыпарсене уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ вырӑнне хурса йышӑннӑ пулсан, арми штабӗшӗн вара вӗсем, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ пулин те, ӗҫе татса паракан япаласем пулман.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Разведчиксем пӗрне-пӗри пӳлсех Катьӑна хӑнана чӗннӗ, ӑна лейтенант ҫинчен мӗнпур ҫӗнӗ хыпарсене кала-кала панӑ, ҫыхӑну ротине: «Пирӗн передовойран килчӗ», тесе пӗлтерме чупнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Квейс темиҫе хутчен те вырӑссем юхтарнӑ ханшана ӗҫместӗп тесе сӑмах панӑ, анчах хуҫалӑх ротинчен парса тӑракан эрех ҫитмест, кунта тата, ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, е килтен тата фронтран килекен начар хыпарсене пула, е кунта ӗҫлесси те фронтринчен кая мар хӑрушланса пынипе яланах ӑшӗ ҫунать.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫул ҫинчен килнӗ хыҫҫӑн тапак туртса ларнӑ хушӑра ӑна полкри тӗрлӗрен ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗҫ.И, пока он курил с дороги, сообщили много различных полковых новостей.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫӗнӗ хыпарсене пурне те пӗлсен, Яхно хӗрсех кайрӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лешӗ, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлес килнипе, хӑйне чӗнессе тахҫанах кӗтсе, вӗтеленсе тӑнӑ-мӗн.Тот давно и с нетерпением ожидал этого вызова, чтобы узнать новости.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй ӑна курас килнипе мӗн тери тунсӑхлани ҫинчен кала-кала пачӗ, ялти хыпарсене пӗлтерчӗ.Рассказывала ему, как скучала о нем, сообщала деревенские новости.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.