Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли, хатӗрленӗ.13. А после того приготовили для себя и для священников, братьев своих, сынов Аарона.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗр кун валли акӑ мӗн-мӗн хатӗрленӗ: пӗр вӑкӑр, чи паха ултӑ сурӑх; кайӑк-кӗшӗк те хатӗрленӗ ман патӑмра; кашни вунӑ кунран тӗрлӗ йышши эрех ытлӑн-ҫитлӗн илсе килсе тӑнӑ.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Юрӑҫӑсем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Еман тата патшанӑн витӗркуранӗ Идифун вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ; хапха хуралҫисем те хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ: левитсем, вӗсен тӑванӗсем, вӗсене мӗн кирлине хатӗрленӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнчен нимӗншӗн те каймалла пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ, 14. ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара патша хушнӑ та, пӗр сунтӑх туса хатӗрленӗ, ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗнӗ ҫӗре тул енне лартнӑ.8. И приказал царь, и сделали один ящик, и поставили его у входа в дом Господень извне.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аса патша вара иудейсене пурне те чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе кайнӑ, — ҫавӑнтан вӗсем Гева тата Мицфа хулисене туса лартнӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ саккунӗн арчине Давид унччен Кириаф-Иарим хулинчен Иерусалима, кӗлӗ чатӑрӗ лартса хатӗрленӗ вырӑна, илсе килнӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир Санӑн Ҫуртна, Санӑн сӑваплӑ яту ячӗпе лартакан Ҫуртна, тумашкӑн хатӗрленӗ ҫак пысӑк пурлӑх пӗтӗмпех Санӑн аллунтан килнӗ, пӗтӗмпех Санӑн вӑл.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ, 4. кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те 12. вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр, 13. леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ саккунӗн арчине ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килме Давид Израиль ҫыннисене пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй хулинче Давид тата та ҫуртсем лартнӑ, Турӑ саккунӗн арчи валли вырӑн хатӗрленӗ, ун валли чатӑр тунӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Священниксен хӑш-пӗр ывӑлӗсем ырӑ шӑршӑлӑхран мирӑ хатӗрленӗ.30. А из сыновей священнических некоторые составляли миро из веществ благовонных.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӑна хӑй хатӗрленӗ тупӑклӑха, Узза сатӗнче пытарнӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӑл Ахав ятӗнчен ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ те патша пичетне ҫапса пичетлесе тухнӑ, унтан ҫав ҫырусене Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсене ярса панӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Аса патша вара иудейсене пӗр ҫын юлмиччен чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе тухнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсене Соломон ӗҫлевҫисемпе Хирам ӗҫлевҫисем тата Гивал хули ҫыннисем чутла-чутла якатнӑ, Ҫурт лартма ҫапла [виҫӗ ҫул] йывӑҫпа чул хатӗрленӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.