Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тивет (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь те астӑватӑп: шак! тутарчӗ мана аллӑмран пиччем: «Ҫырла ҫиес килсен, вӑрмана чупма тивет! Ыран акӑ сана та ҫавӑртса кайӑп».

Помоги переводом

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ҫапах та чукун ҫул станцине хӑш вырӑна вырнаҫтарассипе, магистраль Чул хула чукун ҫул трассисем тата автомобиль ҫулӗсем урлӑ хӑш вырӑнсенче каҫассипе тӳрлетӳсем тума тивет.

Помоги переводом

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ҫакӑ Чӑваш Енре ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн 10 процентне е 30 пине яхӑн ҫынна пырса тивет.

Это затронет интересы около 10 процентов занятого населения Чувашии, почти 30 тысяч человек.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Е пӗр хваттер вырӑнне темиҫе пама тивет.

Помоги переводом

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Чӑн малтанах ҫакӑ Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ӗҫлеме ҫӳрекен арҫынсене пырса тивет.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Шел те, ялсенчи хӑш-пӗр ҫынсем выльӑх-чӗрлӗх усрассинчен писрӗҫ, ҫак сӑмах уйрӑмах ҫамрӑксене пырса тивет.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Капла калани ялтан хулана куҫнине те пырса тивет.

Помоги переводом

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Хӑйсене явӑҫтарманнишӗн кӳренсе калаҫнине тӑтӑшах илтме тивет халь вӗсенчен.

Помоги переводом

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Унччен эпӗ ватӑ ҫынсенчен те ҫапла каланине илтмен: «унӑн йывӑр инсульт, ҫавӑнпа сапланса утать»; «ҫав ҫынсен юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре анать»; «шӑммисем ҫийӗнеҫҫӗ, йывӑр формӑллӑ артроз»; «пурнӑҫ тӑршшӗпе ятарлӑ эмел ӗҫме тивет, йывӑр йышши анеми чирӗ»; «кашни уйӑхра 4 000 тенкӗлӗх сипленме тивет».

Помоги переводом

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Туратӑн ҫӗнӗрен тӑпрана тымар яма тивет.

Помоги переводом

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

«Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн Шӑмӑршӑ тата Вӑрнар районӗсенче тӑвакан обӗектсен шӑпи тӗлӗшпе ыйту пулнине кура Светлана Александровна асӑннӑ программӑна федераци шайӗнче чарса лартнине пӗлтерчӗ: «Ӑна ҫитес ҫул уҫрӗҫ-тӗк - эпир те укҫа уйӑрассине уҫӑпӑр. Федераци укҫине ҫитес ҫул та уйӑрмасан пирӗн те хупма тивет».

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Республика Пуҫлӑхӗн указӗпе Михаил Резникова Правительство пуҫлӑхӗн заместительне ҫирӗплетнӗ, эппин, Михаил Сергеевичӑн парламентран кайма тивет.

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫӗрулми туса илекенсен ҫӗнӗлле шухӑшлама тивет.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗртен-пӗр ҫитменлӗх — ӑшӑра ҫак меслетпе тирпейленӗ ҫимӗҫ йӳҫме пуҫлать, шывне улӑштарсах тӑма, ҫимӗҫсене ҫуса тасатма тивет.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Йӑлтах чӑтма тивет.

Все приходится терпеть.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Репетицисенче нумай хутчен йӑванса кайма тивет.

Во время репетиций приходится много раз падать.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Сӑмах май, ку указ ҫамрӑк специалистсене ҫеҫ мар, 50 ҫула ҫитмен медицина ӗҫченӗсене те пырса тивет.

Помоги переводом

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кунне ҫак ӗҫ валли 4-6 сехет уйӑрма тивет.

В день на эту работу приходится уделять 4-6 часов.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней