Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусем мухтаччӑр, Хӑв мӗн пултарни те, Хӑвӑн Ангелусем те, Хӑв суйласа илнисем те ӗмӗр-ӗмӗрех Сана мухтавлаччӑр!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Неффалим аттемӗн пӗтӗм йӑхӗ Иерусалим Ҫуртӗнчен — Израилӗн пур йӑхӗ те парне кӳрсе тӑма суйласа илнӗ вырӑнтан, Ҫӳлти Турӑ пурӑнакан, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ӗмӗрлӗхе лартнӑ Ҫуртран — хӑпнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ездра священник ӑрусенчен аслӑ пуҫлӑхсене, пурне те ятран, суйласа илнӗ те, вӗсем вара вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫак ӗҫе тишкерме пухӑннӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн — тухса каймашкӑн — йӑхсем тӑрӑх ӑру пуҫлӑхӗсене, вӗсенӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, чурисене выльӑх-чӗрлӗхӗпе пӗрле суйласа илнӗ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна каланӑ сӑмахна асна илсемччӗ, «эсир айӑпа кӗрес пулсассӑн, Эпӗ сире халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп, 9. Ман енне ҫаврӑнсассӑн вара, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑрсассӑн, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, хӑвӑра тӳпе хӗрринех хӑваласа ярас пулсассӑн та, сире унтан та пуҫтарса тухӑп та Хамӑн ятӑм валли суйласа илнӗ вырӑна илсе килӗп» тенине асна илсемччӗ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак ӗҫе тумашкӑн Ездра священник ӑру пуҫӗсене, — кашни ӑруран, ятран, — суйласа илнӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиль килне Хам умӑмран сирнӗ пек, Иудӑна та Хам умӑмран сирӗп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та, сирсе пӑрахӑп, тенӗ.]
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ааронӑн шута илнӗ ывӑлӗсене священниксене, вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене тата шута илсе тухнӑ левитсемпе вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ пая парса тӑмашкӑн вӗсем пурӑнакан кашни хуларах ятран суйласа илнӗ ҫынсене уйӑрса лартнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иорам патне килнӗшӗн Турӑ Охозияна пӗтмелле тунӑ, мӗншӗн тесессӗн кунта килсен вӑл Иорампа пӗрле Намесси ывӑлне Ииуя хирӗҫ тухнӑ; Ииуя вара Ҫӳлхуҫа Ахав килне тӗп тума суйласа илнӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ун вӑхӑтӗнче Эдом ураланнӑ та Иуда аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.8. Во дни его вышел Едом из-под власти Иуды, и поставили над собою царя.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авия вӑрҫа харсӑр ҫынсенчен суйласа илнӗ тӑватҫӗр пин ҫынран тӑракан ҫар илсе тухнӑ; Иеровоам вара ӑна хирӗҫ сакӑрҫӗр пин ҫынпа тухнӑ, кусем те ҫавӑн пекех харсӑр та суйласа илнӗскерсем пулнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян ҫак Ҫурта суйласа илсе тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм: Хамӑн ятӑм ӗмӗрех унта пултӑр терӗм; куҫӑмпа чӗрем те Манӑн ӗмӗрех унта пулӗҫ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.