Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Халсӑррисене тӗреклетмерӗр, чирлӗ сурӑха имлемерӗр, аманнин суранне ҫыхса ямарӑр, хӑваласа кайнине каялла тавӑрмарӑр, ҫухалнине шырамарӑр, вӗсене пусахларӑр, вӗсемпе хаяррӑн хуҫалантӑр.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӗнтӗ Египет патшийӗн, фараонӑн, хӑватлӑ аллине аркатса тӑкрӑм; акӑ ӑна сыватмаҫҫӗ-ха, унӑн суранне ҫыхса яман-ха, эмелҫӗ ӑна чӗркесе ҫыхман-ха, ҫапла тунӑ пулсассӑн, вӑл хӗҫ тытмалӑх вӑй илнӗ пулӗччӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав юлашки пайӗнчен кӑштах уйӑрса ил те ӑна арку вӗҫне ҫыхса хур.3. И возьми из этого небольшое число, и завяжи их у себя в полы.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Этем ывӑлӗ, акӑ сана тӑлӑпа тӑллӗҫ, сана унпа ҫыхса хурӗҫ, ӗнтӗ эсӗ вӗсем хушшинче ҫӳреймӗн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Арӑмсем, пилӗкне хӑмӑш пиҫиххи ҫыхса, урамра ҫу йывӑҫӗн вӑррине ҫунтарса тӗтӗрсе лараҫҫӗ.42. Женщины, обвязавшись тростниковым поясом, сидят на улицах, сожигая курение из оливковых зерен.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук; Мана пӗлмерӗн пулсассӑн та, Эпӗ санӑн пилӗкне ҫыхса ятӑм: 6. Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫуккине, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, урӑххи ҫуккине тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пӗлччӗр.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн суранӗсене ҫыхса янӑ чухне, унӑн суранлатнӑ вырӑнӗсене сипленӗ чухне, уйӑх ҫути хӗвел ҫутийӗ пекех пулӗ, хӗвел ҫути вара ҫичӗ хут ҫутӑрах, ҫичӗ кун хушшинчи ҫутӑ чухлех пулӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн тӗп пулнӑ ҫыннусене хӗҫпе вӗлермен, вӗсем вӑрҫӑра та вилмен; 3. санӑн ҫулпуҫусем пурте пӗрле тарнӑ, анчах вӗсене ухӑсӑрах тытса ҫыхса пӑрахнӑ; таҫта аякка тарнӑ пулин те, вӗсене пурне те тытса ҫыхса пӑрахнӑ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна, ҫапла уҫса панине манӑн вӗренекенӗмсем умӗнчех ҫыхса пичет пусса хур, терӗ.16. Завяжи свидетельство, и запечатай откровение при учениках Моих».
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Калас сӑмахна хатӗрлесе хур — вара итлӗҫ сана; хӑвна ӑс панине чӗрӳ ҫумнех ҫыхса хур та — хуравла.4. Приготовь слово - и будешь выслушан; собери наставления - и отвечай.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Асту, килӳ-ҫурту тавра йӗплӗ хулӑран карта тытса ҫавӑр, чӗлхӳ-ҫӑвару валли алӑкпа сӑлӑп ту, 28. ылтӑн-кӗмӗлне пухса ҫыхса хур, 29. калас сӑмаху валли виҫе хатӗрле.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сурана ҫыхса яма пулать, хирӗҫнӗ хыҫҫӑн та килӗштерме пулать; 23. анчах хӑйне шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен ун пек шанчӑка ҫухатать.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ӗҫлекенӗ пулнӑ-и вӑл е кӗтӳҫӗ, е пушхирте ӗҫлекенӗ — пурне те ярса тытнӑ, пурте тарса хӑтӑлайми шӑпа аллине лекнӗ: 17. вӗсене пурне те сӗм-сӗмлӗхӗн салтӑнми ҫыххипе ҫыхса лартнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳпене кам улӑхса аннӑ? кам ҫиле ывӑҫласа тытнӑ? кам шыва тумтир аркине ҫыхса хунӑ? кам ҫӗр чиккисене лартса тухнӑ? унӑн ячӗ мӗнле? ун ывӑлӗн ячӗ мӗнле? пӗлетӗн-и?
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле; 21. вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! ҫывӑх ҫыннушӑн ҫӑка кӗтӗн пулсассӑн, тепӗр ҫыншӑн алӑ патӑн пулсассӑн, 2. эсӗ ӗнтӗ хӑвна хӑвӑн сӑмахупа ҫыхса лартнӑ, хӑвӑн сӑмахупах тыткӑнланнӑ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.